Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ӑсл 17

Раздел: Библи –> Соломонӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 09:34

Предложений: 14; Слово: 331

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Санӑн суту — аслӑ, ӑс ҫитерейми, ҫавӑнпа та вӗрентмен чунсем аташса кӗрсе кайнӑ. 2. Ӗнтӗ сӑваплӑ халӑха пусмӑрлама шутланӑ йӗркесӗр ҫынсем, тӗттӗмлӗх чурисемпе вӑрӑм каҫ тыткӑнҫисем, килӗсенче питӗрӗнсе ларса, Пурне те Пӗлсе Тӑраканран пытанасшӑн пулнӑ. 3. Вӗсем, вӑрттӑн ҫылӑхӗсенчен манӑҫ сӗмлӗхӗнче пытанма шутланӑскерсем, куҫӗсене темтепӗр курӑннипе сехӗрленсе саланса пӗтнӗ: 4. ӗнтӗ чи улах вырӑнта та сехре хӑппинчен тарса пытанайман, вӗсене йӗри-таврари хӑрушӑ сасӑсем сехӗрлентернӗ, хаяр сӑн-сӑпатлӑ тискер хӑратмӑшсем курӑннӑ. 5. Ҫак сӗм тӗттӗм каҫа нимӗнле вут-ҫулӑм та уҫса ярайман, ҫӑлтӑрсен ялтӑр ҫути те ҫутатма пултарайман. 6. Вӗсене хӑй тӗллӗн куҫса пыракан пысӑк вут-ҫулӑм ҫеҫ ҫутатнӑ, вӗсем ҫавӑнтан сехӗрленсе ӳкнӗ, ун ҫине пӑхма та, ӑна уҫӑмлӑн курма та май пулман, ҫавӑнпа та куҫа курӑнаканни вӗсене тата хӑрушӑрах курӑннӑ. 7. Ӑрӑмҫӑсен ӑсталӑхӗнчен кулни, ӑстӑнпа мухтаннине питлени куҫ умнех тухса тӑнӑ: 8. асаплӑ чуна пулӑшма — хӑранине, сехӗрленнине хӑваласа яма — пулнисем хӑйсем те намӑсла хӑраса ӳкнӗ. 9. Вӗсене хӑратман та, шиклентермен те, вӗсем хӑйсемех наркӑмӑшлӑ чӗрчунсем хӗвӗшнинчен, ҫӗлен-калта шӑхӑрнинчен сехри хӑпнипе тӗп пулнӑ, ӗнтӗ сывлӑш ҫине те пӑхма хӑранӑ — унран ниҫта та тарса каяйман: 10. хӑйне хӑй кӳнтелесе айӑплакан усаллӑх вӑл хӑравҫӑ, чун-чӗри канӑҫ паманран темӗнле тискерлӗх те шутласа кӑларать. 11. Ӑс-хакӑл пулӑшайми пулсассӑн сехре хӑппи ҫитет. 12. Ӑшри шанӑҫ мӗн чухлӗ сахалрах, асап кӳрекен сӑлтавне пӗлменни ҫавӑн чухлӗ хӑрушӑрах туйӑнать. 13. Ҫав каҫхине — чӑннипе те тӳсмелле мар, чӑтмалла мар тамӑк тӗпӗнчен тухнӑ каҫхине — вӗсем яланхи пекех ҫывӑрма выртнӑ, 14. анчах вӗсене е тискер ӗмӗлкесем шуйхатса ӳкернӗ, е вӗсем чунӗ хавшанипе халсӑрланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен хӑратса пӑрахнӑ. 15. Ҫапла вара, кам ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта тыткӑна лекнӗ — сӑнчӑрсӑр тӗрмене ҫакланнӑ. 16. Ҫӗр ӗҫлекенӗ пулнӑ-и вӑл е кӗтӳҫӗ, е пушхирте ӗҫлекенӗ — пурне те ярса тытнӑ, пурте тарса хӑтӑлайми шӑпа аллине лекнӗ: 17. вӗсене пурне те сӗм-сӗмлӗхӗн салтӑнми ҫыххипе ҫыхса лартнӑ. Шӑхӑракан ҫил-и е ҫӑра турат хушшинчи чӗвӗлти кайӑк сасси-и, е шарлаккӑн юхакан шыв кӗрлевӗ-и, е ишӗлекен чулсем кӗрӗслетни-и, 18. е куҫа курӑнман чӗрчунсен сикки-и, е ахӑракан тискер кайӑксен сасси-и, е тусем хушшинчен янӑраса килекен ахрӑм-и — ҫаксем пурте вӗсене сехӗрлентерсе халсӑрлатнӑ. 19. Ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче янкӑр ҫутӑпа ҫуталса тӑнӑ, пӗр чӑрмавсӑр хӑйӗн ӗҫне тунӑ; 20. ҫав йывӑр каҫ — хӑйсене хупӑрлас сӗмлӗхӗн сӑнарӗ — пӗр вӗсене ҫеҫ хупӑрласа тӑнӑ; анчах вӗсем хӑйсене хӑйсем сӗмлӗхрен те ытларах асаплантарнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней