Поиск
Шырав ĕçĕ:
Товия каланӑ: эсир манпа килӗшсе сӑмах татиччен эпӗ кунта ҫимӗп те, ӗҫмӗп те, тенӗ.И сказал Товия: я ничего не буду здесь есть до тех пор, пока не сговоритесь и не условитесь со мною.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Товия ӑна каланӑ: манпа пӗрле Миди ҫӗрне Рага хулине пымӑн-ши? ҫав енчи ҫӗршыва пӗлетӗн-и эсӗ? тенӗ.5. Товия сказал ему: можешь ли ты идти со мною в Раги Мидийские и знаешь ли эти места?
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилӗмӗ ҫитсен, ӑна манпа юнашар пӗр тупӑклӑхах пытар.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне вара патшана унӑн ывӑлӗ Сахердан ларчӗ; вӑл манпа пӗртӑванӑн ывӑлне Ахиахар Анаила хӑйӗн патшалӑхӗнчи шут шутлас тӗлӗшӗнчен чӑн асли туса хучӗ, ӑнах хӑйӗн кил-ҫуртне тытса тӑма хушрӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне манпа пӗрле Вавилонран тухнӑ ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем акӑ ҫаксем: 29. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Гамалиил; Давид ывӑлӗсенчен — Сехений ывӑлӗ Латтус; 30. Форос ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле ҫӗр аллӑ ҫын ҫырӑннӑ; 31. Фаафмоав ывӑлӗсенчен — Зарей ывӑлӗ Елиаония, унпа пӗрле икҫӗр ҫын; 32. Зафой ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Сехения, унпа пӗрле виҫҫӗр ҫын; Адин ывӑлӗсенчен — Ионаф ывӑлӗ Овиф, унпа пӗрле икҫӗр аллӑ ҫын; 33. Илам ывӑлӗсенчен — Гофолий ывӑлӗ Иесия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 34. Сафатия ывӑлӗсенчен — Михаил ывӑлӗ Зараия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 35. Иоав ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Авадия, унпа пӗрле икҫӗр вуникӗ ҫын; 36. Ваний ывӑлӗсенчен — Иосафий ывӑлӗ Асалимоф, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл ҫын; 37. Вавий ывӑлӗсенчен — Вивай ывӑлӗ Захария, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр ҫын; 38. Астаф ывӑлӗсенчен — Акатан ывӑлӗ Иоанн, унпа пӗрле ҫӗр вунӑ ҫын; 39. Адоникам ывӑлӗсенчен — юлашкисем, акӑ вӗсен ячӗсем: Иеуил ывӑлӗ Елифала тата Самей, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл ҫын; 40. Вагой ывӑлӗсенчен — Исталкур ывӑлӗ Уфий, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша яш ачана каланӑ: мӗн кӑмӑл тӑватӑн, ҫавна ыйт, ҫырнинчен те ытларах ыйт, парӑпӑр сана, мӗншӗн тесессӗн эсӗ чи ӑсли пултӑн, ӗнтӗ манпа юнашар ларӑн, сана патша хурӑнташӗ теме тытӑнӗҫ, тенӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сана хирӗҫ яман мана Ҫӳлхуҫа Турӑ: эпӗ Евфрат ҫинче вӑрҫӑ вӑрҫатӑп, халӗ Ҫӳлхуҫа — манпа пӗрле, Ҫӳлхуҫа мана хистет; пӑрӑн, Ҫӳлхуҫана ан хирӗҫле, тенӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Унтан юрӑҫсен икӗ ушкӑнӗ те Турӑ Ҫурчӗ патӗнче чарӑнса тӑчӗ, эпӗ те, манпа пӗрле пуҫлӑхсен ҫур йышӗ те унтахчӗ, 41. унти священниксем: Елиаким, Маасея, Миниамин, Михей, Елиоенай, Захария, Ханания — вӗсем пурте трупа тытнӑччӗ, 42. тата Маасея, Шемаия, Елеазар, Уззий, Иоханан, Малхия, Елам, Езер пулчӗҫ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ те, манӑн тӑванӑмсем те, тарҫӑмсем те, манпа пӗрле ҫӳрекен хуралҫӑсем те ҫывӑрнӑ чухне те ҫири тумтире хывман, сылтӑм аллинчен хӗҫне яман.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манпа юнашарах трупа кӑшкӑртакан тӑратчӗ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша манпа пӗрле темиҫе ҫарпуҫ тата утлӑ ҫар ҫыннисем янӑччӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне Вавилонран манпа пӗрле тухнӑ ӑрусен пуҫлӑхӗсем тата вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: 2. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Даниил; Давид ывӑлӗсенчен — Хаттуш; 3. Шехания ывӑлӗсенчен, Парош ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле, йӑх-кӑк ҫырӑвӗ тӑрӑх, ҫӗр аллӑ арҫын; 4. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен — Ельегоенай, Зерахия ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр арҫын; 5. [Зафой] ывӑлӗсенчен — Шехания, Яхазиил ывӑлӗ, унпа пӗрле виҫҫӗр арҫын; 6. Адин ывӑлӗсенчен — Евед, Ионафан ывӑлӗ, унпа пӗрле аллӑ арҫын; 7. Елам ывӑлӗсенчен — Иешаия, Афалия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫитмӗл арҫын; 8. Сафатия ывӑлӗсенчен — Зевадия, Михаил ывӑлӗ, унпа пӗрле сакӑрвунӑ арҫын; 9. Иоав ывӑлӗсенчен — Овадия, Иехиел ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр вунсакӑр арҫын; 10. Вааний ывӑлӗсенчен — Шеломиф, Иосифия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл арҫын; 11. Бевай ывӑлӗсенчен — Захария, Бевай ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр арҫын; 12. Азгад ывӑлӗсенчен — Иоханан, Гаккатан ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр те вунӑ арҫын; 13. юлашкинчен Адоникам ывӑлӗсем килнӗ, акӑ вӗсен ячӗсем: Елифелет, Иеиел тата Шемаия, вӗсемпе пӗрле утмӑл арҫын; 14. Бигвай ывӑлӗсенчен — Уфай тата Заббуд, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл арҫын.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ мана васкама хушрӗ; Турӑ — манпа пӗрле, хӑвна ан пӗтертӗр тесессӗн, Ӑна ан хирӗҫле, тенӗ.И Бог повелел мне поспешать; не противься Богу, Который со мною, чтоб Он не погубил тебя.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ахав, Израиль патши, Иудея патшине Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамоф ҫине кайӑн-и? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Соломон ӗнтӗ Тир патши Хирам патне ҫапла калама янӑ: эсӗ манӑн Давид аттемпе мӗнле пулнӑ, ӑна хӑй валли ҫурт лартма кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑнӑ, манпа та ҫаплах пулсамччӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иавис вара Израиль Туррине тархасласа ҫапла каланӑ: эй Турӑ, Эсӗ мана Хӑвӑн пиллӗхӳпе пиллесемччӗ, манӑн ҫӗрсене аслатсамччӗ, Санӑн аллу, мана усалтан сыхласа, манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара хуйхӑрмӑттӑм!.. тенӗ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ алӑ панӑ, Ииуй вара ӑна хӑй урапи ҫине туртса хӑпартнӑ та 16. каланӑ: пыр манпа пӗрле, эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн мӗнлерех хыпса ҫуннине кур, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ииуй хӑй ҫыннисене каланӑ вара: эсир манпа килӗшетӗр пулсассӑн, Изрееле хыпар ан ҫиттӗр, ҫавӑнпа хуларан никам та ан тухнӑ пултӑр, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑнах Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынна вӗлерме е сыватма эпӗ Турӑ-им? мӗн-ма ман патӑма тилҫеллӗ ҫынна сиплеме ярать вӑл? халь акӑ пӗлсе-курса тӑрӑр: вӑл манпа хирӗҫме сӑлтав шырать, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.