Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кашӑкне (тĕпĕ: кашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн ҫав тери пысӑк кашӑкне пӑравус ҫинчи турта пек ҫавӑркалать: унталла-кунталла, унталла-кунталла, чугунтан ҫӑвара, ҫӑвартан чугуна, эпӗ пӑхатӑп та — пӑтӑ тӗпне ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Орудует своей огромадной ложкой, как дышло на паровозе: туда-сюда, туда-сюда, из чугунка в рот, из рота в чугунок, я — глядь, а каши уже на самом донышке.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тӳсесех пулать! — пат татса каларӗ те Дубцов, кашӑкне пуринчен малтан ярса тытрӗ.

— Обязательно надо вытерпеть! — решительно заявил Дубцов и первый взялся за ложку.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку вара Яков Лукича йӑлтах тарӑхтарса ячӗ: вӑл кашӑкне сӗтел ҫине печӗ те хӑйӑлтатакан сассипе хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

Это окончательно вывело Якова Лукича из себя: он бросил на стол ложку, крикнул срывающимся от злости голосом:

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл аллинчи кашӑкне сарса хуна ратнеллӗ пир татӑкӗ ҫинелле ывӑтса янӑ та тинкеререх пӑхнӑ: Любишкинӑн чӗтрекен аллинче ҫинҫешке шӑмӑ татӑкӗ сулланса тӑнӑ, ҫав шӑммӑн ҫурхах карса илнӗ юплӗ-юплӗ вӗҫӗсенче пӗчӗкҫеҫ чӗрнесем курӑннӑ…

Он кинул на разостланное ряднище ложку, всмотрелся: в подрагивающей руке Любишкина болталась хрупкая косточка, оперенная на конце перепонками и крохотными коготками…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн пек самантра Аким мучи кашӑкне ҫуласа тасатать те, айӑпа кӗнӗ пӗчӗк ачана ҫамкинчен хыттӑнах шак! шаккаса илсе, ӑс парать:

В этот-то момент дед Аким облизывал свою ложку и звонко стукал ею провинившегося мальца по лбу, внушая:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ку тата мӗншӗн капла? — кашӑкне пӑрахса, Фрол ура ҫине тӑчӗ.

— Это почему же такое? — Кинув ложку, Фрол встал.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина каллех ӑна хирӗҫ ларчӗ, асӑрханчӑк та теме кӗтсе тӑран куҫӗсемпе ун ҫине пӑхрӗ, анчах Андрей, темле, ӑнсӑртран, унӑн тулли мӑйӗ ҫинче хӑвӑрт-хӑвӑрт тапса тӑракан кӑн-кӑвак юн тымарне асӑрхарӗ те, темшӗн, аван мар пек пулса кайрӗ, вара кашӑкне аяккалла хучӗ.

Марина снова, сидя против него, смотрела зверино-сторожким и ждущим взглядом, но как-то нечаянно увидел Андрей на ее полной шее стремительно пульсирующую синюю жилку и почему-то смутился, отложил ложку.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна пӑхса тӑрать-тӑрать те Кукша Кӗркури, чӑтаймасть, аллинчи чей кашӑкне пӑрахса хуҫа аллинчен ҫӑпалине туртса илет:

Смотрит-смотрит на это Григорий Кукша, не выдержав, выкинув чайную ложку из руки, выхватывает из руки хозяина половник.

Кӑштах кулса илмелӗх // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-ilmelkh

Вӑл сиксе тӑчӗ те хӑвӑрт кил хуҫи арӑмӗ пурӑннӑ пӳлӗмӗн алӑкне уҫрӗ, лешӗ, ӑна курсанах, хӑранипе аллинчи кофе пӑтратмалли кашӑкне ӳкерчӗ.

Штольц встал и быстро отворил дверь к хозяйке, так что та, увидя его, с испугу выронила ложечку из рук, которою мешала кофе.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Бубенчиков карчӑксем (эпӗ вӗсене кунта тӗл пуласса пӗрре те кӗтменччӗ) пӗр харӑсах сиксе тӑчӗҫ, Энскра ман хыҫран чупаканни чей кашӑкне сӗтел ҫине ӳкерчӗ.

Старухи Бубенчиковы, которых я вовсе не ожидал здесь увидеть, одновременно вскочили, и та, что в Энске гналась за мной, уронила на стол чайную ложечку.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сиделка кашни ир ӑна, питне ҫуса шӑлса ячӗ, кашӑкне хӑй тытса ҫитерчӗ.

Сиделка по утрам умывала и вытирала ему лицо, с ложки кормила его,

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫав ҫӑкӑр хыттипех вӑл кашӑкне те шӑлса тасатрӗ, ҫӑкӑрне ҫисе ячӗ, унтан ура ҫине тӑрса пысӑк ҫынсене пуҫ тайрӗ те ҫӗрелле пӑхса:

Этой же коркой он обтёр ложку, корку съел, встал, степенно поклонился великанам и сказал, опустив ресницы:

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Йӗркӗ тӑрӑх, унӑн васкамасӑр ҫимелле, хушӑран кашӑкне ҫӑкӑрпа шӑлса илмелле, ытлашши мӑшлатмалла мар тата тутисемпе чаплаттармалла мар пулнӑ.

Приличие требовало, чтобы он ел не спеша, изредка вытирая ложку хлебом, и не слишком сопел и чавкал.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней