Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уншӑн тенӗ пекех паян кунӗ те ытарма ҫук илемлӗ, ҫакӑн пек илемпе кӑнтӑрти ҫуллахи вӑхӑт ҫеҫ мухтанма пултарать.Как нарочно, время было тогда прекрасное, каким может только похвалиться летний южный день.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ту-сӑртсем енчен кӑнтӑрти хыпаланчӑк ҫуркунне Кубанелле ҫывхарса ҫитрӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Канашлӑва пухӑннисен куҫӗсем картта ҫинче пӗрлешсенех вара хӗрлӗ командовани повстанецсене кӑнтӑр енчен кӑна пырса ҫапма пултарасси пуриншӗн те питӗ уҫҫӑн палӑрчӗ, мӗншӗн тесен кӑнтӑрти участок Донец ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ тата ҫыхӑну ҫулӗсем те кунта чылай лайӑхрах.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑнтӑрти ҫарсен ушкӑнӗн командующийӗ, полковник Денисов, Красновӑн сылтӑм алли пулса тӑнӑскер, чи ҫывӑх вӑхӑтрах большевиксен каварлӑ пӑлхавне аркатса тӑкас пирки шантарать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Суворов ҫарӗ кӑнтӑрти пӗр кӗпӗрнере каннӑ.Суворовская армия стояла на отдыхе в одной из южных губерний.
Апат тата вӗҫкӗн помещиксем ҫинчен // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ҫаплах, шӑп казакасен сукмакӗпе: ура айӗнче чул катрамӗсемпе хӑмӑр чул тӗпренчӗкӗсем ишӗлсе пыраҫҫӗ, — аялта, ту хушӑкӗсем хыҫӗнче, кӑнтӑрти ҫӗршывӑн шупка хӗвелпе эрешленсе шӑранакан ҫутӑ тавралӑхӗ курӑнать пек…
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Машук тӑвӗ халӗ чатӑр пек мар, хӳме пек хуралса тӑрать, ҫак тӑва пула Пятигорск ҫинче, кӑнтӑрти ытти хуласем ҫинчи пек мар, пӗлӗт хурарах курӑнать, ҫӑлтӑрсем те йышлӑрах пек…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуринчен ытларах ӑна Кавказ кӑмӑла кайнӑ иккен — ҫак кӑнтӑрти хитре ҫӗршыв Швейцаринчен те нумай илемлӗрех тата мӑнаҫлӑрах пулнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пит ир те, пит хӑвӑрт тӗттӗмленет кӑнтӑрти хӗллехи кун.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӑшӑ тинӗс, халь ҫеҫ ҫурӑлнӑ роза чечекӗсен тата кӑнтӑрти йӗплӗ йывӑҫсен кун каҫиччен пухӑнса тӑнӑ ырӑ шӑршине пула тутлӑланнӑ ҫӑмӑл сывлӑша Володя пӗтӗм кӑкрипе сывласа илет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах икӗ тинӗс пӗрлешнӗ тӗлте ларакан кӑнтӑрти канлӗ хула Сталинла пилӗкҫуллӑхсем вӑхӑтӗнче тата икӗ вӑрҫӑ — граждан вӑрҫипе Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче — пачах та урӑххипе чапа тухнӑ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл материк енчен мар, утравӑн кӑнтӑрти вӗҫӗ енчен килет.Шла она не со стороны материка, а от южной оконечности острова.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫакӑ аболиционистсемшӗн кӑнтӑрти штатсенчи ирӗксӗрлӗхе хирӗҫ пыма пулӑшакан ҫӗнӗ аргумент пулчӗ, эпӗ вара Массачузетс гражданинӗ пулса тӑтӑм.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан, паллах, ӳснӗ-ӳснӗ те ҫитӗнсе ҫитнӗ; шӑпах ҫав вӑхӑтра ялхуҫалӑхне ҫӗнетме хӑтланнӑ темле пуян ҫынна хӑйӗн Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ ҫинчи виноград пахчисем вырӑнне ҫӗрмамӑк плантацийӗсем тӑвас шухӑш пырса кӗнӗ; вара вӑл такама хӑйне валли управляющий Ҫурҫӗр Америкӑран кӳме хушать; ӑна валли Канадӑра ҫуралнӑ, Нью-Йоркра пурӑннӑ Джемс Бьюмонта кӳреҫҫӗ; эпир сирӗнпе, вулаканӑм, хамӑр Петербургран е Курскран Арарат туне курман пекех, Бьюмончӗ вара нихҫан та ҫӗрмамӑк плантацийӗсене курман пулнӑ; ҫавӑн пек прогресситсемпе вӑл яланах ҫапла пулать.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Пире — теҫҫӗ вӗсем, — кӑнтӑрти чухӑн ҫынсене, Балканра пурӑнакан славянсем «ырӑ кӑмӑллӑ» союзниксенчен ҫывӑхрах та, кӑмӑллӑрах, лешсем, «ырӑ кӑмӑллисем», пире туслӑхшӑн Африка хӑйӑрӗ парнелерӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Тармакланса кайнӑ, вараланнӑ, тарланӑ питсем, йӗп-йӗпе ҫамкине ҫыпӑҫса ларнӑ сапаланчӑк ҫӳҫ пӗрчисем, пӑхӑр тӗс ҫапнӑ ӗнсесем, мекӗрленнипе чӗтрекен хулпуҫҫисем — ҫаксем пӗтӗмпех, тата тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑкпа витӗннӗ ӳтсем йӗри-таврана хӗрӳ те йывӑр шӑршӑ сараҫҫӗ, вара, кӑнтӑрти шӑрӑхпа пӗрлешсе, ҫутҫанталӑка пӑчӑ сывлӑш тултараҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Захар кӑнтӑрти курӑксем епле шӑтса тухса ӳсни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра участок кӗтессинче вӑрӑм шалҫа ҫине ҫирӗплетсе хунӑ шӑвӑҫран туна флюгер, ҫумӑр пулассине пӗлтерекен прибор тата хӳшӗ пекки курах кайрӗ.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсен тата кӑнтӑрти ҫынсен йӑлисем ҫавӑн пек пулнине ҫеҫ кӑтартнӑ.Но уж таковы были традиции морского путешествия и горячий темперамент южан.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эстрада умӗнчи площадкӑра, уҫӑ ҫӗрте, кӑнтӑрти час тӗттӗмленекен тӳпе айӗнче парти пухӑвӗ пырать-ха.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку хушамата пирвайхи хут илтетӗп эпӗ терӗм те, Саня мана ӑнлантарса пачӗ: Амундсен Кӑнтӑрти полюса кайсан, унпа пӗрле икӗ вырӑс пулнӑ, вӗсенчен пӗри Корзинкин иккен.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951