Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунне сăмах пирĕн базăра пур.
кунне (тĕпĕ: кунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне, июлӗн 16-мӗшӗнче, эпӗ каллех ҫав вырӑнсенче пултӑм, улӑх вӗҫнех ҫитсе куртӑм.

На другой день, 16-го, я снова побывал в тех местах и прошел немного дальше — туда, где кончались луга.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫапах та тепӗр кунне, июлӗн 1-шӗнче, эпӗ каллех сывмарлантӑм; ӗлӗкхи пекех йывӑр мар пулин те, мана татах шӑнтса пӑрахрӗ.

И все же на другой день, 1 июля, мне опять стало худо: меня опять знобило, хотя на этот раз меньше, чем прежде.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне кунӗпех карапӑн шалти пӳлӗмӗсене мӗнле кӗресси ҫинчен шухӑшласа ҫӳрерӗм.

Весь следующий день я придумывал, как бы мне проникнуть во внутренние помещения корабля.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Миҫе михӗ юлнине шутласа тухрӑм та малашне кунне пӗрер татӑк сухари ҫеҫ ҫимелле тӑвас терӗм.

Пересчитал все мешки и решил съедать не более одного сухаря в день.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑш чухне пӗр тӗкмене вартанипе те унтан ӑна киле ҫӗклесе килнипех икшер кун иртсе каятчӗ, вара ӑна виҫҫӗмӗш кунне тин ҫӗре ҫапса лартаттӑм.

Порою у меня уходило два дня лишь на то, чтобы вытесать кол и принести его домой, а третий день — чтобы вбить его в землю.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав вӑхӑтра эпӗ кунне пӗрре, хӑш чухне ытларах та, пӑшалпа тухаттӑм — уҫӑлса ҫӳреттӗм, вырӑнти ҫутҫанталӑкпа паллашаттӑм, май килсен, мӗнле те пулин вӗҫен кайӑка персе илеттӗм.

Все это время я раз в день, а иногда и чаще, выходил из дому с ружьем — для прогулки, а также для того, чтобы ознакомиться с местной природой и, если удастся, подстрелить какую-нибудь дичь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ирчченех канлӗ ыйхӑпа ҫывӑртӑм, мӗншӗн тесен малтанхи каҫ ытла та сахал ҫывӑрнӑччӗ, тепӗр кунне каҫченех пӗр канмасӑр ӗҫленӗччӗ, малтан карап ҫинчи япаласене сулӑ ҫине тиенӗччӗ, унтан ҫыран хӗррине куҫарнӑччӗ.

Я крепко проспал до утра, так как в предыдущую ночь спал очень мало, а весь день работал без отдыха: сперва грузил вещи с корабля на плот, а потом переправлял их на берег.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вуниккӗмӗш кунне, экватор урлӑ каҫса ҫурҫӗр урлӑшӗн ҫичӗ градус та ҫирӗм икӗ минучӗ тӗлӗнче пынӑ чухне, пире сасартӑк хаяр тинӗс ҫилӗ, тӗрӗсрех каласан, тискер тӑвӑл хӑваласа ҫитрӗ.

На двенадцатый день нашего плавания мы пересекли экватор и находились под семью градусами двадцатью двумя минутами северной широты, когда на нас неожиданно налетел бешеный шквал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр кунне виҫӗ сехет тӗлне пирӗн умра пӗрремӗш хут типҫӗр курӑнчӗ.

На другой день к трем часам впереди в первый раз показалась земля.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хама мӗн хушнине эпӗ пурне те турӑм, палубӑна ҫуса тасатрӑм, мачта ҫине ялав хӑпартрӑм, тепӗр кунне вара шлюпкӑра ирех хӑнасене кӗтсе лартӑм.

Я сделал все, что мне было приказано: вымыл палубу, поднял на мачте флаг и на другой день с утра сидел в шлюпке, поджидая гостей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах тӑххӑрмӗш кунне ҫил тата та вӑйланчӗ, унтан вара хӑрушӑ та хаяр тинӗс тӑвӑлӗ пуҫланчӗ.

Однако на девятый день к утру ветер еще посвежел, и вскоре разыгрался страшный шторм.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Улттӑмӗш кунне пире Ярмут хули курӑнса кайрӗ.

На шестой день мы увидели вдали город Ярмут.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Клисурӑ ҫуннӑ чухне вара хӑй пурӑнас кунне хӗрхенмесӗр ӑна хӑтарасшӑн пулчӗ; ҫак мухтавлӑ ӗҫе вӑл Радӑна савса тӑнипе мар, ним чухлӗ те ҫавӑншӑн мар, тем урӑххи илӗртнипе ҫӗкленчӗ.

Во время клисурского пожара он рисковал жизнью, чтобы спасти ее; но не любовь побудила его к этому, конечно, не любовь, а что-то другое.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак чухӑн ҫӗвӗҫсем хӑйсен иртен кунне чи канӑҫлӑ ӗҫре кӗскетнӗ те, халь ак, хӗҫ-пӑшаллӑ пӑлхавҫӑсем пулса тӑнӑ май, чи нушаллӑ вӑхӑта тертленсе ирттернӗ.

Вид у этих бедных портных, всю жизнь проведших в мирном труде с иглой в руке и теперь превратившихся в вооруженных бунтовщиков, был самый плачевный.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр кунне, арҫынсем ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑнӑ вӑхӑтра, пупсемпе хӗрарӑмсем Болгари чуралӑхӗнчен хӑтӑлас ӗмӗтпе чиркӳре чӗркуҫленсе кӗл тунӑ хыҫҫӑн, Клисурӑ хулинчи паллӑ ҫынсем пӑлхав хускатнӑ ятпа халӑха хаваслӑн саламларӗҫ, ҫар ӗҫ канашне суйларӗҫ, пӑлхава ертсе пыма аслӑ ҫар пуҫӗ уйӑрса хучӗҫ.

На следующий день, после молебствия в церкви, во время которого священники и женщины (мужчины были на укреплениях) коленопреклоненно молились об избавлении Болгарии от рабства, именитые горожане Клисуры, с радостью приветствуя восстание, избрали военный совет и назначили главнокомандующего всеми местными повстанческими силами.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунне палӑртса хурасси кӑна юлнӑ.

Остается только назначить день.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑрӑм ӗмӗрне вӑл тулли кӑмӑлпа ирттернӗ, ҫитес юлашки кунне те таса чунпа кӗтсе тӑнӑ.

С глубоким внутренним удовлетворением доживал он свой долгий век и с ясной душой ждал кончины.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ашшӗ кунне вӑхӑтсӑр татаҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем!

Уморят отца раньше времени!

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Спектакль пынӑ чухнех Геновева упӑшкине епле хисеплерӗҫ иккен те, ҫав хисеплес туртӑм Огняновшӑн кулленхи кунне те куҫрӗ.

Супруг Геновевы вызвал всеобщее сочувствие на спектакле, и оно перешло на Огнянова в жизни.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ хӗрӗх асапҫӑ кунне ытларах хисеплетӗп, — тесе хучӗ Димчо пуп.

— Я больше уважаю день сорока мучеников, — заметил поп Димчо.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней