Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чикӗре салтаксем ӑшӑх таса шывра кӗписене ҫӑваҫҫӗ, пурте ҫаксем хӗвел ҫуттипе уҫҫӑн палӑрса, кинори пек лайӑх курӑнса пароход пынӑ майӗн хуллен шуса юлаҫҫӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку тӗлӗшрен пароход вӗҫӗнчи виҫҫӗмӗш класс каюти нумай лайӑх, унта чӑн-чӑн иллюминаторсем пур, ҫавӑнпа унта, ҫемҫе дивансем вырӑнне, трамвай ҫинчи пек, йывӑҫ тенкелсем ҫеҫ пурри питех палӑрса та каймасть.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун тавра ура йӗрӗсем палӑрса выртнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав юхса тӑракан тарӑн хӑйӑр ҫинче ӗнер ҫӳренӗ ура йӗрӗсем палӑрса тӑнӑ, вӑл чи лайӑх маннӑй кӗрпе пек курӑнса выртнӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗтӗм пурнӑҫра та пӗртен-пӗр хут ҫеҫ пулса иртнӗ хирӗҫӳ мана темӗн пек уҫҫӑн палӑрса тӑчӗ.И с необычайной ясностью вспомнилась мне наша единственная за всю жизнь ссора.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлӗтсен аялти сийӗсенче ҫеҫ пирӗн мӗлке палӑрса тӑчӗ, ҫӳлти сийӗнче те ҫавӑн пекехчӗ.На нижнем слое облаков была видна наша тень и на верхнем — тоже.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ҫумӗнче, Александр Дмитриевичӑн кабинечӗ пулнӑ тӗлте, халӗ хура, илемсӗр шӑтӑк палӑрса тӑрать.А там, где когда-то был кабинет Александра Дмитриевича, зияла черная и корявая дыра.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн кварталӗсем симӗс парксен, ешӗл бульварсен хушшинче палӑрса тӑраҫҫӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӗншӗн тесен, Игорь, урӑхла Малинин, питӗ активлӑ пионер, вӑл лайӑх ӗҫсемпе палӑрса тӑрать, ӑна эпир лагерь пурнӑҫӗнчен те, шкул пурнӑҫӗнчен те пӗлетпӗр — отрядшӑн вӑл яланах нумай ӗҫлет.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак материалтан тунӑ япаласем ҫирӗплӗхӗпе, сывлӑш ҫаврӑнӑшне лайӑх йӗркеленипе палӑрса тӑраҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31
Унӑн питӗнчен кулӑ йӗрӗ палӑрса иртрӗ: ҫав паллашупа тен темле шанчӑксем те пулнӑ пулмалла.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн пичӗ ҫинче вӑл хытӑ асапланни тата тарӑхни палӑрса тӑрать.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тӗтре айккинелле сирелӗ пуҫларӗ, ун хыҫӗнчен, куҫармалла картинка ҫинчи пек, малтан кӑшт ҫеҫ йӗрленсе, унтан ярах уҫӑлса, сӑррисем типсех ӗлкӗреймен ҫап-ҫутӑ ир тухрӗ, вара шлюз причалӗсем, шурӑ хупӑлча знакӗсем тата ытти те ешӗл ҫыран ҫинче палӑрса кайрӗҫ, Шлюз башни ҫинче симӗс сигнал ҫутӑлчӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Пулас картина — пӗр кӑптӑрмӑш кӑна нимӗнпе те палӑрса тӑман ахаль ҫын ҫинчен.— Это будет картина об очень простом нашем человеке, совсем незаметном.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл тӗттӗмрех кӑвак костюмпа, пиншакӗ ҫинче икӗ орден — Ленин орденӗпе Хӗрлӗ Ялав орденӗ килӗшӳллӗн палӑрса тӑраҫҫӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта чылайччен Мускава тӑшман аллине парасса ӗненмерӗҫ, анчах каярах, паян-ыран Наполеонӑн усал ҫарӗ авалхи столицӑна ҫитсе кӗресси палӑрса ҫитсен, тарма тытӑнчӗҫ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗлӗт ҫап-ҫутӑ, шывран та ҫутӑрах; ҫырма кукӑрӗнче, пӗлӗт анӗ ҫинче тем ҫӳллӗш башньӑсем палӑрса тӑраҫҫӗ — вӑл Кремль.Небо было светлое, светлее воды, и за поворотом реки резко на небе выделялись высокие башни Кремля.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗвӗ ҫӳллӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмрех, ҫӳҫӗ хура, тинкерсе пӑхакан хура куҫлӑ, пысӑк та, ҫапах чипер сӑмсаллӑ, ун нацийӗн уйрӑмлӑхӗ, — тути ҫинче ӗмӗр палӑрса тӑракан салху та сивӗ кӳлли, — ҫаксем пурте ӑна ӑраскал хӑйне юлташлӑха панӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе хӑй мӗн юратнисене каласа кӑтартма пултарайман ҫын пек палӑртаҫҫӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Иртни пӗтӗмпех манӑн асӑмра ҫав тери уҫӑмлӑн палӑрса юлнӑ!
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пӗрре саралса, тепре кӑвакарса кайрӗ; вӑл тарӑхни унӑн пичӗ ҫине палӑрса тухрӗ.Он пожелтел, посинел; скрытая злоба изобразилась на лице его.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964