Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асра сăмах пирĕн базăра пур.
асра (тĕпĕ: асра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫтан асра тӑрса юлчӗ-ха ҫак самант: хӗвел ҫутатса таран Восстани площачӗ, тинӗс ҫарӗн шинельне тӑхӑннӑ ҫӳлӗ доктор пусма тӑрӑх хӑпарать те унӑн пусма картлашкинче хуҫланса пыракан мӗлки ун хыҫҫӑн хӑпарать, аслӑ хапха умӗнче чуна пӑшӑрхантаракан пушлӑх…

Удивительно, как запомнилась мне эта минута: площадь Восстания, залитая солнцем; длинный доктор в морской шинели, поднимающийся по ступеням; тень, которая сломилась на ступенях, поднималась за ним; тревожная пустота у главного входа.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн-ха вӑл мачар паллӑсем асра юларах параҫҫӗ?

И почему это плохие отметки помнятся лучше?

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Отлично» паллисем анчах асра юлман…

К сожалению, воспоминаний об «отлично» не нашлось…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Уйрӑмах мана Расщепей хӑй аллине Лев Николаевич Толстойӑн дневникӗнчен ҫырса илнӗ пӗр вырӑн кӑмӑла кайрӗ, асра тӑрса юлчӗ:

Особенно запомнилась мне сделанная Расщепеем выписка из дневника Льва Николаевича Толстого:

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сталин каланӑ ӗмӗр асра тӑракан сӑмахсен чӑнлӑхне ӑҫта кунтинчен ытла витӗр курӑн?

Она наполняла только что сказанные Сталиным слова, каждое из которых все мы запомнили на всю жизнь.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Васька Жмырев кутруҫӑн пирӗн еннелле ҫӳремест, утрав ҫинчи мыскарасем пирки ӑна шансах пӗтерменни пирӗн асра халичченех пурӑнать, ҫавӑнпа та эпир ун ҫинчен час-часах асӑнатпӑр.

Васька Жмырев не появлялся что-то больше у нас во дворе, и мы все чаще и чаще, все привычнее стали считать его виновником наших странных приключений на острове.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫак «шурӑ-шурӑ чайкӑсен сассине», палаткӑри ыйӑхсӑр каҫсене, палатка витӗр ҫуттине паракан анма пӗлмен хӗвеле нумай-нумай асра тытса пурӑнӑп!

Как долго я буду помнить эти «крики чайки белоснежной», эти бессонные ночи в палатке, это незаходящее солнце, просвечивающее сквозь полотно её!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ ӑна-кӑна асра тытса тӑмарӑм, вӑл ҫеҫ мар, ҫак каҫ Кораблев та ухмаха тухнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.

Но я не придал этому значения, потому что мне казалось, что и Кораблев был в этот вечер какой-то сумасшедший.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вулакана тата пӗлтерме кирлисене эпӗ пӗтӗмпех хам курман, анчах ун ҫинчен тӑтӑшах илтнине пула, вӗсем пӗтӗмпех асра тӑраҫҫӗ, пур ҫӗрте те хам пулса курнӑ пекех туйӑнать.

Я не был свидетелем всему, о чем остается мне уведомить читателя; но я так часто слыхал о том рассказы, что малейшие подробности врезались в мою память и что мне кажется, будто бы я тут же невидимо присутствовал.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Пӗррелӗхе каҫаратӑп сана, анчах та асту, ӑҫта та пулин тепӗр хут айӑпа кӗрсессӗн, ку ӗҫ те асра пулать, — терӗ вӑл Швабрина.

— Милую тебя на сей раз, — сказал он Швабрину, — но знай, что при первой вине тебе припомнится и эта.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫапах та — ахалех асра юлман вӗт-ха ҫав самолет.

Но все же недаром так запомнился мне этот самолет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн тӗп йӗрке, «хӑв мӗншӗн пурӑннине асра тытмалла», текен йӗрке пирки каласан вара, манӑн ӑна час-часах асӑнма тӳрӗ килмест, хам мӗншӗн пурӑннине эпӗ ҫав ҫулсенчех витӗр пӗлсе тӑнӑ, теме пултаратӑп…

Что касается, главного правила: «помнить цель своего существования», то мне не приходится очень часто повторять его, потому что эта цель была мне ясна уже и в те годы…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкрех, хам кӗҫӗнрех чухне, эпӗ урай сӗрнӗ май, класла выляса пыраттӑм: пӗр хӑмана асра тытатӑн та, ҫавӑн ҫине, куҫпа пӑхмасӑр, каялла ярса пусатӑн.

Прежде, когда я была поменьше, я, мо́я полы, играла сама с собой в классы: надо было, пятясь не глядя, наступать на загаданные половицы.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ пурне те асра тытма тӑрӑшса, хӑлхана тӑратса ҫеҫ ларатӑп.

А я слушаю и стараюсь все запомнить.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Куласси-тӑвасси асра та ҫук.

Никто не улыбался.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эсӗ пирӗн государь мар, — терӗ Иван Игнатьич, хӑй капитанӗн сӑмаххисене асра тытса, — эсӗ, дядюшка, вӑрӑ тата самозванец!

— Ты нам не государь, — отвечал Иван Игнатьич, повторяя слова своего капитана, — ты, дядюшка, вор и самозванец!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Василиса Егоровна упӑшки суйнине уҫҫӑнах курнӑ, анчах нимӗн те ыйтса пӗлеймессине асра тытса, ыйтма пӑрахса, Акулина Памфиловна хӑяр тӑварлама темле мел пӗлни ҫинчен калаҫса кӗрсе кайнӑ.

Василиса Егоровна увидела коварство своего мужа; но, зная, что ничего от него не добьется, прекратила свои вопросы и завела речь о соленых огурцах, которые Акулина Памфиловна приготовляла совершенно особенным образом.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак саманта эпӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса юлтӑм: эпӗ тӑм кӗлетке тунине никам та курмарӗ; тахҫанхи вӑрӑ, темле майпа килсӗр-ҫуртсӑр ачасен распределительне килсе лекнӗскер, вокзалсенче «иккӗн мӗнле ӗҫлемелли» ҫинчен каласа ларать.

Я запомнил эту минуту: никто не видел, что я леплю; старый вор, попавший каким-то чудом в распределитель для беспризорных, рассказывал о том, как на вокзалах «работают в паре».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кашни сӑмахах, кашни хускалӑвах, хамӑнне те, ҫынсенне те эпӗ асра тытса юлтӑм.

Мне запомнилось каждое слово, каждое движение — и свое, и чужое.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аннен ҫав кунхи сӑнӗ ӗмӗрлӗхех манӑн асра юлчӗ.

и мать запомнилась мне такой, какой она была в этот день:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней