Поиск
Шырав ĕçĕ:
Икӗ тем пысӑкӑш кӑвак лаптӑк — пӗри ал лаппи ҫывӑхнелле те тепри чавсаран кӑшт ҫӳлерехре — ялт-уҫҫӑн палӑрса тӑрать шурӑ, ачаш ӳт ҫинче.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кашни кунах хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ тӗлӗнсе пытӑм эпӗ: Олеся — вӑрман хушшинче ӳснӗ, вулама та пӗлмен ҫак хӗрупраҫ — пурнӑҫӑн нумай-нумай самантӗнче сисӗмлӗ сӑпайлӑхпа та хӑйне уйрӑм, виҫеллӗ пахматлӑхпа (ҫуралассах ҫапла ҫуралнӑ вӑл) палӑрса тӑрать.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Ку акӑ ҫакӑнтан, — шухӑшларӗ вӑл, — унӑн пӗр куҫхаршийӗ нихҫан та тӳрӗ тӑмасть, яланах кӑштах ҫӗкленчӗк, ун ҫийӗнче ҫав тери ҫинҫе, кӑшт кӑна палӑрса тӑракан пӗркеленчӗк йӗр пур…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн куҫӗсем юратӑвӑн чаплӑлӑхӗпе, хӑй ҫиелте пулнине туйса тӑнипе ялкӑшрӗҫ; питҫӑмартисем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ палӑрса тӑчӗҫ.Глаза у ней сияли таким торжеством любви, сознанием своей силы; на щеках рдели два розовые пятна.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑй умӗнче пурнӑҫӑн улшӑнуллӑ тапхӑрӗсем, тепӗр майлӑ каласан, туйӑмӗсем уҫӑмлӑн палӑрса пынӑ май, мӗн пулса иртнисене ҫивӗччӗн сӑнарӗ, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне итлерӗ, вара унччен пухнӑ нумаях мар сӑнавсемпе танлаштарчӗ те, ярса пусмалли ҫӗре урипе тӗртсе пӑхса, асӑрхануллӑн малалла утрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пичӗ унӑн ҫукпа пӗрех; сӑмси ҫеҫ, пысӑках мар пулин те, питӗнчен уйрӑлнӑ пек, е тӗрӗс мар лартса янӑ пек палӑрса тӑрать, кунсӑр пуҫне сӑмси вӗҫӗ каҫӑр, ҫавна пула унӑн пичӗ палӑрмасть; вӑл тӗссӗрленсе, питӗ типсе ларнӑ, ҫавӑнпа та питне асӑрхиччен малтан, сӑмсине асӑрхатӑн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑна чипер пике тесех калама ҫук, урӑхла каласан, вӑл шурӑ ӳтлӗ те мар, питҫӑмартисемпе тути те уҫҫӑн палӑрса тӑмаҫҫӗ, куҫӗсем те шалти туйӑмӗсене палӑртса ҫунмаҫҫӗ; тути ҫинче мерчен те ҫук, ҫӑварӗ те ахах пӗрчисӗр, аллисем те пӗчӗк те ытлашши илемлех мар, пӳрнисем те, пилек ҫулхи ачанни пек, виноград евӗрлӗ мар.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑри шухӑш-кӑмӑлсем, пурнӑҫ йӑлисем, хӑнӑхусем Верхлӗвӑра та пур; ҫак ял та тахҫан авал Обломовка пулнӑ вӗт-ха; унта, Штольц ҫуртӗнчисӗр пуҫне, пур ҫӗрте те тӗнче пуҫланичченхи юлхавлӑх, ахаль йӑласем, лӑпкӑлӑх, хускалусӑрлӑх палӑрса тӑнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем унта Швейцаринчи е Шотлӑндири евӗрлӗ мӗнле те пулин каҫа курайман пулӗччӗҫ: ҫав ҫӗршывсенче пӗтӗм ҫутҫанталӑк — вӑрман та, шыв та, хӳшӗсен стенисем те, хӑйӑр сӑрчӗсем те — пурте тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; пӗр-пӗр Ледипе пӗрле мӗнле те пулин ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсем патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кукӑр-макӑр хӑйӑрлӑ ҫулпа тӗреклӗ замока васкакан юланутлӑ арҫынсен мӗлкисем ҫав тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫинче яр-уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ; замокра вӗсене Вальтер Скотт пирӗн асра хӑварнӑ нумай картинӑсем кӗтеҫҫӗ — икӗ роза хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен аслашшӗ каласа пани, хир качаки ашӗнчен пӗҫернӗ каҫхи апат тата лютня каласа ҫамрӑк мисс юрласа панӑ баллада.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк, ӑна курӑнмаллах палӑрса тӑракан ырӑ сӑн та, усал сӑн та паман.Природа не дала ему никакой резкой, заметной черты, ни дурной, ни хорошей.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн питӗнче те, куҫӗсенче те, тути ҫинче те, ҫамка пӗркеленчӗкӗсем хушшинче те пӗр-пӗр шухӑш ҫӑмӑллӑн вылянса илет те пачах ҫухалать, вара пӗтӗм сӑнӗнче шухӑшсӑрлӑх палӑрса тӑрать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унан шӑрҫисем сарӑлса кайнӑ, ним хускалми хытса пӑхакан куҫӗсенче темле тӗксӗм сехӗрленӳ, чунне ҫавӑрса илнӗ темле асамлӑ вӑйсемпе ҫын ӑстӑнӗнчен те ҫӳлерехри пӗлӳсене ирӗксӗррӗн парӑнни палӑрса, курӑнсах тӑчӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Алексей Николаевич лекцийӗсем уйрӑмах палӑрса тӑратчӗҫ. Вӑл вӗсене чунтан хавхаланса тӑватчӗ, итлекенсене хӑйӗн мӗнпур пӗлӗвне, опытне парас тесе тӑрӑшатчӗ», — тесе аса илнӗ Крыловӑн вӗренекенӗ Сергей Тимофеевич Яковлев.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унра ҫамрӑкла хӗрӳлӗх палӑрса тӑрать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав йывӑр кун тата тепӗр пӑтӑрмахпа палӑрса юлчӗ.Потом произошло еще одно знаменательное событие нелегкого дня.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Н. хулинче фронтпа тыл килти пекех ҫывӑхчӗ, кунта вара ҫавӑ ҫывӑххи тата ытларах палӑрса тӑратчӗ, мӗншӗн тесен Полярнӑйри пурнӑҫ хӑй те кунта кӑткӑсрах та пуянтарах.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсенчен пӗри, ылттӑн тӳмеллӗ шурӑ китель ҫине хура бурки тӑхӑнни — ыттисенчен питех те уйрӑмӑн палӑрса тӑрать.Один привлек особое внимание черной кавказской буркой поверх белого кителя с золотыми пуговицами.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Хаклӑ Иван Иваныч, кӑштах ӳҫӗр пулас эпӗ, тӗрӗс-и? — терӗм эпӗ, унӑн кулӑшларах та ырӑ пит-куҫӗнче кӳренӳ йӗрӗ палӑрса иртнине сиссен.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫурҫӗрте сывлӑшри вӑрҫӑ мӗнле пыни ҫинчен ытла нумай каласшӑн мар эпӗ, каласа пани, чӑн, итлекене пит йӑпантарнӑ пулӗччӗ те, мӗншӗн тесен вырӑс летчикӗн чаплӑ пултарулӑхӗ ниҫта та Ҫурҫӗрти пек уҫҫӑн палӑрса тӑрас ҫук, Ҫурҫӗрте вӗт асаппа хӑрушлӑх ҫумне ҫур ҫул хушши пыракан полярла тӗттӗм ҫӗрле час-часах начар ҫанталӑк пулни те хутшӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951