Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курмарӑм (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тискер кайӑксем те ҫук пулмалла, эпӗ вӗсене пӗрре та курмарӑм.

Хищные звери здесь тоже как будто не водились, по крайней мере я не приметил ни одного.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав юханшыв хӗрринчи вырӑнсенче эпӗ ҫын таврашӗ курмарӑм.

Берега речки были пустынны.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Санран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн ӑҫта кӑна ҫитмерӗм, мӗн амакӗ кӑна курмарӑм

Сколько после того исходил я земли, сколько всякой всячины видел…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Пӗлместӗп, пикеҫӗм; паян кучера та, дворника та курмарӑм, Никита пӗлмест.

— Не знаю, барышня; нынче не видала ни кучера, ни дворника, а Никита не знает.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнле системӑлли ҫеҫ курмарӑм пуль паян!

Каких только систем не нагляделся сегодня!

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫав ҫулхине чи малтанхи хут хире тухса курмарӑм — 34-мӗшпе 35-мӗш ҫулсенчи материалсене майлаштарса ӗҫе кӗртмеллеччӗ, эпӗ Пушкӑртсен управленийӗнче ӗҫлеттӗм, ҫавӑнпа мана Мускавра пурӑнсан та юрать терӗҫ.

Тем летом я впервые не ездила в поле — нужно было обработать материалы двух предыдущих лет, и Башкирское управление, в котором я служила, разрешило мне остаться на лето в Москве.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ куҫа уҫса пӑхрӑм, анчах, паллах ӗнтӗ, никамах та курмарӑм; эпӗ ӑна хамах, сасӑпа пулмасан, асӑнас мар тенӗ ҫӗртенех пуҫра каланӑ пулӗ.

Я открыл глаза, но никого, разумеется, не было; должно быть, я сам сказал это, но не вслух, а в уме.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах никама та курмарӑм.

Но никого не было.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Епле курмарӑм пулать?

— Как же не видел?

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Печорин пуҫне алли ҫине тӗрентерчӗ те нимӗн шарламасӑр ӑна итлесе ларчӗ; анчах эпӗ унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче пӗр тумлам куҫҫулӗ те курмарӑм; йӗрейместчӗ-ши вӑл чӑннипе те е хӑйне хӑй хытӑ тытма пултаратчӗ-ши, — пӗлместӗп: эпӗ хам вара ҫавӑнтан ытла хӗрхенмеллине урах нимӗн те курман.

Он слушал ее молча, опустив голову на руки; но только я во все время не заметил ни одной слезы на ресницах его: в самом ли деле он не мог плакать, или владел собою — не знаю; что до меня, то я ничего жальче этого не видывал.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хаваслӑ, хӗвел ӑшшинче, шывра, юратнисем пӗр-пӗрне ыталанипе ӗшеннӗ ҫынсем шавлатчӗҫ; хӑйсене кашни минутрах сыхласа тӑракан вилӗме туйнине эпӗ вӗсен сӑнӗсем ҫинче курмарӑм.

Они шумели, веселые, блаженно утомленные солнцем, водой, объятиями возлюбленных; одной только смерти, которая ежеминутно подстерегает их, выбирая все новые и новые жертвы, я не увидел на их лицах.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Анчах тӗрмере эпӗ унӑн куҫӗсем ҫинче пӗр куҫҫульте курмарӑм.

Но за время заключения я не видел слезинки на ее глазах.

1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Курмарӑм.

Не видел.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Ҫук, курмарӑм.

— Нет, не видал.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нимӗн те курмарӑм эпӗ — ни арчине, ни хӗресне.

Сундука я не видел, и креста не видел.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ҫук, курмарӑм, вӑт тӗлӗнмелле япала.

— Нет, не видела, вот удивительная вещь.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӗрӗсех лектернӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗри те хирӗҫлесе тӳрре тухнине курмарӑм.

Помоги переводом

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Пӗр талӑк ытла пурӑнтӑм ҫав вырӑнта кун хыҫҫӑн, никама та курмарӑм, нимӗн те тупаймарӑм, – тенӗччӗ Александр Григорьевич пире.

Помоги переводом

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

22. Эпӗ хулара Турра кӗлтумалли вырӑн, чиркӳ, курмарӑм: унӑн чиркӗвӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ тата Путек.

22. Храма же я не видел в нем, ибо Господь Бог Вседержитель - храм его, и Агнец.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫӳлхуҫа тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне апостолсенчен урӑх эпӗ нихӑшне те курмарӑм.

19. Другого же из Апостолов я не видел никого, кроме Иакова, брата Господня.

Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней