Поиск
Шырав ĕçĕ:
Манӑн хӑлхана кичемлӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Тӗлӗнмеллерех темӗнле чӑшӑр-чӑшӑр, тӑнк-танк, ҫӑмартан тимӗр хуппине тулашран темӗнле япаласем перӗнни-чышни-тӗртни илтӗнеҫҫӗ.
Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫуртӑн инҫетри пайӗнче сасӑсем — кухня ҫӗҫҫисен шаклатӑвӗ, савӑт-сапа шӑнкӑртатӑвӗ — илтӗнеҫҫӗ.В дальней части дома были слышны голоса, стук кухонных ножей, звон посуды.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫул аяккисемпе аслати ҫапса ватнӑ ватӑ хурӑнсем ман пуҫ тӑрринелле йӗпе турачӗсене карӑнтарса лараҫҫӗ; сулахай енче, сӑртран аялта, хура Атӑл тӗлӗнче, юлашки пароходсемпе баржӑсен мачтисем ҫинчи сайра ҫутӑсем, тӗпсӗр шӑтӑкалла анса кайнӑ пек, ярӑнса пыраҫҫӗ, шыв сийӗпе ураписем шампӑртатса пыраҫҫӗ, кӑшкӑртнисем илтӗнеҫҫӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Инҫетрен, ҫӗр тӗпӗнчен кӑшкӑрнӑ пек сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ман тавра вара пӗр-пӗрин аллисене чӑмӑртаҫҫӗ, тӗрткелешеҫҫӗ, пур енчен те туслӑхпа килӗштерӳ сӑмахӗсем, ӑшӑ кулӑсем, шӳтленисем илтӗнеҫҫӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мимипе хӗрачасем ҫывӑрнӑ пӳлӗмре те, эпир каҫхине ун стени урлӑ калаҫкаланӑччӗ, утса ҫӳренӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ пусма тӑрӑх хӑпарнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, анчах ку Фока мар!
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑвах: пусӑмсӑррисем вӑйсӑр илтӗнеҫҫӗ, вӗсене ыттисенчен уйӑрса илме йывӑр терӗн-ҫке…
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Уҫӑ сасӑсем пусӑмлӑ чухне ҫеҫ лайӑх илтӗнеҫҫӗ, — ӑнлантаратӑп эпӗ.— Гласные произносятся четко и ясно лишь тогда, когда они находятся под ударением, — объяснял я.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Чӑнах пирӗн Ако уххи ку! — илтӗнеҫҫӗ кӑшкӑрашнӑ сасӑсем.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вельбот тупӑннӑ! — илтӗнеҫҫӗ тӗрлӗ сасӑсем.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Эпӗ, Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗн ҫамрӑк пионерӗ…» — янравлӑн та ҫирӗппӗн илтӗнеҫҫӗ пионерсен тупа сӑмахӗсем.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Акӑ, тухтӑр чӗрене итлет: вӑл туллин, тикӗссӗн тапать-и, е унта кирлӗ мар сасӑсем илтӗнеҫҫӗ?Вот врач выслушивает сердце: полные, ровные удары или есть сторонний шум?
19 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пире каланӑ-им ун ҫинчен? — тенисем илтӗнеҫҫӗ пур енчен те.
15 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ун пек сӑмахсем инҫете илтӗнеҫҫӗ, вӗсем ҫывӑраканнисене те вӑратаҫҫӗ.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав вӑхӑтрах тултан ачасем тӳсӗмсӗр кӑшкӑрнисем илтӗнеҫҫӗ:
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Те коридортан, те юнашар камерӑран тытӑнчӑк сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.Из коридора или из соседней камеры донеслись хриплые голоса.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тӗрмерен чӗре ҫурӑласла ҫухӑрнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кӑшкӑрашнӑ, йӗнӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.