Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тин ҫеҫ курса ирттернӗ инкексем — вут, шыв, каймансем — вӗсене хӑрушӑ тӗлӗк пек туйӑнса кайрӗҫ.Недавно пережитые опасности — огонь, вода, кайманы — показались им страшным сном.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ҫак инкексем пурте строительствӑна пула теҫҫӗ амӑшӗсем, — пӳлчӗ ӑна Оська.— Понимаешь, родители узнали, что все это из-за строительства, — прервал его Оська.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
«Усал большевиксем хӗн-хура кӗртсе ӳкернӗ вырӑс халӑхӗ» тӳсекен хӑрушла инкексем ҫинчен темтепӗр сӳпӗлтетнӗ хыҫҫӑн Краснов хӑйӗн сӑмахне хӗрӳллӗн вӗҫлет:
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх кӑмӑлне палӑртса тӑракан правительствӑпа хирӗҫес ҫул ҫине тӑнипе эсир тӑван Дон тӑрӑхне халиччен курман хӑрушӑ инкексем патне илсе ҫитеретӗр.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку инкекрен хӑтӑлатӑн ҫеҫ, урӑх инкексем сиксе тухаҫҫӗ.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Унӑн тӑван кил-йыш та, тӑван ҫӗршыв та, тӗн те, инкексем те пулман.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Робинзон тӗрлӗ инкексем умӗнче шикленсе тӑмасть, вӑл хӑйне хӑй йӑпатма пӗлет, хӑйӗн вӑл-халне, ӑс-хакӑлне пухать, ҫутҫанталӑка тӗпчет, вӗренет.
«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.
Шӑпах ҫав инкексем килсе ӳкрӗҫ те ун пуҫӗ ҫине хӑй кунта таврӑннӑ халлӗнех.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑххӑр тултарнӑ хыҫҫӑн вара ман тӗле тата йывӑртарах инкексем килсе тухма пуҫларӗҫ.А с девяти годов со мной все сурьезнее зачали случаи вершиться.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Староста хӑратакан инкексем ҫитесси инҫе-ха», шухӑшларӗ вӑл: «унччен нумай улшӑну пулӗ-ха: тен, ҫумӑр ҫуса тырӑсене пулӑшӗ, тен, староста куланай пухса пӗтерӗ; тен, тарнӑ хресченсене «хӑйсем пурӑннӑ ҫӗре каялла тавӑрӗҫ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле инкексем?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах пин ҫухрӑмсем, пин тӗрлӗ инкексем уйӑрса тӑраҫҫӗ ӑна халӗ урамран, Гаврикран.Но тысячи верст и тысячи страхов отделяли его от улицы, от Гаврика.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав якорь пулмасан, унӑн инкексем те пулас ҫук пек.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Нимӗн пӗлмесӗр, якорьлӑ аллине кӑшлать, хӑйне мӗнпур инкексем кӳрекен ҫав якорь ӳкерчӗкне кӑшласа татса пӑрахасшӑн тӑрӑшнӑ пекех туйӑнать.Он грыз в беспамятстве руку, как бы стараясь выгрызть якорь.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Каҫхи хӑрушӑ инкексем ҫинчен Ариша, хӳхле-хӳхле, чылайччен каларӗ, манӑн ӗненес те килмест, эпӗ ниепле тӑна кӗрсе ҫитейместӗп.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эпӗ ӗнер яра куна кунӗпех пӑшӑрхантӑм, — терӗ вӑл куҫҫуль витӗр, — тӗрлӗрен инкексем пуласса та шухӑшларӑм, ӑна тискер хир сысни амантнӑ пек те туйрӑм, е пӗр-пӗр чеченец ӑна тусем хушшине тытса кайнӑ пек туйӑнчӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Троекуровпа хирӗҫесси уншӑн тата ҫӗнӗ инкексем пуласса палӑртса тӑнӑ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Фу, хӑратсах пӑрахрӗҫ вӗт, инкексем, — тет Терентьев, — шыв ӗҫме каяҫҫӗ пулас.- Фу, испугали ведь, черти, - сказал Терентьев, - похоже идут попить воды.
Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955
Темиҫе инкеке регистрациленӗ хыҫҫӑн ЧР чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсемпе тимлекен патшалӑх комитечӗн специалисчӗсем Вӑрман-Ҫӗктер, Шӗнерпуҫ, Лапсар ял тӑрӑхӗсенчи юхан шывсене тӗрӗсленӗ: инкексем хыҫҫӑн кӑна шыва кӗме юраманнине палӑртакан аншлагсем вырнаҫтарнӑ иккен асӑннӑ вырӑнсенче.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Чи малтанах ҫунса кайма, шыв илме тата ытти техногенлӑ инкексем пулассине шута илмелле.Сперва нужно иметь в виду возможные пожары, наводнения и другие техногенные бедствия.
Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05