Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асаппа (тĕпĕ: асап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтакӑн асаппа урмӑшнӑ хулӑн сасси вӑйсӑррӑн тилмӗрет, анчах та ун патӗнчен иртекен казаксен пӑлханчӑк чӗрисенче нихӑшӗн те ӑна хӗрхенес туйӑм ҫук, пулсассӑн та — кашниех вӑл туйӑма ҫиеле тухма памасӑр, пӗр шеллемесӗр вӑйпах путарать.

Низкий, иссеченный мукой голос солдата звучал тускло, но не было в мятущихся сердцах проезжавших казаков сострадания, а если и было, то воля, не давая ему просачиваться, мяла и давила неослабно.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прохор Зыков, питҫӑмартийӗ ҫине таканлӑ ут чӗрни йӗрӗ шӑрланса юлнӑскер, халӗ кӑна лазаретран таврӑннӑ та, ун тути хӗррисем ҫинчи асаппа сехӗрленӳ ҫаплах иртсе каяйман-ха, йӑваш куҫӗсене те ӗлӗкхинчен тӑтӑшрах мӑчлаттарса уҫса хупать вӑл; Егорка Жарков кашни тӗл килмессеренех ирсӗр намӑс сӑмахсем вылятать, ӗлӗкхинчен ытларах путсӗрленет тата тӗнчере мӗн пура-ҫука пӗтӗмпех ылханать; Григорипе пӗр хутортан килнӗ Емельян Грошев, яланах ӗҫлӗ те тимлӗ, ҫӑмӑлттай мар казак, пӗтӗмпех темле пӗкӗрӗлсе кӗчӗ, хуралса кайрӗ, ухмахла ахӑлтатса кулакан пулчӗ, кулли хӑйӗн темле ӗненчӗксӗррӗн, чӑртмахла тухать.

Прохор Зыков, только что вернувшийся из лазарета, с рубцеватым следом кованого копыта на щеке, еще таил в углах губ боль и недоумение, чаще моргал ласковыми телячьими глазами; Егорка Жарков при всяком случае ругался тяжкими непристойными ругательствами, похабничал больше, чем раньше, и клял все на свете; однохуторянин Григория Емельян Грошев, серьезный и деловитый казак, весь как-то обуглился, почернел, нелепо похахакивал, смех его был непроизволен, угрюм.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑшт унта-кунта тӗрткеленсенех вӑл кровать ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та, тӗссӗрленнӗ сарӑ тутине ҫип пек туртӑнтарса, асаппа тискерленсе кайнӑ куҫӗсемпе мачча ҫине пӑхса, йынӑшма тытӑннӑ, чӑмӑркка пек хутланса пӗкӗрӗлнӗ.

Посуетившись, падала на кровать и, вытянув в нитку блеклую желтень губ, глядя в потолок звереющими от боли глазами, стонала, сжималась в комок.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хам пӗччен пурӑнса мӗнле шухӑшсем шухӑшлама пуҫлани ҫинчен эпӗ ӗлӗкрех ҫырса пӗлтернӗччӗ, анчах та ҫав шухӑшсем ман пуҫра мӗнле асаппа ҫуралнине, эпӗ вӗсене мӗн тери хавас пулнине тата пурнӑҫӑмри ҫӗнӗ уҫӑ ҫула курни мӗнешкел мана савӑнтарнине никам та пӗлмест.

Я писал прежде о своих новых убеждениях, которые вынес из своей одинокой жизни; но никто не может знать, каким трудом выработались они во мне, с какою радостью сознал я их и увидал новый, открытый путь в жизни.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпӗ тӗнчере пӗр кӗреҫене те ҫавӑн пек пысӑк асаппа туса хатӗрлемен, нимӗнле кӗреҫе тунӑ чухне те ман пек нумай вӑн пӗтермен пулӗ тесе шутлатӑп.

Я думаю, ни одна лопата в мире не изготовлялась таким затейливым способом, ни на одну не тратилось так много труда.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл ҫав асаппа та хӑйӗн пӗтӗм ҫылӑхне каҫарттарчӗ, — терӗ пӗр пӑлхавҫи.

Он ею все свои грехи искупил, — сказал один повстанец.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак тӑлӑх хӗрачана кӑштах хӗрхенсе те пулин ӑшшӑн пӑхмаллаччӗ пек ӗнтӗ, анчах Ровоама хаджи ун ҫинчен асне те илмен, Рада ҫакӑн пек асаппа та хӗн-хурпа пурӑнать тесе шухӑшлама та пултарайман вӑл, хӗр чунӗнче хӑй тивӗҫне лайӑх тытас туйӑмӗ ҫӗкленсех пынӑ май, ӑна пурӑнмашкӑн тата йывӑртарах пулса пынӑ.

Казалось бы, можно было относиться к сироте хоть немного более сердечно, но Хаджи Ровоаме это и в голову не приходило; она не могла понять, что Раде больно и трудно переносить деспотизм, и тем труднее, чем больше развивалось в ней чувство собственного достоинства.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ури ытла ыратсах кайманнине тунсан, питӗ савӑнчӗ: асаппа пулсан та, утма пултарать иккен-ха.

К его великой радости, боль оказалась не столь уже сильной, и хотя с трудом, но передвигаться он мог.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сылтӑмран, ҫынсене ӗмӗрлӗх асаппа хӑратса: — Ҫылӑха ан кӗр! Пӗтетӗн! — тесе пӗр сасӑ ӳкӗтлет.

Направо его застращивают ужасами вечных мук, убеждая: — Не греши! Опасно!

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Юратура — ӑна тӳреммӗн те тӳрккес пӗлтерӗшпе пӑхсан — кирек хӑҫан та тискер енсем пур, вӗсем вара ҫунат кӑмӑллӑ, нервӑллӑрах ачаш чунсене яланах асаппа намӑслӑх кӳреҫҫӗ.

В любви — в прямом, грубом ее смысле — всегда есть ужасные стороны, составляющие мученье и стыд для нервных, художественных натур.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл тепӗр чухне этемлӗх инкекӗшӗн чунӗпе татӑлса макӑрать, сӑмахпа каласа пама май ҫук тӗлли-паллисӗр асаппа, хуйхӑпа, таҫта инҫетелле, лерелле, Штольц илӗртнӗ леш тӗнчене туртӑнса, питӗ тертленет…

Он горько в глубине души плакал в иную пору над бедствиями человечества, испытывал безвестные, безыменные страдания, и тоску, и стремление куда-то вдаль, туда, вероятно, в тот мир, куда увлекал его, бывало, Штольц…

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Гаврик пурӑнӑҫӗнче асаппа чӑрмав пысӑк ҫынӑнни пекех нумай пулнине куртӑмӑр ӗнтӗ эпир, анчах ҫапах та ҫакна манмалла мар: вӑл халӗ тӑхӑр ҫулти ача ҫеҫ-ха.

Хотя, как мы это видели, жизнь Гаврика была полна трудов и забот, совершенно как у взрослого человека, все же не следует забывать, что он был всего лишь девятилетний мальчик.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫурҫӗрте сывлӑшри вӑрҫӑ мӗнле пыни ҫинчен ытла нумай каласшӑн мар эпӗ, каласа пани, чӑн, итлекене пит йӑпантарнӑ пулӗччӗ те, мӗншӗн тесен вырӑс летчикӗн чаплӑ пултарулӑхӗ ниҫта та Ҫурҫӗрти пек уҫҫӑн палӑрса тӑрас ҫук, Ҫурҫӗрте вӗт асаппа хӑрушлӑх ҫумне ҫур ҫул хушши пыракан полярла тӗттӗм ҫӗрле час-часах начар ҫанталӑк пулни те хутшӑнать.

Я не стану особенно много рассказывать о воздушной войне на Севере, хотя это очень интересно, потому что нигде не проявились с таким блеском качества русского лётчика, как на Севере, где ко всем трудностям и опасностям полёта и боя часто присоединяется плохая погода и где в течение полугода стоит полярная ночь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пысӑк асаппа ӳстерсе пуҫтарнӑ пӗтӗм уйри сарӑ тулла таса мар брезент ҫине сарса пӑрахнӑ та, ун ҫинчен атӑсемпе таптаса ҫӳреҫҫӗ.

С таким трудом выращенная и обработанная пшеница — крупная, янтарная, проникнутая всеми запахами горячего поля, — лежала на грязном брезенте, и по ней ходили в сапогах.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мана ырӑ сунса, ачасен юратӑвӗпе юратса кӗтсе илме хатӗрленччӗр; ун пек тумасассӑн, тискер асаппа асаплантарса вӗлерӗп.

Присоветуй им встретить меня с детской любовию и послушанием; не то не избежать им лютой казни.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫынсене вӑл вара час-часах ӗнентерме тӑрӑшатчӗ: эпӗ тӗнчере пурӑнма ҫуралман, эпӗ темӗскерле, никам чухласа илейми асаппа пурӑнма кӑна ҫуралнӑ, тетчӗ; ку чӑнах та ҫавӑн пек иккенне хӑй те ӗненес патнех ҫитетчӗ вара.

Он так часто старался уверить других в том, что он существо, не созданное для мира, обреченное каким-то тайным страданиям, что он сам почти в этом уверился.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӗҫех сирӗнпе курнӑҫассине шанса тӑнипе, юхакан пӑрсем хушшинче ҫулҫӳренине, ҫав тери пысӑк асаппа Франц-Иосиф ҫӗрӗ ҫине ҫитсе ӳкни ҫинчен каласа та тӑмастӑп.

Надеясь вскоре увидеться с Вами, не буду рассказывать о вашем тяжелом путешествии на Землю Франца—Иосифа по плавучим льдам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Вутланӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле хӗнпе те асаппа пичетленсе тухнине лайӑх астӑватӑп.

Хорошо помню в каких муках и страданиях выходила в печать первая книга Ивана Вутлана.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

7. Мӗн чухлӗ мухтанчӗ, мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр; вӑл хӑй ӑшӗнче: «эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» теет.

7. Сколько славилась она и роскошествовала, столько воздайте ей мучений и горестей. Ибо она говорит в сердце своем: «сижу царицею, я не вдова и не увижу горести!»

Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан ҫавӑ виҫӗ асаппа — вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе, кӳкӗртпе — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ; 19. лашисен вӑйӗ ҫӑварӗпе хӳринчеччӗ; вӗсенӗн хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ, вӗсен пуҫӗ те пурччӗ — вӗсем ҫав пуҫпа сиен турӗҫ.

18. От этих трех язв, от огня, дыма и серы, выходящих изо рта их, умерла третья часть людей; 19. ибо сила коней заключалась во рту их и в хвостах их; а хвосты их были подобны змеям, и имели головы, и ими они вредили.

Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней