Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр сакӑр сехетре урок пӗтернӗ хыҫҫӑн Лопухов Розальскисем патӗнче тепӗр икӗ-виҫӗ сехетлӗхе юлать; Верочка ашшӗ-амӑшӗпе тата ун каччипе картла вылять; калаҫать вӗсемпе, вӑл фортепьяно каланӑ чухне Верочка юрлать, е Верочка каланӑ чухне вӑл итлесе ларать; хӑш чухне Верочкӑпа калаҫкаласа та илет, Марья Алексевна вӗсене кансӗрлемест, вӗсем ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха илмест, анчах, паллах ӗнтӗ, вӗсене пӗччен те хӑвармасть.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дон леш енче шевле вылять, Разметновӑн сивӗ, савӑнӑҫсӑр куҫӗсем халӗ аялалла мар, тӑван вил тӑприн ишӗлсе аннӑ кӗтесӗ ҫине мар, лере, куҫа курӑнман горизонт хӗррине пӑхаҫҫӗ: унта, ҫур пӗлӗте вут хыпнӑ пек, ҫиҫӗм чӳхенет, тӗлӗрекен ҫутҫанталӑка вӑратса, кӑҫал юлашки хут, шӑрах ҫу кунӗсенчи пек, хӑватлӑ та кӑра аслати килет.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Бригада будки умӗнче, сарса хунӑ шӑналӑк ҫинче, ултӑ казак картла вылять, ҫиччӗмӗш хӑпӑннӑ пушмакӗн тӗпне ҫӗлет, саккӑрмӑшӗ — будкӑн кайри кустӑрмисем патне, сулхӑна, тӗркелесе хунӑ вараланчӑк брезент плащ ҫине пичӗпе ӳпӗнсе выртнӑ та ыйха ярать.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хуторӑн чи хӗрринче ларакан тимӗрҫ лаҫҫи ӑна хӑй пӗлекен шӑршӑпа та сасӑпа кӗтсе илчӗ: Ипполит Сидорович аллинчи мӑлатук, хуҫин кашни хусканӑвне пӑхӑнса, ӗлӗкхи пекех вылять, янӑрать, аякранах ӗмӗрӗ иртсе пыракан вӗркӗч хӑшӑлтатса сывлани илтӗнет, ярах уҫса пӑрахнӑ алӑкран ҫуннӑ кӑмрӑкӑн йӳҫӗ шӑрши тата сивӗнсе ҫитмен тимӗрӗн ырӑ та асран тухма пӗлмен шӑрши сӑрхӑнать.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн ылтӑн тӗслӗ пӑнчӑсемпе йӗрленсе пӗтнӗ симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан куҫӗсенче хӗвел ҫути вылять.В фиолетовых глазах ее, испещренных золотистыми крапинками, отсвечивало солнце.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хумлӑ-хумлӑ тавракурӑм ҫийӗн тӗтӗм тӗслӗ тӗтре йӑрӑмланса вылять.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗр тӗмисем ҫинче ӑшӑ ҫуратнӑ ӑрша йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн юхса вӗлтӗртетсе вылять; чечен курӑк ҫулҫин шӗп-шӗвӗркке ешӗл сӑнни, иртнӗ ҫулхи хӑрнӑ курӑк тунисене сире-сире, хӗвел патнелле кармашса туртӑнать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сухаласа тӑкнӑ уйсем ҫийӗнче, ҫӳлте — хӗвел вылять, сӗт пек шап-шурӑ пӑс йӑсӑрланать.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Курса савӑнсам, Суламифь, мӗнпур тӗспе вылять вӑл, анчах хӑй, шыв тумламӗ евӗр, тӑп-тӑрӑ халлӗнех тӑрса юлать.Полюбуйся, Суламифь, он играет всеми цветами, но сам остается прозрачным, точно капля воды.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑштӑр-вӑштӑр вӗрен ҫил унӑн кӑвак сухалӗпе вылять, ҫамки ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тапса тухнӑ тарне типӗтет.Ветерок заигрывает с сивой его бородой, сушит на лбу зернистый пот.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Таҫта музыка вылять пулас.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Йӑм-хура та пурҫӑн ҫӳҫӗсем сапаланчӑк, ӑшӑ та ҫӑп-ҫӑмӑл ҫил вӗсемпе вылять те, ҫӳҫ-пуҫа эрешлеме ҫакса тултарнӑ тенкӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл хӑйӗн ирӗклӗхне мана юратнинчен ытларах юратать, эпӗ Раддӑна хамӑн ирӗклӗхе юратнинчен те ытларах юрататӑп, ҫавӑнпа та эпӗ Раддӑна ӳксе пуҫҫапас терӗм, вӑл мана ҫапла хушрӗ, унӑн илемлӗ маттур йӗкӗте — Лойко Зобара епле парӑнтарнине пурте курччӑр; Раддӑна куриччен Лойко хӗрсемпеле, хӗрен кӑвакалсемпе епле вылять, ҫавӑн пекех вылятчӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Кунта пӗчӗк Ваҫук ачасемпе вӑйӑ вылять.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Аслӑраххисен ушкӑнӗ пӗчӗкҫӗреххисене хирӗҫ вылять, йӗркене те пӑсаҫҫӗ хӑйсем, пӗчӗкҫисене улталаҫҫӗ.Старшие объединились против маленьких, играют не по правилам, частенько плутуют.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗтесре Никитка, сакӑр ҫула ҫитнӗ мӑнтӑрккаскер, кушак ҫурипе вылять — ӑна куҫне ҫыхса чупма вӗрентет.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Агафья Матвеевна алӑкӗ уҫӑлнӑ чухне Обломов кӑмӑлласах унӑн тулли мӑйне, ҫаврака чавсисене сӑнать, алӑк чылай хушӑ уҫӑлман чух та, Обломов ӑна урапа тӗртсе уҫать те кил хуҫи арӑмӗпе шӳтлет, унӑн ачисемпе вылять.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан… сирӗн ҫырӑвӑрта шухӑш, туйӑм вылять… эсир ҫав каҫхине хӑвӑр пек мар, сирӗн юлташӑр тата эпӗ сире мӗнле пурӑнтарасшӑн пулнӑ пек пурӑннӑ, ку — иккӗмӗш, юлашкинчен, виҫҫӗмӗшӗ…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ӑшчикки пикенсех ӗҫлет: юнӗ икӗ хут хӑвӑртрах вылять, кулленхинчен хӑвӑрт тапать, чӗри патӗнче вӗресе тӑрать — кусем пурте ӑна питӗ ӗшентереҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл хуллен те йывӑррӑн сывлать, ҫакӑн пек е ҫакса вӗлерес умӗн е ҫав тери кӑмӑл тулнӑ вӑхӑтра сывлаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Е вӑл манпа вылять ҫеҫ пулсан?.. Е вӑл!..»
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956