Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кресло сăмах пирĕн базăра пур.
кресло (тĕпĕ: кресло) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуланса пӗтнӗ халат тӑхӑннӑ, аллисене шут тытнӑ Маякин сӑран кресло ҫинче вӗтеленсе илнӗ, унтан хӑпартланса калаҫма пикеннӗ.

Маякин в засаленном халатике и со счетами в руках нетерпеливо заерзал в своем кожаном кресле и оживленно заговорил:

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑрах аллине вӑл саламлӑн ун еннелле тӑснӑ, тепринпе хӑй патӗнчи пӗчӗк кресло ҫине тӗлленӗ, куҫӗсем савӑнӑҫлӑн кулкаланӑ.

Протягивая ему руку, она другой указывала на маленькое кресло около себя, и глаза ее улыбались радостно.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Игнат пуҫӗ хулпуҫҫи ҫинелле кӑлтах усӑннӑ, йывӑр пӗвӗ кресло ҫинчен вӑраххӑн ҫӗр ҫине шуса аннӑ, калӑн, ӑна хура ҫӗр вӑйпах туртса илнӗ, тейӗн.

Вслед за тем голова Игната откачнулась на плечо, а его грузное тело медленно поползло с кресла на землю, точно земля властно потянула его к себе.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унта, лапсӑркка ватӑ улмуҫҫи айӗнче, пысӑк юман кресло ҫинче ашшӗ ларнӑ.

Там под старой развесистой яблоней, в большом дубовом кресле сидел отец.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пичӗ унӑн тӗксӗмленсе кайнӑ, вӑл кресло ҫинчен ҫӗкленсе, татӑклӑн: — Ҫук, эпӗ апла тума шухӑшламастӑп. Эп ӑна качча илес ҫук! — тесе ответленӗ.

Лицо его потемнело, он привстал с кресла, решительно сказав: — Нет, я не хочу! Я на ней не женюсь!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Игнат, кресло ҫурӑмӗ ҫине сулӑнса кайса, тата хытӑрах ахӑлтатса янӑ.

Игнат откинулся на спинку кресла и расхохотался еще сильнее.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Укҫа мӗн чул пӗтертӗн кутить туса? — кӗрленӗ Игнат, тин ҫеҫ Медынская тӑрса кайнӑ кресло ҫине ывӑлне тӗксе.

Много ли денег прокутил? — гудел Игнат, толкая сына в то кресло, в котором только что сидела Медынская.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӗрарӑм ларакан кресло хыҫӗнче пысӑк филодендрон пулнӑ, — шултра, чӗн-тӗрлӗ ҫулҫӑсем хӗрарӑмӑн ылтӑн тӗслӗ пуҫӗ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑнӑ.

Сзади кресла, в котором сидела женщина, стоял большой филодендрон, — крупные, узорчатые листья висели в воздухе над ее золотистой головкой.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӳлӗмре пысӑк та илемсӗр кивӗ сӗтел ларнӑ, сӗтел хушшинчи тарӑн кресло ҫинче Маякин, чей ӗҫкелесе, «Московские ведомости» вулакаласа, кунӗ-кунӗпе ирттернӗ.

В каморке стоял большой, старый, уродливый стол, перед ним — глубокое кресло, и в нем Маякин сидел целыми днями, попивая чай, читая «Московские ведомости».

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Китай генералӗ каҫхи апат хыҫҫӑн юнашар зала тухса кресло ҫине ларать, хӗл пуҫланнӑ пирки унта пӗчӗк кӑмака хутаҫҫӗ.

Китайский генерал вечером после обеда выходил в соседнюю залу, где топили крошечные каминчики по случаю зимы, и сидел в кресле.

«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эпӗ ҫемҫе кресло ҫине меллӗн кӑна вырӑнаҫса лартӑм та хама-хам ахаль командировкӑна тухса кайнӑ чухнехи пек туйса илтӗм.

Удобно усевшись в мягкое кресло, я почувствовал себя так, словно отправлялся в обычную командировку.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах марсиан кресло ҫинче турткаланать, хӑрӑлтатать.

Но марсианин хрипел, дёргаясь в кресле.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ӑна аллисемпе ҫӗклесе йӑтрӗ те кресло ҫине пырса лартрӗ.

Лось взял его на руки, понёс и положил в кресло.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара вӑл тӗтреллӗ тӗкӗрлӗ ансӑр пӳлӗме иртсе кресло ҫине лаштах ларчӗ, янах айне чӗрнисемпе хӗстерсе тытрӗ:

Тогда он прошёл в узкое зальце с туманным зеркалом, сел в кресло, захватил ногтями подбородок:

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗр кунхине, вун тӑваттӑмӗш талӑкра ирхине, Гусев кресло ҫине яланхи пекех вырнаҫрӗ те цифрӑллӑ хӑмана чӗр куҫҫи ҫине хучӗ, шнуртан туртрӗ.

Однажды, день на четырнадцатый, утром, Гусев, как обычно, сел в кресло, положил на колени цифровую доску, дёрнул за шнур.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗтреллӗ тӗкӗрте, кресло ҫинче, нумай-нумай минтер хушшинче тӗлӗрсе ларакан, пӗркеленчӗклӗ старик кӳлепи курӑнса кайрӗ.

В туманном зеркале появилась, дремлющая в кресле, среди множества подушек, сморщенная фигурка старичка.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ихошка кресло ҫинчен шуса анчӗ те кӑштах тайкаланса алӑк патнелле утать.

Ихошка слезла с кресла и не твёрдо пошла к двери.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кресло патне таврӑнчӗ те каллех паҫӑрхи вырӑна ларчӗ, шнур шарикне аллипе ҫавӑркалать, пичӗ халӗ кӑштах минренчӗкрех.

Когда же вернулась к креслу и опять села на подлокотник, — вертя в руке шарик от шнура, — личико у неё было слегка одурелое.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Иха кресло ҫинчен шуса анчӗ, тӗкӗре сӳнтерсен, цифрӑллӑ хӑма умӗнче чылайччен айкашрӗ, ҫуткӑҫсене шӑтӑксене лектереймест.

Иха слезла с кресла и, погасив зеркало, долго возилась у цифровой доски, — не попадала включателями в дырки.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑнлантарнӑ май Иха кресло айккине ларчӗ.

Объясняя, Иха присела на подлокотник кресла.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней