Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ытар 23

Раздел: Библи –> Соломон ытарӑшӗсен кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 08:54

Предложений: 24; Слово: 386

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Апата патшапа пӗрле лартӑн пулсассӑн, умӑнта мӗн пуррине тимлӗн сӑна, 2. ху апатшӑн антӑхакан ҫын пулсассӑн, карланкуна тӗкӗле. 3. Унӑн илӗртӳллӗ ӗҫми-ҫимине ан сӑхлан: ку вӑл — ултавлӑ апат. 4. Пуяссишӗн ан тӑрӑш, ун пек шухӑшна пӑрах. 5. Пуянлӑх ҫине пӑхса илӗн ҫеҫ — вӑл ҫук та, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйне валли ҫунат тӑвать те, ӑмӑрткайӑк пек, ҫӳлелле вӗҫсе каять. 6. Кӗвӗҫ ҫын патӗнче апата ан лар, унӑн илӗртӳллӗ ӗҫми-ҫимине ан сӑхлан; 7. ӑшӗнчи шухӑшӗ еплерех, вӑл хӑй те ҫавӑн пекех; вӑл сана: «ӗҫ те ҫи» тет, анчах чунӗ унӑн санпа мар. 8. Ху ҫинӗ татӑка эсӗ хӑсса кӑларӑн, ырӑ сӑмахна та ахалех сая ярӑн. 9. Ӑссӑра нимӗн те ан кала: санӑн ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмахна ним вырӑнне те хумасть вӑл. 10. Аҫусем лартнӑ авалхи чикке ан куҫар, тӑлӑхсен ани ҫине ан кӗр, 11. мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн Хӳтӗлевҫи хӑватлӑ; сирӗн хушшӑрти тавӑҫа Вӑл татса парӗ. 12. Пӗтӗм чӗрӳ хавалӗпе вӗрен, ӑслӑ сӑмаха тимлӗн тӑнла. 13. Яш ачана хаса памасӑр ан хӑвар: хулӑпа хӗненӗшӗн вилмест вӑл; 14. эсӗ ӑна хулӑпа хӗнӗн — чунне тамӑкран ҫӑлса хӑварӑн.

15. Эй ывӑлӑм! санӑн чӗрӳ ӑслӑ пулсассӑн, манӑн чӗрем те савӑнӗ; 16. санӑн чӗлхӳ тӗрӗссине каласассӑн, манӑн ӑшӑм-чиккӗм савӑнӗ. 17. Чӗрӳ ҫылӑхлӑ ҫынсене ан ӑмсантӑр, вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑтӑр: 18. ӗнтӗ малашлӑх ҫитӗ, санӑн шанчӑку путланмӗ. 19. Итле, ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗрӳне тӳрӗ ҫул ҫине кӑлар. 20. Эрехпе супакансем хушшинче, аш-какайпа иртӗхекенсем хушшинче ан пул: 21. ӗҫкӗҫӗпе ҫӑтӑх ҫын ҫука тӑрса юлаҫҫӗ, сӳрӗклӗх сана ҫӗтӗк тум тӑхӑнтартса ярӗ. 22. Аҫуна итле: сана вӑл ҫуратнӑ; аннӳне те — ватӑлса ҫитсессӗн те — сума сумашкӑн ан пӑрах. 23. Чӑнлӑха туян, ӑслӑлӑха, вӗрентнине, ӑс-хакӑла ан сут. 24. Тӳрӗ ҫыннӑн ашшӗ хӗпӗртесе тӑрать, ӑслӑ ҫынна ҫуратаканӗ калама ҫук савӑнать. 25. Санӑн аҫу та савӑнтӑрччӗ, сана ҫуратнӑ аннӳ те хӗпӗртесе тӑтӑрччӗ.

26. Эй ывӑлӑм! чӗрӳне ман енне ҫавӑр, куҫу ҫул-йӗрӗме курса тӑтӑр. 27. Аскӑн хӗрарӑм — тӗпсӗр авӑр, ют арӑм вара — ансӑр пусӑ; 28. вӑл, вӑрӑ-хурах пек, пытанса ларать те — халӑх хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тӑвакансен йышне ӳстерет. 29. Кам шавлать, ахӑрать? кам ахлатать? кам вӑрҫать-харкашать? камӑн инкек-синкек сиксе тухнӑ? кам сӑлтавсӑрах суранланнӑ? камӑн куҫӗ юнӑхнӑ? 30. Эрехпе нумайччен йӑпанса ларакансен, техӗмлӗ эрех шыраса ҫӳрекенсен ҫапла пулать вӑл. 31. Эрехӗ епле кӗреннӗн йӑлтӑртатнипе, куркара еплерех хӗмленсе тӑнипе, епле тикӗссӗн ярӑнса юхнипе ан килен, 32. кайран вӑл сана, ҫӗлен пек, сӑхса илӗ, аспид пек амантӗ; 33. куҫу ют арӑмсене сӑхланӗ, чӗрӳ аскӑнла калаҫма пуҫлӗ, 34. вара эсӗ тинӗс варринче ҫывӑрса выртакан евӗр, карап юпин тӑрринче ҫывӑрса пыракан евӗр пулӑн. 35. [Вара калӑн:] «мана хӗнерӗҫ — ыратнине те сисмерӗм, мана тӗрткелерӗҫ — эпӗ туймарӑм. Вӑранӑп та — каллех унчченхине шырӑп» тейӗн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней