Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Манпа калаҫакан Ангел мана ҫапла хуравласа каларӗ: ку мӗн иккенне эсӗ пӗлместӗн-и вара? терӗ.5. И Ангел, говоривший со мною, отвечал и сказал мне: ты не знаешь, что это?
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Манпа калаҫакан Ангел таврӑнчӗ те мана ҫынна ыйхӑран вӑратнӑ пек вӑратрӗ.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ манпа калаҫакан Ангел каять, тепӗр Ангелӗ ӑна хирӗҫ килет, 4. лешӗ вара ҫакна каларӗ: хӑвӑртрах кил, ҫак яш ачана кала: Иерусалим питӗ пысӑк, ӑна виҫсе тухма ҫук; унта халӑхӗ те, выльӑх-чӗрлӗхӗ те шутсӑр нумай, ҫавӑнпа вӑл хӳмесӗр хула пулӗ те.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Манпа калаҫакан Ангела эпӗ: мӗн ку? терӗм.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Манпа калаҫакан Ангел каларӗ вара: пӗлтер те кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Эпӗ Иерусалимпа Сионшӑн питӗ хытӑ тӑтӑм та 15. канлӗхре пурӑнакан халӑхсене шутсӑр вӑйлӑ тарӑхрӑм, мӗншӗн тесен Эпӗ кӑшт ҫилленнӗ чухне вӗсем татах усалланса кайрӗҫ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн хыҫҫӑн манпа калаҫакан Ангела Ҫӳлхуҫа ырӑ сӑмахсем, лӑплантаракан сӑмахсем каларӗ.13. Тогда в ответ Ангелу, говорившему со мною, изрек Господь слова благие, слова утешительные.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манпа калаҫакан Ангел мана каларӗ: эпӗ сана вӗсем кам иккенне кӑтартӑп, терӗ.И сказал мне Ангел, говоривший со мною: я покажу тебе, кто они.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакна пӗр эпӗ ҫеҫ, Даниил, куртӑм, манпа пӗрле пулнӑ ҫынсем курмарӗҫ; анчах вӗсем темӗн тӗрлӗ сехӗрленсе ӳкрӗҫ те, пытанас тесе, пурте тарса пӗтрӗҫ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем хӑйсен алкумӗсене Манӑн алкумӗ патнех, алӑкӗсен юписене Манӑн юпамсем ҫумнех лартатчӗҫ, ҫапла вара Манпа вӗсем хушшинче пӗр хӳме анчахчӗ, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хӑйсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене туса ирсӗрлетчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе пӗтертӗм.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Манӑн шӑматкунӑмсене хисеплесе, уяса тӑрӑр, вӗсем Манпа сирӗн хушшӑмӑрта астутарса тӑракан паллӑ пулччӑр, вара эсир Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр пулнине пӗлсе тӑрӑр, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те ура ҫине тӑратрӗ, Вӑл манпа калаҫрӗ, мана ҫапла каларӗ: кай та килӳнте питӗрӗнсе лар, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ сана паян аллуна тӑхӑнтартнӑ сӑнчӑртан хӑтаратӑп: кӑмӑлу пулсан манпа пӗрле Вавилона пыр, эпӗ саншӑн тӑрӑшӑп; манпа пӗрле Вавилона пырас темесессӗн — юлах вара.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр; 13. ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ; 14. мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр; 15. ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах манпа пӗрле — паттӑр ҫар ҫынни пек тӑракан Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа мана хӗсӗрлекенсем такӑнӗҫ, мана ҫӗнтереймӗҫ; пысӑк намӑс курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ӑссӑрла хӑтланчӗҫ; вӗсене нихӑҫан та манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑс ҫитӗ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манпа килӗштерсе пурӑннисемех эпӗ такӑнасса сыхласа тӑраҫҫӗ: «тен, ҫакланӗ вӑл, вара ӑна ҫӗнтерӗпӗр, ӑна тавӑрӑпӑр» тееҫҫӗ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Мӗншӗн-ха сирӗн Манпа тупӑшмалла? эсир пурте [усал ӗҫ туса] Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Эпӗ юхтаркӑчра пӗчченех ӗҫлерӗм, халӑхсенчен никам та Манпа пӗрле пулмарӗ; Эпӗ вӗсене ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене хаярлӑхӑмпах пусартӑм; вӗсен юнӗ Манӑн тумтир ҫине сирпӗнчӗ, Эпӗ Хамӑн мӗнпур тума вараласа пӗтертӗм: 4. тавӑру кунӗ — Манӑн чӗремрехчӗ, Манӑн тавӑру ҫулталӑкӗ ҫитрӗ. 5. Пӑхрӑм та — пулӑшакан пулмарӗ; хунтӑлакан ҫуккинчен тӗлӗнтӗм Эпӗ; анчах Мана Хамӑн вӑй-халӑм пулӑшрӗ, Хамӑн хаярлӑхӑм хунтӑларӗ Мана; 6. халӑхсене Эпӗ Хамӑн ҫиллӗмпех таптарӑм, вӗсене Хамӑн хаярлӑхӑмпах аркатрӑм, вӗсен юнне ҫӗр ҫине тӑкрӑм».
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам Манпа сутлашасшӑн?
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.