Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курнипе (тĕпĕ: курна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир хамӑр пуртӑсемпех, мӑшкӑл курнипе вӑтанса, аран ура шутарса пыратпӑр.

Мы плелись со своими топорами, еле передвигая ноги, чувствуя себя в таком идиотском положении, в каком еще никто из нас не бывал.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Художникпе редактор маччана ҫити сикнине курнипе эпӗ шӑла шӑтӑртаттарса тӑтӑм.

Я прямо зубами заскрежетал, глядя, как художник и редактор взлетают чуть ли не до самого потолка.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Вӑл унӑн ырханланса кайнӑ питне кӑнн сӑнаса пӑхрӗ, асӑрхануллӑн ӑна-кӑна ыйтса пӗлчӗ, анчах Григорие курнипе курманни ҫинчен сӑмах та хускатмарӗ.

Он пытливо всматривался в исхудавшее ее лицо, осторожно расспрашивал, но ни словом не обмолвился о том, видела она Григория или нет.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак тӗлӗнмелле мыскарасем курнипе Каштанкӑшӑн кун иртни сисӗнмерӗ те, каҫ кӳлӗм ҫеҫ унӑн тӳшекне те ҫак таса мар шпалерлӑ пӳлӗме кӗртсе сарчӗҫ, вара вӑл та хурпа тата Федор Тимофеичпа пӗрле ҫӗр каҫрӗ.

Благодаря массе новых впечатлений день прошел для Каштанки незаметно, а вечером она со своим матрасиком была уже водворена в комнатке с грязными обоями и ночевала в обществе Федора Тимофеича и гуся.

IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Пӑртак вӑхӑт иртсен, ҫав япаласем пурте сӗтел ҫине тухса выртрӗҫ, ҫывӑхран ҫеҫ курнипе куҫӗсене хӗссе тата вӑл мӗн каласса кӗтсе пурте хӑй ҫине пӑхнӑран, чылаях пӑлханса, вӑл хутсемпе чакаланма тытӑнчӗ.

Через некоторое время все содержимое карманов оказалось перед ним на столе, и он начал рыться в бумажках, близоруко щурясь и заметно волнуясь оттого, что все смотрят на него и ждут.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Старикӗн, тен, кунтине курнипе чӗри чиксе ыратать пуль, вӑл пур, ӑна вӗрентме пӑхрӗ!

У старика, может, все кровоточит внутри от того, что он тут увидел, а она взялась его агитировать!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӑшал сассисем хӑвӑрт-хӑвӑрт кӗрӗслетсе тӑнине тата прикладсене ҫине-ҫинех хулпуҫҫисем ҫумне тӗревленине курнипе чӑм тара ӳкнӗ Григорие хаваслӑ шанчӑк хӗмлентерсе ячӗ.

Выстрелы так быстро чередовались, так скоро приклады взлетывали и прижимались к плечам, что Григория, всего мокрого от пота, опалила радостная уверенность:

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗнер ҫине ларсан, чӗлпӗре аллипе васкамасӑр пуҫтарса тытрӗ те, винтовка ҫаккине хулпуҫҫи тӗлӗнче тӳрлетнӗ май, штабра подполковника курнипе хӑй мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнине тата ун умӗнче хӑйне мӗн пирки асӑрхансарах тытнине ӑнланма тӑрӑшрӗ, унтан сӑсартӑках шиклӗн шухӑшласа илчӗ: «Мӗнле пулать-ха ку: кадетсем кунта ӑна-кӑна лайӑх тӗшмӗртекен офицерсене пире хӗрлисен тылӗнче восстани тума, пире лӑпах хӑйсене кирлӗ пек, вӗреннӗ ҫынла, ертсе пыма юри хӑварман-ши?» — унтан ӑс-тӑнра, ҫакна мӑшкӑлласа тӳрре кӑларма тенӗ пекех, питӗ ӗненмелле тавҫӑру ҫуралса ҫирӗпленчӗ.

В седле уже, медленно разбирая поводья, поправляя винтовочный погон, все еще пытался он отдать себе отчет в том непонятном чувстве неприязни и настороженности, которое испытал к обнаруженному в штабе подполковнику, и вдруг, ужаснувшись, подумал: «А что, если кадеты нарочно наоставляли у нас этих знающих офицеров, чтоб поднять нас в тылу у красных, чтоб они по-своему, по-ученому руководили нами?» — и сознание с злорадной услужливостью подсунуло догадки и доводы.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Антип аллинчи винтовкӑна курнипе, Емельян тилхепине карӑнтарса утсене хӑвӑрт каялла ҫавӑрчӗ.

Емельян, увидев в руках Антипа винтовку, задернул лошадей, круто повернул назад.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксене курнипе сехре хӑпнӑскерсем, вӗсем пӗр самант юпа пек хытса тӑчӗҫ.

Ошеломленные видом казаков, они на секунду замерли от изумления.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушӑран Горчакова та ҫутӑ кӑвак куҫӗпе ун ҫине ачашшӑн та туслӑн йӑлкӑшса пӑхса илчӗ, анчах ҫав куҫсемех Горчаковӑн хура пичӗ ҫинелле ывтӑннӑ чухне йӑлтах урӑхла ҫутӑ сӑрхӑнтарнине курнипе Листницкий чӗри темле ҫӑмӑллӑн та кӳренӳллӗн ыратса килчӗ…

Изредка Горчакова обращала на него светлые голубоватые глаза, взгляд их был ласков, дружествен, но боль, легкая и досадливая, точила Листницкого, когда эти же глаза, устремляясь на черное лицо Горчакова, лучили совсем иной свет…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак ытлашши йӑрӑ, илемсӗр кӳлепеллӗ, ним тӗлли-паллисӗр хыпӑнса ӑшталанакан ҫынна курнипе Григорин ӑш вӑркама пуҫларӗ.

Чересчур подвижной, груботелый, с обрывчатыми спешащими движениями, он вызывал какое-то беспокойство в Григорие.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйсен тӑшманӗсене хӗҫ-пӑшалсӑр курнипе пушшех ахӑрса кайнӑ стариксем вӗсем ҫине учӗсене кӗртсе ячӗҫ, — йӗнерсем ҫинчен уртӑнса, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ, хӗҫ тӳрчӗсемпе ҫапрӗҫ.

Старики, озверевшие при виде безоружных врагов, гнали на них лошадей, — свешивались с седел, били плетями, тупяками шашек.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчука курнипе вӑл пӗтӗм чунтан хӗпӗртесе кайрӗ.

Бунчуку искренне обрадовался.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ, тен, ҫав полякшӑн, ун выҫӑ ҫӗрне курнипе кулянса, чирлесе те кайнӑ пулӗ.

Я, может быть, об этом, об поляке, изболелся весь, на его горькую землю интересуясь.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей сиксе тӑрса ларчӗ, мӗн курнипе хӗпӗртерӗ те, хӑрарӗ те: ун умӗнче, аташнӑ чухне куҫа курӑннӑ пек, Ирина тӑра парать, пӗлӗт хыҫӗнчен тухнӑ уйӑх унӑн шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ҫӳллӗ те яштака пӳне ҫутатать, куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Сергей поднял голову: перед ним, как привидение, стояла Ирина в белом платье, и луна, уже выглянувшая из-за туч, озаряла всю ее, высокую, стройную, с живыми, блестящими глазами.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Соня аран-аран йӑл кулчӗ, уҫҫӑн, кӑмӑлне пытармасӑр ун ҫине пӑхрӗ; Соня тутине чалӑштарнинче, куҫхаршине ерипен ҫӗкленинче Сергее курнипе хӗпӗртени те, хӑрани те палӑрчӗ, Сергей ӑна сисрӗ.

Она посмотрела на него выжидающе ласково; в кривлении губ Соней, в том как она медленно вздернула брови, было чувство как радости, так и страха от встречи с Сергеем, и Сергей почувствовал это.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксем, килти пек кӑмӑллӑ тихана курнипе, савӑнса кулса ячӗҫ.

Казаки засмеялись, обрадованные домашним, милым видом жеребенка.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак вӑхӑт хушшинче вӑл амӑшӗ вилнине пӗлтерекен хыпар илнӗ; аппӑшӗ вара — амӑшӗн тӑван йӑмӑкӗ, — вӑл ӑна ача чухне типӗтнӗ грушӑпа хӑех пӗҫернӗ ытарма ҫук тутлӑ премӗксем илсе пырсан курнипе тата Гадячра вӗреннӗ чух ҫав ҫимӗҫсенех ҫынсенчен парса янипе кӑна пӗлет (амӑшӗпе леш хирӗҫӳллӗ-мӗнлӗ пулнӑ пирки Иван Федорович ӑна кайран курман), — ҫак аппӑшӗ хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне пула, унӑн пысӑках мар именине йӗркелесе тӑма килӗшнӗ; ун ҫинчен вӑл ҫийӗнчех ҫырупа пӗлтернӗ.

В продолжение этого времени он получил известие, что матушка скончалась; а тетушка, родная сестра матушки, которую он знал только потому, что она привозила ему в детстве и посылала даже в Гадяч сушеные груши и деланные ею самою превкусные пряники (с матушкой она была в ссоре, и потому Иван Федорович после не видал ее), — эта тетушка, по своему добродушию, взялась управлять небольшим его имением, о чем известила его в свое время письмом.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫав сӑн-пите курнипе хӑй мӗншӗн ҫавӑн пекех пӑлханма тытӑннине вӑл хӑй те ӑнланса илеймерӗ, шиклӗн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, каҫ пулса ҫӑлтӑрсем курӑнма пуҫличченех утне малалла хӑваларӗ.

Сам не мог он разуметь, отчего в нем все смутилось при таком виде, и, робко озираясь, мчался он на коне, покамест не застигнул его вечер и не проглянули звезды.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней