Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗрентмен (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, «ӑслӑ арӑмпа» мухтанас шутпа, Штольц Ольгӑна ытлашши ӑслӑ япаласем ҫинчен вӗрентмен.

Он не навязывал ей ученой техники, чтоб потом, с глупейшею из хвастливостей, гордиться «ученой женой».

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Никам та вӗрентмен, асӑма килет те юрлатӑп. Камӑн илтмелле, ҫав илтет; камӑн илтмелле мар, вӑл ӑнланаймасть».

«Никто не выучил; вздумается — запою; кому услыхать, то услышит; а кому не должно слышать, тот не поймет».

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Атте мана баянпа калама вӗрентмен, вӑрра кӗнӗшӗн вара пӳрнесене шатӑртаттаратчӗ.

Меня отец на баяне не учил, а за воровство руки выламывал.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Ахаллӗн ҫав ниме те вӗрентмен, нимӗнле ӑсе те ҫук ҫӑкӑр татӑкӗ, хӑйне ҫав тери пысӑк ӗҫпе ярсан, ҫавӑн пекех ӑслӑн хӑтланма пултарас ҫукчӗ темелле.

Потому что простой кусок хлеба без заговора не мог бы действовать так осмысленно, выполняя дело такой важности.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак ӗҫе ӑна никам та вӗрентмен.

Этой работе ее никто не учил.

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

– Тӑван чӗлхене эпӗ аттен кӗнекисем тӑрӑх хам тӗллӗн тӗпчерӗм – пире шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмен.

- Родной язык я изучила по книгам отца - нас в школе не обучали чувашскому языку.

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

- Карина, сире училищӗре ятарласа чӑваш юрри-кӗввине ӑша илме вӗрентмен.

Помоги переводом

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Никам та вӗрентмен мана, хам тӗллӗн ӑс пухса аталантӑм.

Никто меня не обучал, развивался самостоятельно.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

4. Кам та пулин сире эпир вӗрентмен урӑх Иисус ҫинчен пырса вӗрентсессӗн, эсир хӑвӑр илмен урӑх сывлӑша йышӑнсассӑн, хӑвӑра пӗлтермен урӑх Ырӑ Хыпара йышӑнсассӑн — эсир ҫакна нимӗн те мар тӳсетӗр.

4. Ибо если бы кто, придя, начал проповедывать другого Иисуса, которого мы не проповедывали, или если бы вы получили иного Духа, которого не получили, или иное благовестие, которого не принимали, - то вы были бы очень снисходительны к тому.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Турӑ шанчӑклӑ пулнӑ пек, эпир те сире пӗрре ҫапла, тепре капла вӗрентмен.

18. Верен Бог, что слово наше к вам не было то «да», то «нет».

2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Стефана вӗлернӗ хыҫҫӑн хӗсӗрлеме пуҫланине кура саланса кайнисем ҫав хушӑра Финикийӑна, Кипра, Антиохие ҫитиех ҫӳресе тухнӑ; вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен.

19. Между тем рассеявшиеся от гонения, бывшего после Стефана, прошли до Финикии и Кипра и Антиохии, никому не проповедуя слово, кроме Иудеев.

Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мана чаруллӑ пулма вӗрентмен пулсассӑн, санӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӳсем пулман пулсассӑн, вӗсем вырӑнне вилӗм аллине эсӗ лекнӗ пулӑттӑн, тенӗ.

Если бы не привязанность моя к тебе по воспитанию и не заслуги твои, то ты вместо них был бы лишен жизни.

3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Санӑн суту — аслӑ, ӑс ҫитерейми, ҫавӑнпа та вӗрентмен чунсем аташса кӗрсе кайнӑ.

1. Велики и непостижимы суды Твои, посему ненаученные души впали в заблуждение.

Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӗвӗ ҫеммисене кӑларма та ӑна никам та вӗрентмен, хӑех хӑнӑхнӑ вӑл — Турӑ панине арчара пытарса усраймӑн.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Светланӑна ку ӑсталӑха ятарласа никам та вӗрентмен, темиҫе ҫул каялла вара юлташӗ аппаланнине курсан Светлана та иленнӗ.

Помоги переводом

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней