Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Сана йӑлӑнатӑп, Колчо бай! — тимлерӗ ӑна Рада та, кӑштах шанчӑк пуррипе йӑпанса.— Умоляю тебя, Колчо! — вскрикнула Рада, ожившая от проблеска надежды.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марья Алексевна ҫак хыпарсемпе йӑпанса пурӑннӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирсӗр Верка, тем тесен те, качча тухасшӑн мар пулас, — кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук, — Марья Алексевна питех те тӗплӗн шухӑшласа пӑхма пултарнӑ ҫав, ҫавӑнпа та вӑл Верочка ҫинчен: Верочка ӑста интриганка, тесе хӑй шухӑшланипе йӑпанса ларма пултарайман; анчах та Верочка хӑйӗн ӗҫӗсене питӗ ӑста туса пырать, качча тухас пулсан, вӑл (шуйттан пӗлет-и ӑна, мӗн ун пуҫӗнче, тен, тухасшӑн та пуль!) чӑнах та упӑшкине те, упӑшкин амӑшне те, кил-ҫуртне те йӑлтах хӑй аллине ярса илет ӗнтӗ, — мӗн тумалли юлать-ха?
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ачасен сӑн-пичӗсем ҫине, партӑсем ҫинелле пӗшкӗннӗ тӗрлӗ тӗслӗ пуҫсем ҫине пӑхса ларнӑ май тахҫан вӑл ӗлӗк саспаллисем ҫырнӑ е ӳкернӗ чухне унӑн хӑйӗн те, ҫак Федоткӑпа юнашар ларакан ачанни пекех, пуҫне хытӑ пӗшкӗртсе, хӑйне ҫав ҫӑмӑл мар ӗҫре пулӑшма тӑрӑшнӑн, чӗлхе кӑларса ларас йӑла пулнине аса илчӗ, ҫак аса илӳсемпе йӑпанса ларчӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нумайӑш ҫавӑнпа йӑпанса пурӑнать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Малтан вӑл кӑшт куларах кӑна калаҫрӗ, анчах каярахпа, хӑйпе калаҫакана хирӗҫ тавӑрса пынӑҫемӗн, хӑй тахҫанах ял пурнӑҫӗнчен писнӗскер, ӑна маннӑскер, халӗ, хресчен пурнӑҫӗн хаваслӑхӗсене аса илтерсе пынӑ май, — хӑй те ял пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшласа йӑпанса кайрӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл тӑснӑ сылтӑм аллипе хама ҫул ӑҫталла кайнине кӑтарткаланӑ хушӑра эпӗ ирӗксӗрех унпа киленсе, йӑпанса тӑтӑм.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак ӗҫне вӗҫлесен, вӑл, пуҫне е сулахаялла, е сылтӑмалла тайӑлтарса та куҫӗсене хӗскелесе, пӗр хушӑ унпа ним шарлами йӑпанса ларать.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӳлӗмре ҫитӗсемпе витнӗ сӗтел-пукансем тӑраҫҫӗ, каҫхи кофта тӑхӑннӑ типшӗм карчӑк хутран салфеткӑсем туса ача пек йӑпанса ларать — юлашки вӑхӑтра вӑл ҫак ӗҫе юратсах пӑрахнӑ-мӗн.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана палласа илчӗ, ӑшшӑн кулса ячӗ, анчах манӑн унпа йӑпанса тӑма вӑхӑтӑм ҫук.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Столицӑсенче тем те курса йӑпанса пурӑнакан ҫынсем ялсенчи тата пӗчӗк хуласенчи ҫынсен ӑс-пуҫӗсене мӗн-мӗн хумхантарнине ӑнланаймаҫҫӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗчӗк те шавлӑ кайӑксем пӗр-пӗр пысӑк ҫӑкӑр хыттине ҫиме тӑрӑшса ҫав тери ҫуйхашнине, пӗр-пӗринпе тӑрмашнине, унтан, чӳрече умне тасатсан, тополь туратти ҫинче канса ларнине, хӑйсене тасаткаланине, кайран, пӗр харӑс ҫӗкленсе, хӑйсен пӗчӗкҫӗ ӗҫӗсемпе таҫталла вӗҫсе кайнине пурте калама ҫук йӑпанса пӑхса ларчӗҫ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Нимех те мар, нимех те мар, пӗтӗмпех лайӑх пулӗ ак! — тет те ҫак ҫын сасартӑк, кӑвайтӑн юлашки хӗрлӗрех ҫутинче унӑн ҫуркаланса пӗтнӗ тута хӗррисем инҫетри шухӑшӗсемпе йӑпанса кулни курӑнать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
30. Эрехпе нумайччен йӑпанса ларакансен, техӗмлӗ эрех шыраса ҫӳрекенсен ҫапла пулать вӑл.30. У тех, которые долго сидят за вином, которые приходят отыскивать вина приправленного.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуҫамӑма мӗн кирлӗ, эпӗ ҫавна тума васкӑп, кайран эпӗ мӗн виличчен ҫакӑнпа йӑпанса пурӑнӑп, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.