Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать»

Автор: Дмитрий МОИСЕЕВ

Источник: «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Добавлен: 2016.03.22 11:11

Предложений: 223; Слово: 2185

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Культура

Ҫыравҫӑ валли калас тенӗ тарӑн шухӑша уҫса пама ҫӗр пин сӑмах пур, анчах композитор валли пӗтӗм халӑх чунне хускатмалли кӗвӗ хайлама ҫичӗ нота кӑна ҫирӗпленнӗ. Ҫав ҫичӗ нотӑпах вӗсем ҫынсене куҫҫульлентереҫҫӗ, хаваслантараҫҫӗ, пурӑнма вӑй-хӑват параҫҫӗ... Чӑваш мусӑкҫисем вара пентатоника мелӗпе ҫырлахсах тӑван халӑхӑмӑр ывӑлӗ-хӗрӗн кӑмӑлне ҫӗклемелли юрӑ-кӗвӗ калӑпласа кӑлараяҫҫӗ. «Хыпар» хаҫат тӗпелне ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятельне, «Янташ» эстрада ушкӑнӗн ертӳҫине, РФ Культура министерствин «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллине тивӗҫнӗ Анатолий НИКИТИН композитора йыхравлама вӑхӑт ҫитрӗ. Вӑл — 400 ытла юрӑ кӗввин, «Пӑлхарсем ҫинчен хывнӑ сӑмах» симфони поэмин, квартет, трио валли хайланӑ музыка произведенийӗсен, романссен, «Ташӑ кӗввисем», «Эй, тӑван, тус-тӑван», «Туссем юрлар-ха савӑнса» юрӑ пуххисен авторӗ. «Ҫавал», «Тӑван кӗвӗсем» тата ытти нумай ушкӑн валли чӗринчен вун-вун композици шӑратса кӑларнӑ вӑл. Ҫавӑнпах иккӗленместӗп: тӑван халӑхӑмӑра каласа кӑтартмалли нумай Вӑрнар районӗн мухтавлӑ ывӑлӗн.

— «Арман хуҫин ывӑлӗ арманҫах пулать», — тенӗ ваттисем. Каласа кӑтартнине илтнӗ тӑрӑх — аҫӑр-аннӗр юрра-кӗвве ӑста пулнӑ. Ҫакна кура эсир урӑх ҫулпа кайма пултарайман ӗнтӗ.

— Ҫапла-ши? Атте те, анне те уяв кӗрекине илем кӳме пӗлетчӗҫ. Ӗлӗк чӑваш эрни-эрнипе хӑналансан та сӑнран улшӑниччен, ураран ӳкиччен эрех-сӑра ӗҫмен, пӗр вӗҫӗм юрланӑ, савӑнма пӗлнӗ. Туй-ҫуй, Сурхури, Ҫӑварни, Мӑнкун йӑли-йӗркине курса ӳсрӗм, ҫак уявсенче шӑрантаракан юрӑсем ӑса хывӑнчӗҫ. Атте хӑй те тӗрлӗ инструмент калама пӗлетчӗ. Мандолинӑна, балалайкӑна, купӑса, шӑпӑра, кӗслене илемлӗн янӑраттаратчӗ. Тимӗрҫӗре ӗҫленӗскерӗн алли килетчӗ — вӗсене вӑл киввисенчен майлаштарса е ҫӗнӗрен хӑех ӑсталатчӗ. Кӗвӗ ҫеммисене кӑларма та ӑна никам та вӗрентмен, хӑех хӑнӑхнӑ вӑл — Турӑ панине арчара пытарса усраймӑн. Шкула кайичченех эпӗ купӑс курнӑ-ха, ӑна калама та пӗлнӗ, анчах тӗнчере баян пурри пирки илтмен. 5 ҫулта чухне хамӑр ялтан тухнӑ баянист /шел, ячӗ манӑҫнӑ/ концерт кӑтартрӗ. Эх, мӗн тери ҫунатлантӑм ун чухне — ҫав мусӑкҫӑ пекех профессионал пулмашкӑн ӗмӗтленме тытӑнтӑм.

— Апла эсир юрӑ-кӗвӗ илемне туйса ӳснӗ. Пӗртӑванӑрсем те музыкӑна аван чухлаҫҫӗ-и?

— Улттӑн эпир, ултсӑмӑр та баян, купӑс, балалайка калама пӗлетпӗр. Виҫсӗмӗр ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илтӗмӗр. Шӑллӑм Юра Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӑс пухрӗ, Ямал-Ненец автономи округӗнче пурӑннӑ май шкулта ӗҫлет, пултарулӑх ушкӑнӗсене ертсе пырать. Ача-пӑча ансамблӗсемпе хамӑр ҫӗршыври фестивальсене кӑна мар, чикӗ леш енче иртекеннисене те чылай хутшӑнчӗ. Йӑмӑкӑм Людмила Хусан патшалӑх консерваторийӗн балалайка класӗнче ӑсталӑхне туптарӗ. Халӗ вӑл Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ҫамрӑксене пӗлӳ парать тата гитара калама вӗренес кӑмӑллисене уйрӑммӑн пулӑшать. Шӑллӑмсем Михаилпа Сергей те музыка инструменчӗсем калама, юрлама ӑста.

— Анатолий Никитич, эсир Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищин дипломӗпе ҫырлахман. Н.К.Крупская ячӗллӗ Мускав патшалӑх культура институтне тухса кайнӑ. Кунта илнӗ пӗлӳ ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ-и?

— 5 ҫулта чухне тӗлӗнтернӗ баянист пек пулас тениех канӑҫ памарӗ. Мускавра вара ку енӗпе тата ҫирӗпрех ыйтатчӗҫ, хам та кӑмӑлпах вӗренеттӗм. Аслӑ шкулӑн вӗренӳ программи консерваторинни евӗрехчӗ. Кунне ултшар сехет баян калаттӑм. Пирӗнпе халӑхра ят-сум ҫӗнсе илнӗ Виктор Гридин /Людмила Зыкина упӑшки.-Авт./, Евгений Кузнецов, Петр Гвоздев баянистсем самай ӑшталанчӗҫ. Виҫӗ уйӑхлӑх практикӑна Ярославле ячӗҫ. Ку хулана вӑл вӑхӑтра самаях ҫӗклерӗҫ, мӗншӗн тесен Валентина Терешкова космоса кайса килнӗччӗ. Пултарулӑх коллективӗсене те ҫӗнетрӗҫ. «Хӗрлӗ Перекоп» фабрикӑн культура керменӗнчи «Чайка» халӑх ташӑ ансамблӗн баянистӗнче ӗҫлерӗм. Ушкӑн ертӳҫинчен Владимир Ширвелисран пӗр шит чухлӗ те хӑпмарӑм. Кӗске тапхӑртах ансамбльпе ҫывӑхлантӑм, ташӑҫсем те ман пултарулӑха килӗштерчӗҫ ахӑртнех — ӗҫлемешкӗн юлма тархасларӗҫ, хваттер пама шантарчӗҫ. Анчах эпӗ Чӑваш Ен чунӑма ҫывӑхраххине пӗлтертӗм. Шупашкара таврӑнсан мана культура училищине ячӗҫ. Преподаватель ӗҫне кӳлӗнсе ӑсталӑха пӗтересрен хӑрарӑм, баян калас килнипех Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫул тытрӑм. Кун-ҫулӑмӑн 12 ҫулне патӑм ку ушкӑна. Ун чухне эпир ансамбльте 60 ҫынран та ытлаччӗ.

— Биографийӗре тишкерес-тӗк, эсир ҫарта та пулнӑ. Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе хӑш вӑхӑтра татма ӗлкӗртӗр?

— Ансамбльте нумай та ӗҫлеймерӗм — салтака кайма повестка пачӗҫ, ҫар комиссариатӗнчисем мана Германири танк бригадин сумлӑ ансамбльне ярасшӑн пулнӑ. Анчах тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн операци сӗтелӗ ҫине выртмаллине пӗлтерчӗҫ. Эпӗ вара хӗсмете каяс тесе пуҫа шакла кастарнӑччӗ. Пыр парӗсене касса илнӗ хыҫҫӑн ансамбле таврӑнтӑм, концертсенче, гастрольсенче парик тӑхӑнма тиврӗ. Ҫара вара 1972 ҫулта кайрӑм — Куйбышеври /халӗ Самар хули/ Атӑлҫи ҫар округӗн ансамбльне лекрӗм. Округри пур хулана та самолетпа вӗҫеттӗмӗр, концертсем лартаттӑмӑр. Музыка ӑсталӑхне туптанипе пӗрлех хӗсметре йӗркене, дисциплинӑна хӑнӑхрӑм, ҫавӑнпа, манӑн шухӑшпа, пур каччӑн та салтак пӑттине тутанса курмалла. Курнӑҫланса ахаль калани мар ҫакӑ — «Ҫар арҫынна пурӑнма вӗрентет», — тени тӗрӗсех.

— Ҫартан таврӑнсан юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ хушӑрах ытти ушкӑна та баян каласа илемлетнӗ эсир. Вӑхӑтне ӑҫтан ҫитертӗр?

— Халӗ тӗлӗнетӗп те. Шалти ӗҫсен министерствин клубне, электроприборсем тӑвакан заводӑн, пир-авӑр комбиначӗн ушкӑнӗсенче аккомпаниатор баянистра тӑрӑшрӑм. Ку чун ыйтни те, хваттер туянас тесе укҫа ытларах ӗҫлесе илме тӑрӑшни те. Мӗншӗн тесен хама уйӑрнӑ хваттере пӗрремӗш арӑмпа хӗрӗме парса хӑвартӑм. Анчах пурӑнмалли кӗтесе тӳрех туянасси пулмарӗ... Композитор нота тетрачӗ ҫине ҫырнинчен те пуянрах кӗвӗ кӑларма шӑпах тӗрлӗ ушкӑнра баян калани пулӑшрӗ. Музыкӑна пӳрне шайӗнче кӑна мар, пуҫ шайӗнче ӑнланма тытӑнтӑм, аранжировка тума хӑнӑхрӑм. Ҫавӑн чухнех пӗрремӗш юрӑ ҫырӑнчӗ: Юрий Сементерӗн «Ан васка» сӑввине кӗвве хыврӑм. Ӑна Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор килӗштерчӗ, юрлама сӗнчӗ. Кӑштахран Петӗр Ҫӑлкуҫӑн «Юратсассӑн» сӑвви валли кӗвӗ ҫырӑнчӗ. «Ҫавал» ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫинче ӗҫленӗ чухне гастрольпе ӑҫта кӑна ҫитсе ҫаврӑнмарӑмӑр-ши? 1982 ҫулта культурӑпа ҫутӗҫ училищинче преподавательте ӗҫлеме пикентӗм. Кунтах Надежда Ивановнӑпа паллашрӑм. Туслӑх юратӑва куҫсан 1984 ҫулта ҫемье ҫавӑртӑмӑр, ҫулталӑкран пирӗн хӗр Светлана ҫуралчӗ.

— Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх — сире юрӑсем хайланӑшӑн кӳрентерекен те тупӑннӑ. «Эсӗ баянист вӗт. Композитор ахаль те нумай. Ку ӗҫе мӗншӗн сӗкӗнетӗн?» — тенӗ.

— Ҫав сӑмахсем чуна ыраттарнӑранах хам ума тӗллев лартрӑм: манӑн профессионал композитор пулмаллах. Мӑшӑрӑм та шухӑшӑма ырларӗ. Юрӑсене пуҫтартӑм та Хусан патшалӑх консерваторине тухса кайрӑм. Анчах мана ӳсӗме пула /ун чухне эпӗ 38 ҫултаччӗ/ куҫӑн майпа вӗренме йышӑнмарӗҫ, Пушкӑртстанри паллӑ педагог Загир Исмагилов патне кайса пӑхма сӗнчӗҫ. Ҫапла Ӗпхӳри искусствӑсен институтӗнче пилӗк ҫул ӑсталӑха туптарӑм. Ҫӗнӗ юрӑсем ҫырӑнма пуҫланӑран икӗ ушкӑн йӗркелерӗм. «Нарспи» халӑх ятне тивӗҫме пултарчӗ. «Нухрат» ушкӑн солисчӗсем эпӗ кӗвӗленӗ эстрада юррисене шӑрантарчӗҫ.

— Чылайӑшӗ «Тӑван яла таврӑнсан», «Урхамахсем тӑраҫ тӑпӑртатса» тата ытти хӑшпӗр юррӑн сӑмахӗсем те, кӗвви те халӑхӑн тесе шухӑшлать. Анчах вӗсем сирӗн «чӗпӗсем» вӗт.

— «Тӑван яла таврӑнсан» юрӑ тӗлӗнмелле лару-тӑрура ҫуралчӗ. Пушкӑртстанри Кӑрмӑскал районӗнчи Суук Чышма ялӗнче концерт лартрӑмӑр та ушкӑнпа Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме пуҫтарӑнтӑмӑр. Сӗтел хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах пуҫӑма кӗвӗ килчӗ. Пӗри — пӗр сӑмах, тепри тепӗр йӗрке шухӑшласа кӑларчӗ. Пӗр сехетре юрӑ пиҫсе те ҫитрӗ. Ҫав каҫах 50-60 хутчен юрларӑмӑр ӑна, концерт программине те тӳрех кӗртрӗмӗр. Куракансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Чӑваш Енре те эфира пӗрре тухнӑ хыҫҫӑнах халӑх ӑна юрлама тытӑнчӗ. Пӗррехинче, Ҫимӗкре, Надежда Ивановнӑн тӑван тӑрӑхне кайрӑмӑр, урама тухрӑмӑр кӑна — ҫырма леш енче юрӑ ян каять. Ял ҫыннисем нотӑна пӗлсе юрлани тӗлӗнтерчӗ мана. «Урхамахсем тӑраҫ тӑпӑртатса» юрӑ та Ӗпхӳре вӗреннӗ чухне ҫуралчӗ. 1990 ҫулта каникула килсен Юхма Мишшипе курса калаҫрӑм, вӑл мана сӑвӑ тыттарчӗ. Ҫав кунах юрра хыврӑм ӑна, вӗренме кайсан хамӑн ушкӑна юрлаттарма тытӑнтӑм. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — Валерий Яковлев режиссер Ӗпхӳре иртнӗ Тӗрӗк халӑхӗсен театрӗсен фестивальне «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль илсе пычӗ. Артистсем куракансене постановкӑпа савӑнтарчӗҫ, эпир «Нарспи» ушкӑнпа «Урхамахсем тӑраҫ тӑпӑртатса» юрра шӑрантартӑмӑр, икӗ фляга сӑра вӗретсе кайнӑччӗ те хӑнасене сӑйларӑмӑр. Пире Мускав телеканалӗ ӳкернӗччӗ ун чухне, сюжета эфира темиҫе хутчен кӑларнӑччӗ.

— «Пушкӑртстанра Анатолий Никитина кашни йытти-кушакӗ паллать», — тени манӑн хӑлхана та кӗнӗччӗ. Чӑнах та ҫапла-им?

— Ҫапла-тӑр — ара, ман пирки халӑхра шӳтсем те сарӑлчӗҫ те. «Нухрат» ушкӑнпа «Чӗрем, чӗрем», «Телей, телей», «Кӑвак ҫеҫпӗл» тата ытти юрра шӑрантарса Пушкӑртстанра чӑваш эстрадине пуҫарса ятӑмӑр-ҫке-ха. Мана унтах хӑварасшӑнччӗ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер те сӗннӗччӗ, анчах эпӗ килӗшмерӗм — чунӑм каллех тӑван тӑрӑхах туртрӗ. Шӳтсем тенӗрен, сире пӗрне каласа кӑтартам-и вара? Пӗррехинче концерт хыҫҫӑн хура мунча кӗтӗм, канса ларатӑп. Унччен те пулмарӗ — пӗр кинемей вирхӗнсе кӗчӗ, мана курасшӑннине каларӗ. Кил хуҫи эпӗ мунчара тесе кӳршине шахвӑртрӗ. Хайхискер мунчана чупнӑ, «Композитор кунта-и? Ман унпа калаҫмаллаччӗ», — тенӗ. Вӑл вӑхӑтра шалта Галина Скворцова ҫӑвӑннӑ-мӗн. Театр ӑсталӑхне те туптанӑскер ҫухалса кайман, арҫын сассипе: «Кунта эп. Ҫиччас майра ҫурӑмне кӑпӑкласа яратӑп та тухатӑп», — тенӗ. Ялта кӑна мар, Кӑрмӑскал районӗпех сас-хура сарӑлнӑ: «Никитин композитор Пушкӑртстанри чӑваш ялӗсенче майрасемпе мунча кӗрет».

— Тутарстанри йӑхташӑмӑрсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ сире...

— Пӗлеҫҫӗ кӑна мар, вӗсем те шӳтлеме ӑста. Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем пекех, ырӑ кӑмӑллӑ, тарават. Пӗррехинче концерт хыҫҫӑн пулӑ тытма илсе кайрӗҫ. Пӗр арҫын пӗвери пулла алӑпах тытассине пӗлтерсе шыва чӑмрӗ. Эпир тӗлӗннипе шак хытрӑмӑр. Пӗр минут иртрӗ, тепре — арҫын ҫук та ҫук. Путрӗ пуль тесе ӑшталанма тытӑнтӑмӑр кӑна — хайхискер пысӑк пулла сухинчен тытса тухрӗ. Виҫӗ-тӑватӑ кунран кӑна пулӑҫ вӑрттӑнлӑха уҫрӗ, маларах вӑл пӗвере таната карнӑ-мӗн. Юрӑҫсем кун пирки паянхи кун та пӗлмеҫҫӗ. Ҫак саманта видео ӳкернӗччӗ. «Сам себе режиссер» телекӑларӑма ярса памалла мар-ши ӑна?

— 1992 ҫулта эсир «Янташ» ушкӑн йӗркеленӗ. Кам кӑна юрламан-ши ку ушкӑнра? Елена Османова, Маргарита Туринке, Людмила Семенова... Чӑваш эстрадинче паян юрлакансенчен ҫурри «Янташра» ӑсталӑха туптанӑ.

— Галина Скворцова, Римма Журавлева, Алина Михайлова... Ку списока чылайччен тӑсма пулать. Гастрольпе Раҫҫейри чылай хулана ҫитрӗмӗр. Синкер те курма тиврӗ. 1995 ҫулта Пушкӑртстанра ҫут ҫанталӑкӑн япӑх условийӗсене пула аварие ҫаклантӑмӑр. Юрать, ертӳҫӗсен йышӗнче мана лайӑх пӗлекенсем пурччӗ те — йывӑр аманнӑ Сергей Михайлова чаплӑ сыватмӑша вертолетпах леҫме май килчӗ... Ҫӗнӗ ӗмӗре кӗрсен ҫамрӑксемпе ӗҫлеме шухӑшларӑмӑр. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетне кайса студентсене суйларӑмӑр. Репертуара та ҫӗнетрӗмӗр, ҫамрӑклатрӑмӑр. Пушкӑртстанри чӑвашсем манман иккен — тӑтӑшах ҫыратчӗҫ, шӑнкӑравлатчӗҫ, хӑйсем патне гастрольпе пыма ыйтатчӗҫ. Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑваш поэчӗсемпе те тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр. Александр Савельев-Сас, Аркадий Русаков, Николай Леонтьев, Зинаида Сурпан сӑввисемпе хайланӑ юрӑсене халӑх кӑмӑлларӗ.

— Солистсем юрлама, сцена ҫинче хӑйсене тытма, кураканпа калаҫма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ те — «Янташран» тухса каяҫҫӗ. Ҫакӑ сирӗн чуна пушатса хӑвармасть-и?

— Юрӑҫсем ушкӑнран кайни темех мар. Пурнӑҫ вӑл. Хӗрсем качча каяҫҫӗ, каччӑсем — салтака. Хӑшӗ-пӗри сцена ҫине хӑйсем тӗллӗн тухма тӗллев тытать. Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, куншӑн кӳренмелле мар. Анчах «Янташра» юрланисенчен хӑшӗ-пӗри пирӗн ӗҫе хакламанни кӑмӑла хуҫать. Вырӑс композиторӗсен Юрий Антоновӑн, Игорь Николаевӑн, Вячеслав Добрынинӑн, ыттисен пултарулӑх каҫӗсене телевизорпа кӑмӑлтан пӑхатӑп. Акӑ пӗррехинче Лариса Долина Игорь Крутоя: «Игорь Яковлевич, тивӗҫлисем йышлӑн, анчах эсир ҫак юрра мана шанса патӑр. Куншӑн сире чӗререн тав тӑватӑп», — терӗ. Ыттисем те чуна хӑпартлантаракан сӑмахсем калаҫҫӗ. Шел те, Чӑвашра кун пекки курӑнсах каймасть. Чӑвашсен сӑпайлӑхӗ ҫакӑ-ши? Паллах, чаршав хыҫӗнчи куракана курӑнмасть. Унта вара музыка енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илмен ҫынран артист тума вӑй-хал самай каять: сассине лартмалла, ӳт-пӳ хӑйнеевӗрлӗхне кура килӗшӳллӗ тум ҫӗлеттермелле, кураканпа хутшӑнма вӗрентмелле. Сцена ҫинче кӑна мар, юрӑҫсене кулленхи пурнӑҫра та алӑ паман мар. «Янташра» юрланӑ тӑватӑ ҫамрӑка Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулта вӗрентекенре ӗҫлеме ҫул уҫса патӑмӑр. Пирӗншӗн ҫынлӑх тени — чи малта. Ушкӑнра юрласа ҫунат сарнисене пултарулӑхра такӑр ҫул сунатпӑр. Хӑшӗ-пӗри ятӑма варалас тесе темтепӗр калаҫсан та халӑх Надежда Ивановнӑпа иксӗмӗре пӗлет, пултарулӑха курса тӑрать, хаклать. Пӗлтӗр, Чӑваш наци радиовне васкаттӑмӑр ун чухне, Ленин проспектӗнче пирӗн пата пӗр арҫын пычӗ, калаҫас килнине палӑртса пӗрле утрӗ. Чечек лавкки тӗлне ҫитсен хайхискер хӑйӗн сумкисене тыттарса хӑварчӗ те чупса кайрӗ, пӗр ҫыхӑ мар, пӗр ҫӗклем чечек йӑтса тухса парнелерӗ. Урамрах. Концертра та ӑшӑ сӑмах нумай калаҫҫӗ. Тав вӗсене. Пирӗншӗн чи хакли — куракан юратӑвӗ.

— «Юрӑ пӗлекен кашӑк шаккаса та юрӑ тӑвать», — тет ӑслӑ чӑваш. Кӗвӗ хайлама пӗлекен те шӑхӑрсах юрӑ кӗвӗлеме пултарать ӗнтӗ, анчах тарӑн шухӑша путаракан ҫав кӗвӗсем чунра мӗнле туйӑмсем хуҫаланнӑ чухне, талӑкӑн хӑш тапхӑрӗнче ытларах ҫуралнине пӗлес килет.

— Композитор пулӑҫ пекех. Унӑн вӑлтана ҫакланнӑ пулла туртса кӑларма ӗлкӗрмелле. Пулӑ вӑлтана ӑнсӑртран ҫакланать, кӗвӗ те композитор пуҫне пӗр кӗтмен ҫӗртен килет. Хӑшпӗр чухне ҫӗр каҫа 4-5 юрӑ валли кӗвӗ ҫырӑнать. Тӗрӗссипе, ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫӑмра кӗвӗ-ҫемӗ янӑрать, ҫавӑнпа тепӗр чухне шухӑша ӑнлантарса пама та ҫӑмӑл мар — музыка сӑмаха ҫаврӑнма ӗлкӗреймен шухӑшсене арпаштарать. Халӗ ав 600 ытла юрӑ валли кӗвӗ хатӗр, вӗсем сӑввисене кӗтсе, пулӑҫ тытнӑ пулӑсем пекех, «морозильникре» выртаҫҫӗ.

— Шел те, чӑваш оперипе балечӗ, мюзиклӗ аталанса ҫӗкленеймерӗ. Ахӑртнех, ҫакӑ сирӗн чуна та ыраттарать.

— Ку пӗр ҫынран килекен пулӑм мар. Хӑй вӑхӑтӗнче культурӑна аталантарма бюджетран укҫа-тенкӗ самай уйӑратчӗҫ. Культура керменӗсемпе клубсенчи ансамбльсен уяв тумне те хысна укҫипех ҫӗлеттернӗ. Искусствӑсен шкулӗнче ачасене тӳлевсӗрех ятарлӑ пӗлӳ панӑ. Шел, самана улшӑннӑ май культура пӗлтерӗшӗ чакрӗ. Паян пӗтӗм ӗҫ хут шайӗнче кӑна. Уяв ҫӳллӗ шайра ирттернӗ-и, ирттермен-и — отчет ҫине ҫекӗл лартнӑ. Пултаруллӑ ҫынсем ҫук мар, анчах пирӗн наци консерваторийӗ ҫук. Тутарсен, пушкӑртсен ятарлӑ аслӑ шкулсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑвӑртрах аталанаҫҫӗ. Композиторсен те хырӑм выҫать, ҫакна пулах ҫӑмӑл жанр — юрӑ — ҫине куҫрӑмӑр. Чӑваш юрлама кӑмӑллать, ҫак пуянлӑха та пулин упраса хӑварма вӑй-хӑват ҫитересчӗ пирӗн. Хамӑн та пысӑк калӑпӑшлӑ произведенисем тата хайламалла. Чӑваш мифологийӗпе ҫыхӑннӑ «Уйӑхпи» балета вӑхӑт тупса вӗҫне ҫитересси — умри тӗллевсенчен пӗри.

— «Ҫӑвар карнипе юрӑ пулмасть», — тенӗ ваттисем. Анчах паян ҫӑвар карнипех юрӑ пуласса шанакан йышланчӗ мар-и?

— Ан та калӑр. Унашкаллисем вырӑс, ют халӑх композиторӗсен кӗввисене илеҫҫӗ, аранжировкине кӑштах улӑштараҫҫӗ, хатӗр материала чӑваш сӑмахӗсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ те сцена ҫине тухаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри тата: «Сӑввине те, кӗввине те хам ҫыртӑм», — теме пачах именмест. Чӑвашсене ҫакӑ, паллах, чыс кӳмест. Композитор ятне илме вӑтанманнисем те пур. Хӑй тӗллӗн вӗреннисем ҫук мар-ха, анчах шутлӑ ҫеҫ. Нота ҫырма-вулама пӗлмесӗрех кӗвӗ хайлакансене мелодист темелле кӑна.

— ЮТВ телеканал эфирне кӑмӑллӑ проект кӑлартӑр. Сӑвӑҫсене уйрӑмшар йыхравласа кӑларӑмсем хатӗрлерӗр.

— Ку проекта пӗлтӗр, Литература ҫулталӑкӗнче, пуҫларӑмӑр. Халӑх юрӑсене шӑрантарать пулсан та вӗсен авторӗсене пӗлсех каймасть. Ҫак ҫитменлӗхе пӗтерес тесе телекурава сукмак такӑрлатрӑмӑр. Сакӑр передача хатӗрлерӗмӗр. Кунпа кӑна ҫырлахмӑпӑр, кӑҫал та ҫӗнӗ кӑларӑмсем ӳкерӗпӗр, ялта пурӑнакан ҫыравҫӑсене, Пушкӑрт тӑрӑхӗнче тӗпленнисене йыхравлама кӑмӑл пур. Ку кӑна мар, ытти проект та хатӗр пирӗн. Мӑшӑрӑм кӑҫал 65 ҫул тултарать. Унӑн юбилейне куракансемпе пӗрле Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑвӑпӑр. Унта пурне те йыхравлатпӑр. Пултарулӑх каҫӗ хыҫҫӑн «Янташ» ушкӑнпа инҫе ҫула тухма палӑртатпӑр. Унтан таврӑнсан ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртмелле — ура уттӑр, вӑй-хал ҫиттӗр ҫеҫ.

— Ырӑ кӑмӑллӑхӑр ӑҫтан тапса тухать тульккӑш сирӗн? «Хыпар» хаҫата та ав социаллӑ учрежденисене ҫырӑнса парса парне турӑр.

— Курнӑ-и эсир: кӑкарӑнса тӑнӑ вӑкӑр ирӗке тухсан мӗнле ашкӑнать, пӗтӗм курӑк-тӗме, тӑпрана сирпӗтме хатӗр вӑл. Усал этем ҫилли те ҫавӑн пекех, анчах пӗтӗм хаярлӑхӗ, вӑкӑрӑн тӑпри хӑй ҫине сирпӗннӗ евӗрех, хӑйне таврӑнать. Ҫавӑнпа атте-анне вӗрентсе-пиллесе хӑварнине пӑхӑнса пурӑнма тӑрӑшатпӑр. «Янташ» ушкӑна та пурнӑҫра хура-шурне нумай курнӑ ҫынсене ытларах илетпӗр. Вӗсем халӑх умне тухса чунри ыратӑвне кӑшт ҫӑмӑллатаҫҫӗ, пурӑнма вӑй-хал илеҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑллӑх концерчӗсене те яланах хутшӑнатпӑр эпир, пухнӑ укҫа-тенкӗ йывӑр чирлисене ура ҫине тӑма пулӑштӑр...

Сайт:

 

Статистика

...подробней