Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗркерен сăмах пирĕн базăра пур.
йӗркерен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑрҫӑри пур йӗркерен тӑрӑхласа кулни пулать!

Это издевательство над всеми правилами войны!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн куҫӗсене куҫҫуль карса илчӗ, саспаллисем чӗрӗ япала пек курӑнма тытӑнчӗҫ: вӗсем пӗр йӗркерен тепӗр йӗркене куҫкала пуҫларӗҫ.

Слезы застлали ему глаза, и буквы сделались живыми: они перепрыгивали со строчки на строчку.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пулнах-тӑк — ҫынсене вӑл ҫакӑн пек йӗркерен кӑларса ярас ҫукчӗ.

Ежели бы был — не имел бы права допущать людей до такого беспорядка.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йӗркерен тухсах кайнӑ!

Помоги переводом

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Пӳлӗм варрине походсене илсе ҫӳремелли тӑватӑ кравать йӗркерен вырнаҫтарнӑ, кӗтесе темле ещӗксем, кутамккасемпе сӑран чӑматансем купаласа хунӑ.

Посреди комнаты стояли в ряд четыре походные кровати, в углу громоздились какие-то ящики, дорожные мешки, кожаные чемоданы.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӗтел патне пычӗ те, сӑмахӗсене йӗркерен сыпӑнтарса, каларӗ сотника:

Он подошел к столу, сказал с расстановочкой:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Командирсем кирек мӗнле хӑратсан та, вӗсем халӗ йӗркерен тухса иртӗхме е вӑрласа ҫаратма чарӑнаймаҫҫӗ.

И никакими угрозами со стороны командного состава нельзя было удержать их от произвола и воровства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кашни ирех, пит ҫунӑ хыҫҫӑн столовӑя, стена ҫинче темӗн пысӑкӑш тупӑк пек ҫакӑнса тӑракан сехет айне пӗр йӗркерен тӑрса тухнӑ, амӑшӗ хыҫала тӑнӑ, вара, спальнӑран ашшӗ кӗххӗм-кӗххӗм туса ӳсӗркелени илтӗнсе кайсанах, йӑлӑхтарса ҫитернӗ тӗрлӗ сасӑпа «Эй, турӑ, хӑвӑн этемӳсене ҫӑл», унтан «Эй, ҫӳлти аттемӗр» юрӑсене юрлама тытӑннӑ.

Каждое утро, умывшись, выстраивались в столовой в ряд, под черным висячим гробом громадных стенных часов, мать стояла позади, и едва из спальни долетало сухое покашливанье отца, начинали разноголосо и фальшиво: «Спаси, Господи, люди Твоя», потом «Отче наш».

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та вӗсем никамран та пытармасӑр тенӗ пекех пурӑнаҫҫӗ, вӗсене пӗр-пӗринпе темӗнле пысӑкрах сисӗм, кӗске вӑхӑтлӑх ҫыхӑну евӗрлӗ мар япала ҫыхса тӑрать, ҫавӑнпа та хутор ҫыннисем — ку ҫыхлану лайӑх ҫыхӑну мар, вӑл пачах йӗркерен тухакан, намӑса пӗлменнипе явӑнса пыракан япала тесе шутларӗҫ те, темле лайӑх мар ӗҫ пуласса кӗтсе шӑпланчӗҫ.

Но они жили почти не таясь, вязало их что-то большое, не похожее на короткую связь, и поэтому в хуторе решили, что это преступно, безнравственно, и хутор прижух в поганеньком выжиданьице.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах Озеровӑн хӑнӑхса ҫитнӗ пӗр ҫирӗп йӗрке пур, хӑйне ирӗксӗрлемесӗр вӑл ҫак йӗркерен ӗмӗрне те тухмасть.

Но у Озерова была одна строгая привычка, от которой он, без всякого насилия над собой, не отступал никогда в жизни.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Сӑнамалли хатӗрӗсем пӗтӗмпех йӗркерен тухнӑ.

— Сбиты все приборы наблюдения.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Бригадӑн тата виҫӗ танкӗ йӗркерен тухрӗ, ыттисем боеприпассене пӗтерсе, ерипен вӑрмана таврӑнчӗҫ.

Еще три танка бригады вышли из строя, остальные, израсходовав боезапас, постепенно возвращались в лес.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑшпӗрисем ку йӑлана ҫӳлтен илсе килнӗ, анчах кунта, тӗттӗм ҫӗрте йӑлтах йӗркерен тухма юрать, теҫҫӗ курӑнать.

Некоторые эту привычку принесли с поверхности, а тут уж решили, что в темноте совсем можно распуститься.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

…Нимӗҫ ҫарӗ, пирӗн ҫӗр ӑшнелле кӗрсе кайса, хӑйӗн тылӗнчен уйрӑлса пырать, унӑн ирӗксӗрех ют ҫӗрте вӑрҫма тивет, ют ҫӗршывра ҫӗнӗ тыл тума тивет, ҫав вӑхӑтрах вӑл тыла пирӗн партизансем аркатса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вӑл нимӗҫ ҫарне хатӗрсемпе ҫимӗҫсем парса тӑрас ӗҫе тӗпренех йӗркерен кӑларса пырать, ӑна хӑйӗн тылӗнчен хӑратса тӑрать, хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫирӗппи ҫине шанса тӑрассине пӗтерет…

«… продвигаясь в глубь нашей страны, немецкая армия отдаляется от своего немецкого тыла, вынуждена орудовать во враждебной среде, вынуждена создавать новый тыл в чужой стране, разрушаемой к тому же нашими партизанами, что в корне дезорганизует снабжение немецкой армии, заставляет ее бояться своего тыла и убивает в ней веру в прочность своего положения…»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ҫав бомба хыҫҫӑн пирӗн йӑлтах йӗркерен тухрӗ.

— После той бомбы все у нас разладилось.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Казак станицӑра пулни — йӗркерен тухни пулать, ун пек чухне вара казак ӗҫке ярӑнать.

Пребывание его в станице есть исключение из правила — праздник, и тогда он гуляет .

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Фляжкӑна йӗркерен пара-пара тухрӗҫ.

Фляжка обошла весь круг.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Апла пулсан, эсӗ пушшех те йӗркесӗртерех пулӗ? — ыйтать манран витӗр куракан вулавҫӑ, манӑн персонаж йӗркерен ҫав тери тухса кайнинчен тӗлӗнсе.

— Так ты, значит, еще безнравственнее? — спрашивает меня проницательный читатель, вылупив глаза от удивления тому, до какой непостижимой безнравственности упало человечество в моем персонаже.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Авторӗ хӑй те йӗркерен тухнӑ ҫын, — тет пурне те куракан, сисекен вулавҫӑ, — кур ӗнтӗ, мӗнле япаласене ырлать вӑл.

— Да и автор-то безнравственный человек, — изрекает проницательный читатель, — вишь, какие вещи одобряет.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Йӗркерен тухни ку! — тет вӑл, пуҫне сулкаласа.

И изрекает, качая головою: — Безнравственно!

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней