Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Раздел: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Источник: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Добавлен: 2019.12.10 08:17

Предложений: 153; Слово: 2022

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Робинзон Бразилире пурӑнма тытӑнать. — Вӑл тепӗр хут тинӗсе тухса каять. — Унӑн карапне тӑвӑл путарать

Капитан хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне сӑмахпа ҫеҫ мар, ӗҫпе те кӑтартрӗ. Хӑй панӑ сӑмахсене вӑл пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫларӗ. Матроссене вӑл ман пурлӑха пӗрне те тивме хушмарӗ, унтан ман япаласене шутласа хут ҫине ҫырса хучӗ те хӑй япалисемпе пӗрле пуҫтарса хума хушрӗ. Хутне, Бразилире ун тӑрӑх хӑвӑн япалусене илӗн тесе, ман алла пачӗ.

Капитан ман шлюпкӑна сутӑн илме шут тытрӗ. Вӑл шлюпка чӑнах та питӗ аванччӗ. Эпӗ ӑна хам карап валли илесшӗн, терӗ те вӑл, шлюпка мӗн чухлӗ тӑни ҫинчен ыйтрӗ.

— Эсир маншӑн питӗ паха ӗҫ турӑр, ҫавӑнпа та кимӗшӗн нимӗн чухлӗ те ыйтма пултараймастӑп. Мӗн чухлӗ паратӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ илӗп, — терӗм эпӗ.

— Эпӗ сана Бразилие ҫитсенех шлюпкӑшӑн сакӑрвунӑ червонец тӳлетӗп тесе, хут ҫырса паратӑп. Анчах унта ҫак шлюпкӑна хаклӑрах тӳлесе илес текен ҫын тупӑнсан, эпӗ те ҫавӑн чухлех тӳлӗп, — пӗлтерчӗ капитан.

Эпир Бразилие лайӑх ҫитрӗмӗр, ҫапла вара, ҫирӗм икӗ талӑк хушши ишнӗ хыҫҫӑн Мӗнпур Святойсен бухти текен вырӑна ҫитсе кӗтӗмӗр. Кунта вара эпӗ хамӑн хурлӑхлӑ кунсем иртсе кайнине чӑннипех те туйрӑм. Эпӗ ӗнтӗ текех чура мар, манӑн пурнӑҫӑм ҫӗнӗрен пуҫланать тесе хӗпӗртерӗм.

Португали карапӗн капитанӗ манпа питех те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнине эпӗ нихҫан та манас ҫук.

Вӑл манран ҫул укҫи пӗр пус та илмерӗ, хам япаласене пӗтӗмпех, виҫӗ тӑм кӑкшӑма та пулин. тӗрӗс-тӗкелех тавӑрса пачӗ, арӑслан тирӗшӗн — хӗрӗх ылтӑн, леопард тирӗшӗн ҫирӗм пачӗ, ытлашши япаласене пурне те сутӑн илчӗ, ҫак шутра эрех ещӗкӗпе икӗ пӑшала тата ҫуртаран юлнӑ ӑвӑс татӑкне. Эпӗ, хамӑн япаласенчен нумайӑшне сутса, Бразили ҫыранӗ ҫине ансан, кӗсьере манӑн икҫӗр ҫирӗм ылтӑн тенкӗ пулчӗ.

Пӗрле пурӑннӑ Ксурирен манӑн уйрӑлас килмерӗ: вӑл — тӳрӗ кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ юлташ пулса тӑчӗ; Ксури мана ирӗке тухма пулӑшрӗ. Анчах манӑн ӑна валли ӗҫ пулмарӗ, ҫитменнине тата, эпӗ ӑна тӑрантарса пурӑнма пултараймӑп, тесе те шухӑшларӑм. Капитан ӑна, хӑй патне, карап ҫине, илсе, моряк тӑвӑп тесен, эпӗ хытӑ хӗпӗртерӗм.

Бразилие ҫитсен, мана капитан тусӑм часах хӑйӗн ҫывӑх юлташӗ патне вырнаҫтарчӗ. Ҫак ҫын — сахӑр плантацийӗпе сахӑр завочӗн хуҫи пулчӗ. Ун патӗнче эпӗ нумайччен пурӑнтӑм, ҫав хуҫана пула сахӑр тӑвас ӗҫе лайӑх вӗренсе ҫитрӗм.

Кунти плантаци хуҫисем мӗн тери аван пурӑннине тата вӗсем мӗн тери хӑвӑрт пуйнине курсан, эпӗ, Бразилирех юлса, сахӑр тӑвас ӗҫпе пурӑнма шут тытрӑм. Алӑри пӗтӗм укҫапа ҫӗр участокӗ тара илтӗм те хамӑн пулас плантаципе кил-ҫурт планне тума тытӑнтӑм. Лондонра манӑн кӑштах укҫа юлнӑччӗ. Эпӗ ҫав укҫана та хам тытӑннӑ ӗҫе яма шутларӑм.

Ман плантаципе юнашар Лиссабонран килнӗ кӳршӗ пурччӗ. Вӑл Уэллс ятлӑччӗ. Вӑл Англире ҫуралса ӳснӗ ҫын пулнӑ. Кунта вӑл тахҫанах ӗнтӗ Португали гражданинӗ пулса тӑнӑ. Эпир часах пӗр-пӗринпе паллашрӑмӑр та туслӑ пурӑнма тытӑнтӑмӑр. Малтанхи икӗ ҫул хушшинче пуҫтарса кӗнӗ тырпул хамӑра тӑранса пурӑнма та аран-аран ҫиткелесе пычӗ. Анчах ҫӗре лӑйӑхлатнӑ май эпир пуянланса пытӑмӑр.

Бразилире тӑватӑ ҫул пурӑнса, майӗпен ҫӗр ӗҫне вӑйлатса пынӑ май, эпӗ, паллах, Испани чӗлхине вӗренсе ҫитрӗм тата кӳршӗсемпе те ҫывӑх паллашрӑм, тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен ҫывӑхри — Сан-Сальвадорти сутӑҫсемпе те паллашрӑм. Вӗсенчен нумайӑшӗ манӑн туссем пулса тӑчӗҫ. Эпир час-часах пӗр-пӗринпе тӗл пулаттӑмӑр. Паллах, эпӗ вӗсене Гвинея ҫыранӗ патне хам икӗ хут кайса килни ҫинчен каласа параттӑм, унта негрсемпе мӗнле сутӑ туни ҫинчен, ниме юрӑхсӑр япаласем, шӑрҫасем, ҫӗҫӗсем, хачӑсем, пуртӑсем, е куҫкӗскисем парсах ылтӑн хӑйӑрӗ, слон шӑмми илме май пулни ҫинчен калаттӑм.

Вӗсем, эпӗ каланисене яланах пысӑк хаваспа итлесе, кайран нумайччен калаҫатчӗҫ.

Пӗррехинче вӗсем ман патӑма виҫҫӗн килчӗҫ, эпир калаҫнисем хамӑр хушӑмӑртах пулччӑр, тесе манран сӑмах илчӗҫ те, ҫапла каларӗҫ:

— Эсир Гвинейӑра пулнӑ тетӗр, унта ылтӑн хӑйӑрне купипех тупма, ытти хаклӑ япаласене те нумай туянма пулать, тетӗр. Эпир Гвинейӑна ылтӑн илме карап ярас тетпӗр. Эсир Гвинейӑна кайма килӗшетӗр-и? Унта кайма сире пӗр пус укҫа та кирлӗ мар, суту-илӳ тумашкӑн мӗн кирлине пурне те хамӑр паратпӑр. Хӑвӑр ӗҫӗршӗн эсир пирӗн чухлех услам илӗр.

Манӑн килӗшмелле марччӗ, тырпул лайӑх ӳсекен Бразилире нумайлӑха юлмаллаччӗ, анчах, каллех калатӑп, эпӗ тӗрлӗ инкек-синкек курнишӗн яланах хам айӑплӑ. Манӑн каллех тинӗсре ҫӗнӗ мыскарасем курас килчӗ, савӑннипе пуҫӑм ҫаврӑнма тытӑнчӗ.

Ӗлӗк эпӗ тинӗссенче ҫул ҫӳрес шухӑша пӑрахма хал ҫитереймен, аттен ырӑ канашӗсене итлемен, халӗ ӗнтӗ хамӑн Бразилири туссен илӗртӳллӗ сӗнӗвӗсене хирӗҫ те чӑтса тӑраймарӑм.

Эпӗ Гвинейӑна хаваслансах каятӑп тесе пӗлтертӗм, анчах ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтра эсир манӑн хуҫалӑха асӑрхаса-пӑхса тӑрӑр, эпӗ каялла таврӑнаймасан, ӑна хам хушса хӑварнӑ пек тыткалӑр, терӗм.

Вӗсем эпӗ ыйтнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр тесе сӑмах пачӗҫ, эпир вара хамӑр тунӑ килӗшӗве хут ҫине ҫырса ҫирӗплетрӗмӗр. Вилес-мӗн пулсан, пурлӑхӑмпа мӗн тумалли ҫинчен эпӗ халал хучӗ ҫыртӑм: пӗтӗм хуҫалӑха, хуҫалӑхри тыткаламалли япаласене Португали капитанне халалласа хӑвартӑм. Вӑл ман пурнӑҫӑма ҫӑлнӑ ҫын пулнине манмарӑм. Тата эпӗ ҫакнӑ асӑрхаттартӑм: капитан ман пурлӑхӑн пӗр пайне Англие, ватӑ атте-аннем патне, ятӑр терӗм.

Карапа йӗркелесе ҫитерчӗҫ. Ман юлташсем вара, хамӑр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, карап ҫине тӗрлӗ таварсем тиесе тултарчӗҫ.

Ҫапла вара тепӗр хут — телейсӗр сехетре! 1659 ҫулти сентябрӗн 1-мӗшӗнче эпӗ карап палуби ҫине ура ярса пусрӑм. Ҫакӑ вӑл шӑпах хам сакӑр ҫул ӗлӗк атте килӗнчен тухса тарнӑ кун пулчӗ. Ҫапла тарнипе ӗнтӗ эпӗ хамӑн ҫамрӑк ӗмӗрӗме ытла та ӑссӑр ирттертӗм.

Вуниккӗмӗш кунне, экватор урлӑ каҫса ҫурҫӗр урлӑшӗн ҫичӗ градус та ҫирӗм икӗ минучӗ тӗлӗнче пынӑ чухне, пире сасартӑк хаяр тинӗс ҫилӗ, тӗрӗсрех каласан, тискер тӑвӑл хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен ҫитсе ҫапрӗ, унтан тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, юлашкинчен ҫурҫӗр хӗвелтухӑҫ енчен вӗрме пуҫларӗ, питӗ вӑйлӑ вӗрсе тӑчӗ, эпир тинӗсре вун икӗ кун хушши, хамӑр ӑҫталла кайнине пӗлмесӗр, ишсе ҫӳрерӗмӗр.

Ҫав вуникӗ кун хушшинче эпӗ кашни минутрах вилем кӗтсе пытӑм. Чӗрӗ юласси ҫинчен пирӗнтен никам та шухӑшламан.

Пӗррехинче ирех (ҫил малтанхи пекех вӑйлӑччӗ-ха) матроссенчен пӗри:
— Ҫӗр курӑнать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Пирӗн карап мӗнле ҫыран хӗррипе пынине пӗлес тесе, эпир каютӑран тухма тӑнӑччӗ ҫеҫ, карап ӑшӑх ҫӗре пырса та тӑрӑнчӗ. Ҫав самантрах, карап сасартӑк чарӑннӑ пирки тинӗс хумӗсем палуба ҫине ҫав тери вӑйлӑн пырса ҫапрӗҫ, вара эпир часах каютӑсене тарса кӗтӗмӗр.

Карап хӑйӑр ӑшне ытла та тарӑн кӗрсе ларчӗ. Ҫавӑнпа та ӑна кӑларасси ҫинчен шухӑшламалли те пулмарӗ. Пирӗн хамӑр пурнӑҫсене ҫӑлса хӑварасси ҫинчен шутламалли ҫеҫ юлчӗ. Эпир хамӑрпа икӗ кимӗ илнӗччӗ. Пӗри карап хӳринче ҫакӑнса тӑратчӗ. Тӑвӑл вӑхӑтӗнче вӑл руль ҫине ҫапӑннипе арканса кайрӗ те тинӗселле юхса кайрӗ. Тепринпе усӑ курасси ҫеҫ юлчӗ, анчах кимме шыва мӗнле антармаллине никам та пӗлмест. Шухӑшласа тӑма вӑхӑт та ҫук: пирӗн карап кашни самантрах икӗ пая ҫурӑлса кайма пултарать.

Капитан помощникӗ кимӗ патне чупса кайрӗ те матроссем пулӑшнипе ӑна борт урлӑ туртса каҫса, тинӗсе ячӗ. Эпир, вунпӗр ҫын, пурсӑмӑр та кимӗ ҫине кӗрсе лартӑмӑр, вара пире шавласа кӗрлекен хумсем тинӗс тӑрӑх илсе кайрӗҫ, мӗншӗн тесен, тӑвӑл тамалчӗ пулин те, ҫыран хӗрринелле ҫав тери ҫӳллӗ хумсем чупаҫҫӗ, тинӗсе тӗрессипех урнӑ теме пулать.

Пирӗн лару-тӑру пушшех начарланса ҫитрӗ: ак халех кимме шыв тулса ларать, эпир ҫӑлӑнас та ҫук. Парӑс пулмарӗ пирӗн, пулнӑ пулсан та унран усси пулас ҫукчӗ. Эпир, вӗлерме илсе каякан ҫынсем пекех, сывӑ юласса шанмасӑр ҫыран еннелле ишетпӗр. Кимме, ҫыран патне ҫитсенех, тинӗс хумӗ турпас пек ватса пӑрахасса эпир пурте лайӑх пӗлетпӗр. Хыҫалтан ҫил тӗртнипе эпир кӗсменсене тата хытӑрах вылянтаратпӑр, хамӑр вилӗме хамӑрах ҫывхартатпӑр.

Ҫапла эпир тӑватӑ миля яхӑн кайрӑмӑр, сасартӑк ту пек ҫӳллӗ хум пирӗн кимме хыҫалтан вӑйлӑн пырса ҫапрӗ. Ку юлашки хут, пире вӗлермеллех килсе ҫапни пулчӗ. Пирӗн кимӗ ӳпӗнсе кайрӗ. Эпир ҫав самантрах шыва путрӑмӑр. Тӑвӑл пире тӗрлӗ ҫӗрелле салатса ячӗ.

Хум айне пулсан, манӑн пуҫа мӗнле шухӑшсем пырса кӗнине каласа пама хал та ҫитмест. Эпӗ питӗ лайӑх ишетӗп, анчах, шыв айӗнчен хӑвӑрт чӑмса тухса, сывлӑш ҫавӑрса илме манӑн вӑй ҫитмерӗ, кӑшт ҫеҫ чыхӑнса каймарӑм. Вӑйлӑ хум мана ҫӗклерӗ те ҫыран еннелле сирпӗнтерсе ячӗ, унтан кӑпӑкӑн-кӑпӑкӑн саланса, каялла чакса кайрӗ. Эпӗ, шывпа антӑхнӑскер, ни чӗрӗ, ни вилӗ выртса юлтӑм. Кӑшт сывлӑш ҫавӑрсан, мана тӑн кӗчӗ. Ҫӗр ҫав тери ҫывӑхра иккенне курсан (эпӗ ун пек ҫывӑхра пулӗ тесе шутламан та), эпӗ ура ҫине сиксе тӑтӑм та ҫыран еннелле васкаса утрӑм. Эпӗ тепӗр хум килсе ҫапса ураран ӳкериччен ҫыран ҫине тухма ӗмӗтлентӗм, анчах хумран тарса хӑтӑлма ҫуккине часах ӑнлантӑм: тинӗс ман ҫинелле пысӑк ту пек ҫӗкленсе пычӗ, ҫӗнме ҫук хаяр тӑшман пек хӑваласа ҫитрӗ. Эпӗ хама ҫыран еннелле илсе каякан хумсене хирӗҫ кӗрешмерӗм. Хумсем ҫырантан каялла чакма тытӑнсанах эпӗ, вӗсем мана тинӗселле юхтарса ан кайччӑр тесе, пӗтӗм вӑйпа тапаланса мӗнле те пулин тытӑнса юлма тӑрӑшрӑм.

Тепӗр хумӗ тӗлӗнмелле пысӑк пулчӗ: ҫӳллӗшӗ ун ҫирӗм-вӑтӑр футран кая мар. Вӑл мана хӑй айнех турӗ, унтан ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ҫыран еннелле ҫав тери хӑвӑрт ыткӑнтарчӗ. Эпӗ нумайччен юхӑм май тинӗс хӗрринелле ишрӗм, кӑшт ҫеҫ чыхӑнса вилмерӗм. Ҫакӑн чухне эпӗ сасартӑк хам ҫӳлелле хӑпарнине туйрӑм, телейӗме пула, аллӑмсемпе пуҫӑм шыв ҫине тухрӗҫ. Тепӗр икӗ ҫеккунтран каллех хум айне пултӑм пулин те, эпӗ сывлӑш ҫавӑрса илме, вӑй-хала пухма ӗлкӗртӗм.

Ҫӗнӗ хум мана каллех шыв айне турӗ, анчах хальхинче эпӗ шыв айӗнче нумай тӑмарӑм. Хум саланса каялла чаксанах, эпӗ, шыв юххине парӑнмасӑр, ҫыраналла ишме тытӑнтӑм, часах урана шыв тӗпӗ лекрӗ.

Эпӗ ура ҫинче ик-виҫ ҫеккунт ҫеҫ тӑтӑм, унтан кӑкӑр туллин сывласа илтӗм те ҫыран еннелле мӗн-пур вӑйпа чупса кайрӑм.

Ахӑрса кайнӑ тинӗсрен эпӗ халӗ те хӑтӑлаймарӑм-ха; унӑн хумӗсем мана каллех хӑвалама тытӑнчӗҫ. Хумсем, тата икӗ хутчен хӑваласа ҫитсе, мана ҫыраналла тӗртсе пычӗҫ. Ҫыранӗ вара ку тӗлте питех те сӗвек.

Юлашки хум мана чул ту ҫине ҫӗклесе ҫапрӗ те, эпӗ ӑнран кайрӑм.

Пӗр вӑхӑт хушши эпӗ ним пӗлмесӗр выртнӑ. Ҫак самантра мана тинӗс хумӗсем пырса ҫапнӑ пулсан, эпӗ чыхӑнса вилнех пулӑттӑм.

Телейӗме пула, мана вӑхӑтра тӑн кӗчӗ: хама каллех хум ярса илессине курсан, эпӗ чул ту хӗрринчен ҫирӗп ҫавӑрса ярса тытрӑм та, сывлама чарӑнсах хум иртессине кӗтме пуҫларӑм.

Кунта, ҫыран ҫывӑхӗнче, хумсем ытла пысӑках мар. Шыв каялла юхса кайсан, эпӗ каллех малалла чупса кайрӑм, ҫыран ҫывӑхнех ҫитрӗм, ҫав вӑхӑтра мана тепӗр хум, пуҫ таранах пырса ҫапрӗ пулин те, каялла, тинӗсе илсе каяймарӗ.

Эпӗ тата темиҫе утӑм малалла чупса кайрӑм та ура айӗнче ҫирӗп ҫӗр пулнине туйрӑм. Ҫӗр ҫине тухнипе савӑнтӑм. Ҫыран хӗрринчи чуллӑ сӑрт ҫине упаленсе хӑпартӑм, сӑртӑн ҫӳллӗ тӳрчӗ патне ҫитсен, курӑк ҫине йӑванса кайрӑм. Кунта маншӑн текех хӑрушлӑх ҫук: халӗ ӗнтӗ тинӗс хумӗсем ман патӑма ҫитеймеҫҫӗ.

Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракан ҫын мӗн тери хытӑ савӑннине нимӗнле сӑмахсемпе те каласа пама ҫук пулӗ тетӗп эпӗ! Хӗпӗртенипе эпӗ чупма та сикме тытӑнтӑм, аллӑмсемпе хӑлаҫлантӑм, юрларӑм та ташларӑм. Хам мӗнле ҫӑлӑннинчен тӗлӗнсе пӗтӗм чун-чӗререн савӑнтӑм.

Шӑп ҫакӑн чухне эпӗ шыва путнӑ юлташӑмсем ҫинчен шухӑшласа илтӗм. Вӗсене хытӑ шеллерӗм, мӗншӗн тесен тинӗсре ишнӗ чухне эпӗ нумайӑшӗсемпе туслашнӑччӗ. Эпӗ вӗсен сӑнӗсене, ячӗсене аса илтӗм. Анчах ман юлташсенчен, тинӗс хумӗпе ҫырана тухса выртнӑ виҫӗ шлепкепе пӗр калпаксӑр тата икӗ хӑрах пушмаксӑр пуҫне, урӑх нимӗнле йӗр те юлман.

Хамӑр карап ларнӑ вырӑн еннелле пӑхрӑм та ӑна пысӑк хумсем хушшинче аран-аран куртӑм — вӑл питех те инҫе иккен! Ҫавӑн чухне вара эпӗ хама ҫапла каларӑм: «Кун пек вӑйлӑ тӑвӑл витӗр ҫак инҫетри ҫырана ҫитни — мӗнле пысӑк телей, тӗлӗнмелле пысӑк телей!»

Вилӗмрен хӑтӑлнине ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ хыҫҫӑн, эпӗ каллех шухӑшлама тытӑнтӑм: ҫӗр те тинӗс пекех хӑрушӑ пулма пултарать, хам мӗнле вырӑна лекнине эпӗ пачах пӗлместӗп, ҫавӑнпа та манӑн халех кунти ҫӗршыва тӗплӗн пӑхса тухмалла.

Ҫапла шухӑшласанах манӑн савӑнни таҫта кайса кӗчӗ. Эпӗ, пурнӑҫӑма ҫӑлтӑм пулин те, асапсенчен, хӗн-хурсенчен, хӑрушлӑхсенчен хӑтӑлайманнине ӑнланса илтӗм. Ман ҫийӗмри тумтир йӗп-йӗпе, улӑштарса тӑхӑнма нимӗн те ҫук. Вӑй-хал кӗртме манӑн апат-ҫимӗҫ те, ӗҫмелли шыв та ҫук. Малашне мана мӗн кӗтет-ши? Эпӗ е выҫса вилӗп, е мана тискер кайӑксем ҫуркаласа тӑкӗҫ. Пуринчен ытла мана акӑ мӗн хурлантарчӗ: манӑн нимӗнле пӑшал та ҫук, ҫавӑнпа та эпӗ кайӑк-кӗшӗк тытса апат тупаймастӑп, тискер кайӑксем тапӑнсассӑн, хирӗҫ тӑраймастӑп. Тӗрӗссипе каласан, ман ҫумра ҫӗҫӗпе чӗлӗмсӗр тата коробкӑри табаксӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулмарӗ.

Ку мана тӗлӗнмелле пысӑк хуйха ӳкерчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ҫыран тӑрӑх ухмах ҫын пекех каллӗ-маллӗ чупкалама пуҫларӑм.

Тӗттӗм пулса ҫитрӗ, эпӗ хурланнипе хама ҫапла калатӑп: «Ку вырӑнта тискер кайӑксем пур пулсассӑн, мана мӗн кӗтет-ши? Вӗсем апат шырама яланах ҫӗрле тухаҫҫӗ вӗт», — тетӗп.

Манран инҫех мар нумай туратлӑ йывӑҫ ларать. Эпӗ ҫав йывӑҫ ҫине хӑпарса ирччен ларма шутларӑм. Тискер кайӑксенчен хӑтӑлмалли урӑхла меслет эпӗ шухӑшласа кӑлараймарӑм. Мӗнле вилӗмпе вилмелли ҫинчен тул ҫутӑлсан та шухӑшлама ӗлкӗрӗп-ха, — терӗм хама хам, — кунта, ҫынсӑр вырӑнсенче, пурӑнма май пулас ҫук.

Ӗҫес килни ҫунтарать мана. Ӗҫме юрӑхлӑ шыв ҫук-ши тесе, эпӗ аяккалла кайрӑм. Ҫыранран пӗр чӗрӗк миля шаларах кайсан, эпӗ хама савӑнтармалӑх юхса выртакан пӗчӗкҫеҫ шыв шыраса тупрӑм.

Шыв ӗҫсе тӑрансан, апат ҫиес килнине чарас тесе, ҫӑвара чӗптӗм табак хыпрӑм та хайхи йывӑҫ патне таврӑнтӑм, ун ҫине хӑпартӑм; ҫывӑрнӑ чухне ӳкес мар тесе, лайӑхрах вырнаҫса лартӑм. Унтан эпӗ, пӗр вӑрӑмах мар турат касса,тӑшмансем тапӑнасран хӳтӗленме чукмар турӑм, туратсем ҫине меллӗрех вырнаҫса лартӑм та ытла ывӑннипе хытӑ ҫывӑрса кайрӑм.

Эпӗ питех те тутлӑ ҫывӑрнӑ. Кун пек кансӗр вырӑнта ҫапла пӗр ҫын та ҫывӑрас ҫук. Вӑранасса вара пит лайӑх вӑрантӑм. Шӑмшакӑм каннӑ, кӑмӑлӑм хавас.

Сайт:

 

Статистика

...подробней