Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрӑма (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аванни аван та, ытла вӑрӑма каять, — терӗ Тимофей Ильич.

И сказал: — Хорошее, да дюже длинное.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тӗпӗ-йӗрӗпе каласан — юрри ытла та вӑрӑма каять, кӗскен каласан ҫапла: будка туса лартаҫҫӗ, унта пысӑк хӑватлӑ ток пырать, унтан пӗчӗк хӑватлӑ ток тухать…

— Подробно рассказывать — песня дюже длинная, а вкратце могу ответить: сооружается такая будка, и туда идет ток высокого напряжения, а оттуда выходит низкого…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫук, ҫук, ытла вӑрӑма кайрӗ ку, хыҫран чупни, пӗтерес пулать.

Нет, нет, надо кончать слишком затянувшееся ухаживание.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ытти управляющисем пек мар, килнӗ ҫынсене пӗр минутлӑх калаҫупа кӑларса яман, вӑл яланах калаҫӑва вӑрӑма тӑсма юратнӑ.

Любивший, не в пример другим, не минутный разговор со своими посетителями, а, так сказать, затянувшуюся беседу.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пахчари апат вӑрӑма кайрӗ.

Обед в саду затянулся.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Анчах вӑрӑма ан тӑсӑр, — терӗ вӑл кайран, — ҫут тӗнчере нумай пурӑннӑ ҫын ҫеҫ ҫапла каланӑ пулӗччӗ.

— Только не тяните, — сказал затем Алеша сурово, как может сказать только много поживший на свете человек.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Курсри заняти, яланхи пекех, вӑрӑма тӑсӑлчӗ те ҫӗр чылая кайсан пӗтрӗ.

Занятия курсов, как обычно, затянулись и кончились поздно вечером.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫакӑ, тусӑм, пӗтӗмпех тӗрӗс, — вӑрӑма тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарас шухӑшпа каларӗ вӑл.

— Все это, тезка, правильно, — заговорил он, желая прервать затянувшийся рассказ.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Калаҫу хӑй тӗллӗнех хӗрсе пырса, вӑрӑма тӑсӑлчӗ; унӑн тӗп шухӑшӗ, кӗскен каласан, каллех: тырпула пухса кӗртес ӗҫе ирттерме, гидростанци тума, ҫеҫенхире шыв кӗртме е вӑрмансем лартса ӳстерме, станицӑсене улӑштарса ҫӗнетме е шоссе ҫулӗ хывма ҫӑмӑл марри ҫинчен, анчах хальхи ҫынсене пулас ҫынсем пулма вӗрентсе ӳстерме ҫак ӗҫсене тӑвассинчен те йывӑртараххи ҫинчен пулчӗ.

Беседа, сама по себе оживившись, затянулась, и смысл ее в кратких словах сводился все к тому же: нелегко провести уборку урожая или построить гидростанцию, обводнить степь и вырастить леса, обновить станицы или проложить шоссе, но еще труднее из людей нынешних растить и воспитывать людей будущего.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӑшманпа пысӑк та йывӑр ҫапӑҫу пулассине тата ҫак ҫапӑҫу вӑрӑма пырассине Степан Бояркин отрядри ҫынсенчен нумайӑшӗнчен лайӑх ӑнланнӑ.

Степан Бояркин лучше многих в отряде понимал, что борьба с врагом предстоит большая, трудная и, вернее всего, займет немало времени.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сивӗ те хурлӑхлӑ вӑхӑт пит вӑрӑма кайрӗ!

Как долго тянулось это холодное и печальное время.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫитменнине ку эрне пит вӑрӑма тӑсӑлчӗ тата.

Неделя эта тянулась крайне медленно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Асаплантармаллах вӑрӑма тӑсӑлнӑ ку.

Это продолжалось мучительно долго.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫак кун юлашки урок ытла та вӑрӑма тӑсӑлчӗ-ҫке.

Долго тянулся в этот день последний урок.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн хыҫҫӑн, юлашки хут, чи вӑрӑма пыракан ахӑлтату пуҫланать, унтан пурте калаҫма чарӑнаҫҫӗ.

Тут следовал окончательно последний, самый продолжительный раскат хохота, и затем все смолкло.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кам та пулин ватлӑхпа е мӗнле те пулин вӑрӑма пыракан чирпе ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ пулсан, унти ҫынсем кайран та ҫакнашкал сайра пулакан ӗҫ пирки чылайччен тӗлӗнсе пурӑнаҫҫӗ.

А если кто от старости или от какой-нибудь застарелой болезни и почил вечным сном, то там долго после того не могли надивиться такому необыкновенному случаю.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах эп шанатӑп, ку вӑл вӑрӑма пырас ҫук.

Но я убежден, что это не долго будет.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирӗн калаҫусем самаях вӑрӑма пычӗҫ; юлашкинчен вара эпир ӗҫе ҫапла тума шутларӑмӑр: кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра улах ту хушши пур; вӗсем унта ыран ирпе тӑватӑ сехетре каяҫҫӗ, эпир вӗсем хыҫҫӑн ҫур сехет кайран тухатпӑр; ултӑ утӑмран перетӗр — Грушницкий хӑй ҫапла тума ыйтрӗ.

Переговоры наши продолжались довольно долго; наконец мы решили дело вот как: верстах в пяти отсюда есть глухое ущелье; они туда поедут завтра в четыре часа утра, а мы выедем полчаса после них; стреляться будете на шести шагах — этого требовал Грушницкий.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кадрильсем калама ҫук вӑрӑма тӑсӑлчӗҫ.

Кадрили тянулись ужасно долго.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑрӑма пычӗ-и вара вӗсен телейӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— И продолжительно было их счастье? — спросил я.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней