Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗм сăмах пирĕн базăра пур.
йӗм (тĕпĕ: йӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пир йӗм тата ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне пӑхӑр тӑхаллӑ сарлака чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ.

Он в холщовых штанах и в ситцевой рубашке, подпоясанной широким ремнем с медной бляхой.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старик ӑна шӑлса пӑрахрӗ, аллаппине чӗрӗ пиртен ҫӗленӗ аялти йӗм ҫумне шӑлса типӗтрӗ.

Дед смахнул ее, ладонь вытер о суровые холщовые подштанники.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй именнине пытаркаласа, тӑнӑ ҫӗрте чӗтрекен урине йӗм пӗҫҫи ӑшне чикейменнипе курӑк ҫине ларчӗ.

И сел голым задом на траву, скрывая расстроенное лицо, не попадая дрожащей ногой в штанину.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑлаварне чармакласа, вӑл ҫапкаланса пыракан йӗм пӗҫҫи ӑшне урине чикме тӑрӑшать.

Он кособочился, — растопыривая, рогатил шаровары: норовил попасть ногой в болтающуюся штанину.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин, Степана хӗрхеннӗ пек пулса, хӑйӗн йӗм пӗҫҫийӗ тӑрӑх аллипе шартлаттарчӗ те, йӗнерленипех тӑракан учӗ патне утрӗ.

Томилин сожалеюще хлопнул себя по штанине и ушел к нерасседланному коню.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫав тискер кайӑкӑн шӑлӗсем хушшине ура мар, йӗм лекни манӑн телей — ҫыртса амантнӑ пулӗччӗ…

— Это еще мое счастье, что в зубы этому зверюге попались штаны, а не нога: искалечил бы…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

йытӑ пӗр сас-чӗвсӗр шӑлӗсемпе йӗм пӗҫҫине ярса илсе, хыттӑн туртрӗ, вара айккинелле татӑк-кӗсӗксем ҫеҫ сирпӗнчӗҫ.

Собака без единого звука схватила зубами штанину и рванула ее так, что только клочья разлетелись во все стороны.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Станицӑра пулсан, патак ҫине утланса урам тӑрӑх чупакан е хыҫалти ҫурӑкне те ҫӗлемен ҫитма йӗм тӑхӑнса ҫӳрекен ачаран, ӳссе ҫитсен кам пулатӑн, тесе юриех ыйтӑр-ха эсир, ҫав патак ҫинче чупакан кавалерист, пӗр шухӑшламасӑр «Шофер пулатӑп!» — тет.

Побывайте в станице и так, ради любопытства, спросите какого-нибудь скачущего по улице на хворостине мальца, того самого мальца, у которого еще не зашита разрезка в штанишках, кем он хочет быть, когда вырастет, и этот хворостяной кавалерист, не задумываясь, скажет: «Буду шофером!»

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сулахай йӗм пӗҫҫийӗ ҫурӑк, вӑл ӑна чӗркуҫҫирен ҫӳлелле пӗтӗрсе, ҫыхса лартнӑ, хытканрах ури хырӑмне юнпа тӗрленсе пӗтнӗ пир татӑкӗпе чӗркесе ҫыхкаланӑ.

На левой ноге штанина была разорвана и закручена выше колена, а вокруг худой икры торопливо обмотана холщовая тряпица, испятнанная кровью.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун ҫийӗнче кӑвак йӗм, кӗпе, черкеска, пӑшалпа кинжал, вӗсене ҫурӑм ҫине ҫыхса хунӑ.

На нем были синие портки, рубаха, черкеска, ружье и кинжал, привязанные на спину.

IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Чӑн та, тумланса ҫӳреме вӗренменскере, тумтир малтан кансӗрленӗ пек туйӑнчӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл ачаранпах ҫаппа-ҫарамас ҫӳренӗ; пуринчен ытла ӑна йӗм чӑрмантарать.

Правда, с непривычки ему было неловко в одежде, так как он всю жизнь ходил голым; особенно мешали ему штаны.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Чи малтан ӑна йӗм тӑхӑнтартрӑм.

Прежде всего я надел на него штаны.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл кӗске пир йӗм, кӑвак пир кӗпе тата матрос куртки тӑхӑннӑччӗ.

На нем были короткие холщовые штаны, синяя холщовая рубаха и матросская куртка.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пиншакпа йӗм ҫӗленӗ хыҫҫӑн эпӗ тата зонт ҫӗлеме шут тытрӑм.

После куртки и штанов я задумал смастерить себе зонтик.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗк ытла та лайӑх пулчӗ, эпӗ ҫавӑн пек тиртен тата пиншакпа йӗм ҫӗлесе тӑхӑнма шухӑшларӑм.

Меховая шапка так хорошо удалась мне, что я решил соорудить себе из такого же материала полный костюм, то есть куртку и штаны.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ тата йӗм ҫӗлеме тытӑнса пӑхрӑм, анчах ун ҫинчен калама та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ку ӗҫ ытла та кулӑшла пулса тухрӗ.

О первой моей попытке сшить штаны лучше и не говорить, так как она окончилась постыдной неудачей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хальхинче эпӗ хӳшӗре салтӑнтӑм, ҫие пӗр аялти кӗпе тата пир йӗм ҫеҫ хӑвартӑм, урана ҫараллах сӑран пушмак тӑхӑнса ятӑм.

Только на этот раз я разделся в шалаше, оставшись в одной нижней клетчатой сорочке, в полотняных штанах и кожаных туфлях на босу ногу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӗ ӗнтӗ манӑн чӑлха та пир йӗм (кӗске, чӗркуҫҫи таран ҫӗлетнӗскер) ҫеҫ юлчӗ, карап патне ишнӗ чухне вӗсене эпӗ хывманччӗ.

Теперь у меня остались только чулки да штаны (полотняные, короткие до колен), которые я не снял, когда плыл к кораблю.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эсир ӑна, скифсен йӗм тӑхӑннӑ чул хӗрарӑмне, халӗ куртӑр ӗнтӗ.

Вы его сейчас видели, эту каменную скифскую бабу в штанах.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шӳтленине те, савӑнӑҫлӑ сӑмах та илтместӗн унтан, этем мар, йӗм тӑхӑннӑ ҫара кичемлӗх кӑна вӑл!

Ни шутки от него не послышишь, ни веселого словца, одна гольная скука в штанах, а не человек!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней