Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӗнрен (тĕпĕ: мӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пуринчен ытларах вӑл акӑ мӗнрен тӗлӗнчӗ: мӗнле-ха вӑл ӗнер паянхи пек пулма пултарайман?

Но больше всего удивлялся он тому: как мог он вчера быть иначе, чем сегодня?

XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Мӗнрен килет ку, калӑр мана кам та пулин!»

Откуда это все, скажите мне кто-нибудь!

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— Вӑт мӗнрен хӑратӑн эсӗ? — терӗ Таня, ҫӳллӗ чул ҫумне сӗвенсе.

— Вот ты чего боишься! — сказала Таня, прижавшись к высокому камню.

VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Мӗнрен килет-ши ҫак туйӑм?

Откуда возникает оно?

II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ну, халӗ ӗнтӗ мана ярать пуль тесе шухӑшлатӑп, ытти чухне пулсан яратчӗ те пуль, анчах халӗ пирӗн кил-ҫуртра темӗнле тӗлӗнтермӗш те пула-пула иртет те, вӑл кирек мӗнрен те хӑрать, хӑш-пӗр чухне ахалех сехӗрленет.

Ну, думаю, теперь она меня отпустит; да в обыкновенное время и отпустила бы, только уж очень много у нас в доме творилось странного, так что она стала бояться всего мало-мальски подозрительного, даже пустяков, и потому очень решительно сказала:

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах чернилне мӗнрен туса парӑпӑр ӑна?

А из чего же мы ему сделаем чернила?

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мӗнрен пуҫланӑ-ха вӑл ҫавна?

Как же он за это взялся?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ман шутпа, атте пӗлет, тата ватӑ ҫынсенчен кам та пулин; анчах чи малтан вӑрҫӑ мӗнрен пуҫланнине вӗсем те пӗлмеҫҫӗ.

— Нет, папа, я думаю, знает, и еще кое-кто из стариков знает; они только не знают, из-за чего в самый первый раз началась ссора.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

«Пӗрисем тӳсмелле мар йывӑр ӗҫпе суха хӑми пек авӑннӑ, теприсем ырлӑхпа савӑнса каҫӑрӑлнӑ. Пурнӑҫра мӗншӗн ҫавнашкал-ши?» — шухӑшлать вӑл, ҫак инкек мӗнрен килнине тата ӑна епле пӗтермеллине тавҫӑрма тӑрӑшса.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнрен? — ыйтрӗ Увар Иванович тӗлӗнсе.

— Чему? — спросил он, удивившись.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена пӗрремӗш хут Инсарова алӑ пачӗ, килне ҫитсен те, чылай вӑхӑт хушши салтӑнмасӑрах чӳрече умӗнче ларчӗ; Шубин, майлӑ вӑхӑт тупса, кайма хатӗрленнӗ Берсенева хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ: — Ну, мӗнрен герой мар — ӳсӗр нимӗҫсене шыва пӑрахать, — терӗ.

Елена пожала в первый раз руку Инсарову и долго не раздевалась, сидя под окном; а Шубин улучил время шепнуть уходившему Берсеневу: — Ну как же не герой: в воду пьяных немцев бросает!

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мӗнрен кулатӑр эсир? — сиввӗн те хыттӑнрах ыйтрӗ унран Елена.

— Чему же вы смеетесь? — спросила она холодно и почти резко.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тепӗр енчен илсе пӑхсан, вӗсен пурнӑҫӗ мӗнрен пирӗннинчен начар?

А с другой стороны, чем их жизнь хуже нашей жизни?

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ну, мӗнрен кая, ачасем! — терӗ вӑл.

— А что, ребятки!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Апла пулсан, пирӗн мӗнрен хӑрамалла-ха?

— В таком случае чего ж нам бояться?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗнрен хӑратӑн?

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах лешӗ мӗнрен калама пуҫлассине пӗлмесӗр аптӑраса тӑрать: йывӑр ӑна калама.

Но она не знала, как начать, что сказать; ей было очень трудно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Австралинче тӑтӑшах пулакан феномен: вӑрманӗ-вӑрманӗпе пӗтни мӗнрен килет-ши?

Чем вызывается этот довольно частый в Австралии феномен: гибель целых лесов?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эсир каланисен иккӗшӗн те мӗнрен тытӑнса тӑмалли пур, ҫав ӗнтӗ ӑна каялла ҫавӑрӑнса килме хушать.

— В обоих случаях, о которых вы говорите, есть опорная точка, которая и обусловливает возвратное движение.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсем пурте вӑрманӑн ҫак уйрӑмлӑхне асӑрхарӗҫ, ҫак пулма пултарайман япала мӗнрен пулса тӑнине пӗлеймесӗр хытӑ тӗлӗнчӗҫ.

Все путешественники обратили внимание на эту особенность леса и очень удивились, не зная, чем объяснить это необычайное явление.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней