Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтӗнми (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем унӑн путмар сакки патнелле шуса пычӗҫ те, Ланкина вӗсем патнелле усӑнса, илтӗнми йӗрсе, пиччӗшӗ мӗнле вилни ҫинчен каласа пачӗ.

Они подползли к ее нарам, и Любовь Евграфовна, свесившись к ним, заливаясь беззвучными слезами, рассказала пионерам о том, как погиб ее брат.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ура сассисем сасартӑк илтӗнми пулчӗҫ, иккӗшӗ те таҫта ҫухалчӗҫ.

Шаги их внезапно заглохли, будто они оба исчезли.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫемҫе рак хуран чулӗ ура сассине илтӗнми тӑвать.

Мягкий ракушечник скрадывал звук шагов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унтан ҫутӑ та ялкӑшма пӑрахнӑ, ура сассисем те илтӗнми пулнӑ.

Потом пропали и эти отблески, затихли вдалеке шаги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫара урисемпе илтӗнми пуса-пуса, громкоговоритель патне чупса пычӗ.

Неслышно ступая босыми ногами, подбегал к громкоговорителю.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Партӑсем еннелле хӑяккӑн тӑракан Ким пичче алтупанӗсене сӗтел ҫине пуснӑ; ӑнлануллӑ кӑтартакан, авкаланакан типшӗм аллисем, ҫӗр ҫинче пластунла шӑвакан икӗ разведчик пек, илтӗнми шӑвӑнчӗҫ.

И руки дяди Кима, повернувшегося боком к партам, выразительные, сухие, гибкие руки, прижатые ладонями к столу, поползли неслышно, словно два разведчика, по-пластунски пробирающиеся по земле.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Выльӑхсем мӗкӗрешнӗ вӑхӑтра кӑна сассисем илтӗнми пулаҫҫӗ.

Их голоса перебивает только рев скотины.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫил ҫеҫенхир тӑрӑх асар-писеррӗн шӑхӑрса та ҫавӑрттарса вӗҫрӗ, вӑл курӑк хушшинче чӑтма ҫук хытӑ шавланине пула аслати сасси те, кустӑрмасем кусни те илтӗнми пулчӗҫ.

Ветер со свистом понесся по степи, беспорядочно закружился и поднял с травою такой шум, что из-за него не было слышно ни грома, ни скрипа колес.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫапла юлашки хут чуп тунӑ хушӑра вӑл ӑна мӗн те пулин пӑшӑлтатса каларӗ пуль, «Леш тӗнчере курнӑҫиччен, Рада», тесе те пӗлтерчӗ пуль, апла пулсан та, ҫине-ҫине пӑшал персе шалтлатнине пула нимӗн илтӗнми пулчӗ.

Быть может, он что-нибудь сказал Раде, быть может, шепнул во время этих прощальных поцелуев: «До свидания в мире ином, Рада», — но если и так, слов его нельзя было расслышать из-за стрельбы за стеной, из-за ударом нуль внутри.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑ вӗрни малтан ҫывхарсах килетчӗ, унтан сахалтарах та инҫетререх илтӗнчӗ, каярахпа илтӗнми те пулчӗ…

Лай сначала приближался, потом становился все глуше и наконец умолк…

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Музыкӑ часах илтӗнми пулчӗ, Огнянов ун ҫинчен пачах манса та кайрӗ.

Вскоре, однако, звуки музыки умолкли, и Огнянов тотчас забыл о них.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрӑҫӑ ҫурт умӗпех иртсе кайрӗ, урам вӗҫне тухсан, юрри те илтӗнми пулчӗ.

Певец прошел мимо, и песня замерла в конце улицы.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Оркестр калама чарӑнчӗ, шӑв-шав илтӗнми пулчӗ.

Оркестр перестал играть, и шум утих.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каярахпа тин ӑна шыв шӑнкӑртатса юхни илтӗнсе кайрӗ, ҫав сасӑран урӑх нимӗн те илтӗнми пулчӗ.

Наконец до него донесся плеск падающей воды, заглушивший все остальные шумы.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрӑ хӑюллӑ та вичкӗн пулнӑ, кӗвви те ун хаваслӑ янӑранӑ, — юрӑра ик-виҫӗ салху нота та пулнӑ, анчах кӗвӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, хавас илтӗннӗ, ҫавӑнпа салху нотӑсем вӗсем хушшинчен илтӗнсех кайман, вӗсем хушса юрланӑ чухне ҫухалнӑ, юлашки куплетра илтӗнми пулнӑ — тӗрӗсрех каласан, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн кӑмӑлӗ урӑхла пулнӑ пулсан, салху нотӑсен хаваслӑ янӑравра ҫухалмалла пулнӑ; анчах халь ун сассинче салху нотӑсем ытти нотӑсенчен хытӑрах илтӗннӗ, вӑл ҫавна асӑрхаса илет те чунӗпе хӑпартланса кайнӑ пек пулать, вӗсене юрланӑ чухне вара сассине антарать, вӗсем хыҫҫӑн юрламалли хаваслӑрах сасӑсене хытӑрах юрлама пуҫлать, анчах вӑл шухӑша кайнипе кӗҫех юрра манса каять, вара салху сасӑсем каллех хытӑрах янӑрама тытӑнаҫҫӗ.

Смелая, бойкая была песенка, и ее мелодия была веселая, — было в ней две-три грустные ноты, но они покрывались общим светлым характером мотива, исчезали в рефрене, исчезали во всем заключительном куплете, — по крайней мере, должны были покрываться, исчезать, — исчезли бы, если бы дама была в другом расположении духа; но теперь у ней эти немногие грустные ноты звучали слышнее других, она как будто встрепенется, заметив это, понизит на них голос и сильнее начнет петь веселые звуки, их сменяющие, но вот она опять унесется мыслями от песни к своей думе, и опять грустные звуки берут верх.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫур ҫӗр ҫитеспе, хутор ҫине ним сас-чӳ илтӗнми шӑплӑх ансан, Ҫӑрттан мучипе иккӗшӗ малтанхи автансем авӑтнине чаплӑн итлерӗҫ, вӗсен юррипе кашни хӑй пӗлнӗ пек хытӑ хӗпӗртерӗ.

Около полуночи в нерушимой тишине, стоявшей над хутором, они с дедом Щукарем торжественно прослушали первых петухов, порознь восторгаясь их слаженным пением.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кондратӑн хӑйӑлтатарах тухакан сасси хӑвӑртах аяккалла кайса ҫухалнӑҫем илтӗнми пула пуҫларӗ…

Хрипловатый голос Кондрата стал стремительно удаляться, глохнуть…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тиха мӑйӗнче ҫапкаланса пыракан пӗчӗк шӑнкӑрав каҫса кайсах тинкӗлтетнӗ сасӑ илтӗнми пулса та ӗлкӗрейменччӗ, крыльца ҫине Давыдов тухса тӑчӗ, Демкӑна васкавлӑн каларӗ:

Еще не успел заглохнуть захлебывающийся звон балабона, мотавшегося на шее жеребенка, как на крыльцо вышел Давыдов, торопливо сказал Демке:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, лаша сасси те, утти те илтӗнми пулчӗ.

Помоги переводом

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Каҫа пула курӑнми пулнӑ ҫынсен чӑрмавлӑ пурнӑҫӗ ҫуратнӑ сасӑсем, хумсем шӑпӑлтатнӑҫем шӑпӑлтатнипе хупланса, ерипенех илтӗнми пулса ҫитеҫҫӗ…

А неопределенные звуки хлопотливой жизни ее невидимых обитателей становились тише, заглушаемые возраставшим шорохом волн…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней