Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӑна кӗрсе ҫитнӗ ҫӗре музыка сасси те илтӗнми пулнӑ тата полк та куҫран ҫухалнӑ.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ӗнтӗ ытти юрӑҫсен сассисем илтӗнми те пулчӗҫ, иккӗмӗш сасӑ ҫеҫ, пӗр кимӗлсе те ҫӗкленсе, ҫав-ҫавах чуна хускатмалла ҫепӗҫҫӗн чӳхенсе юхрӗ.Уж и песенников не стало слышно, а подголосок звенел, падал и снова взлетал.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юрӑ шӑранма пуҫларӗ ҫеҫ, — лавсем ҫинче калаҫса пыракан казаксен сассисем харӑсах шӑпланчӗҫ, утсене нулатса хӑвалани илтӗнми пулчӗ, пин ытла лавлӑ обоз вара, тарӑн та черчен чӗмсӗрлӗхе путса, шӑппӑн малалла шуса пычӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каштанка хӑй ӗренкине кӗрсе ҫитнӗ ҫӗре, урамра музыка та илтӗнми пулчӗ, полк та ҫукчӗ ӗнтӗ.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Кайӑк вӗҫсе кайсан, турат чӗтренсе юлнӑ, юрӑ илтӗнми пулнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Коридорта Коробинӑн ура сассисем илтӗнми пулнӑ-пулманах Дарья Семеновна пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтса кӗчӗ, ӑна кӑмака умӗнчи шуҫ ҫине хуллен хучӗ те чукун алӑка шаклаттарчӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Майӗпе лаша ури сассисем илтӗнми пулчӗҫ, хутор патӗнче, тӗтреллӗ ирхи сывлӑшра «у-р-р-ра-а-а!» кӑшкӑрни илтӗнчӗ, Хохлаков лашан чӗтрекен малти уринчен тытса, ҫӗкленме шутларӗ, лаши шиклӗн хартлатса, хӑйӗн хуҫи ҫине айккӑн пӑхкаларӗ…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ерипен илтӗннӗ, кас-кас пачах илтӗнми пулса, каллех илтӗнсе кайнӑ…
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лав инҫе кайрӗ, сасӑсем илтӗнми пулчӗҫ.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аслати илтӗнми пулчӗ: таҫта ҫывӑхрах шыв арманӗ кӗрленӗ пек, урамра пӗр евӗр шав тӑрать…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫапла, Сергей Тимофеевич, — терӗ вӑл, пӗр илтӗнми утӑмсемпе кабинет тӑрӑх утса ҫӳресе, — эсӗ ху кӗрсе тухни питӗ аван-ха, пурнӑҫри пур ыйтусем ҫинчен те халех калаҫса татӑлӑпӑр.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн сасси, тин ҫеҫ вӑйланма пуҫланӑскер, илтӗнми пулчӗ.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тимофей Ильич ун патне илтӗнми пекех шӑппӑн пырса тӑчӗ те хулпуҫҫи урлӑ пӑхрӗ.Тимофей Ильич подошел к нему неслышно, постоял, посмотрел через плечо.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лаша ури сасси тахҫанах илтӗнми пулчӗ ӗнтӗ, айлӑма шӑплӑх хупласа илчӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йытӑ вӗрнӗ сасӑ часах чарӑнчӗ, хуралҫӑ кӑшкӑрашни те илтӗнми пулчӗ ӗнтӗ, анчах Евсей лашине ҫаплах хӑваларӗ-ха.Лай собаки вскоре смолк, не доносился и крик сторожа, но Евсей гнал и гнал коня.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лаша ури сасси майӗпенех илтӗнми пулчӗ, йывӑҫ тӑррисем лӑпкӑн та ҫуйхануллӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.Стук копыт постепенно смолк, только тревожно и глухо шумели верхушки деревьев.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳпере кӗрленӗ сасӑ инҫетелле кайса илтӗнми пулчӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл сапера юриех малалла ирттерсе ячӗ те, хӑй илтӗнми выртса, ансӑр хушӑка шуса кӗчӗ.Он нарочно пропустил вперед сапера, а потом неслышно прилег и скользнул в узкую расщелину.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хура тинӗс флочӗн карапӗсем ҫыран хӗррине пӗр илтӗнми ҫывхарнӑ та Керчь ҫурутравне темиҫе вырӑна десант антарма пуҫланӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аякри кӗтесрен, сасса хыттӑн илтӗнми туса, ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет.Из дальнего угла слышалось судорожное, приглушенное рыдание.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.