Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ангел вара хӗрарӑмсене ҫапла каланӑ: ан хӑрӑр — эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Иисуса шыранине пӗлетӗп; 6. Вӑл кунта ҫук: Хӑй каланӑ пек, Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Е Эпӗ Аттемрен тархасласа ыйтсан, Вӑл тӳрех Ман патӑма вуникӗ легионран та ытла ангел ярса памӗ тесе шутлатӑн-и?
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Ҫавӑн чухне вӗсене темӗн чухлӗ хӑват кӑтартӗ, терӗ Ангел.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эсӗ ҫакӑнта тата ҫичӗ кун пул-ха: Ҫӳлти Турӑ сана Хӑй мӗн кӑтартас тенине кӑтартӗ, терӗ Ангел.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ыранхи каҫа та ҫакӑнтах юл — 59. Ҫӳлти Турӑ сана юлашки кунсенче Хӑй ҫӗр ҫинче пурӑнакансем валли тӑвас аслӑран та аслӑ ӗҫсене кӑтартӗ, терӗ Ангел.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ ҫакна каланӑ чухне вӑл, Ангел, ман патӑма килчӗ; 30. вӑл ман ҫине пӑхса тӑчӗ: эпӗ акӑ, вилнӗ пек, тӑна ҫухатса выртатӑп; вӑл мана сылтӑм алӑран пырса тытрӗ, мана тӗрек кӳрсе ура ҫине тӑратрӗ те каларӗ: 31. мӗн пулчӗ сана? мӗне пула ӑсран каяслах чӗрӳне хускатса янӑ эсӗ? мӗнрен хӑратӑн? терӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28. малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ ҫак сӑмахсене калама чарӑнсассӑн, ман патӑма, малтанхи каҫсенчи пекех, ятарласа янӑ Ангел килчӗ, 2. каларӗ вӑл: Ездра, тӑр та эпӗ сана калама килнӗ сӑмаха итле, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вара, Уриил ангел хушнӑ пек, йӗрсе те хуйхӑрса, ҫичӗ кун типӗ тытрӑм.20. А я семь дней постился, стеная и плача, как повелел мне Ангел Уриил.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах хам патӑма килнӗ Ангел мана пулӑшрӗ, мана вӑй кӗртрӗ, ура ҫине тӑратрӗ.15. Но пришедший ко мне Ангел поддержал меня и укрепил меня, и поставил на ноги.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сана ҫак паллӑсем ҫинчен калама ирӗк панӑ мана, анчах хальхи пекех тепре йӗре-йӗре кӗлтусассӑн, ҫичӗ кун типӗ тытсассӑн, кунтан ытларах та илтейӗн, терӗ Ангел.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел вара мана ҫапла хуравласа каларӗ: акӑ эпӗ хир вӑрманне кайрӑм та канаш тӑвакан йывӑҫсене куртӑм.13. Он же в ответ сказал мне: вот, я отправился в полевой лес, и застал дерева держащими совет.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне мана хуравласа калаканӗ хам патӑма янӑ Уриил ятлӑ Ангел пулчӗ, 2. вӑл ҫапла каларӗ: эсӗ ку тӗнче ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлатӑн, эсӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулне пӗлме пултараймастӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вара Ангел мана каларӗ: кай та ман халӑхӑма хӑв Ҫӳлхуҫа Туррӑн мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курни ҫинчен каласа пӗлтер, терӗ.48. Тогда Ангел сказал мне: иди и возвести народу моему, какие видел ты дивные дела Господа Бога.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сире, йынӑша-йынӑша хуйхӑракансене, хӗрхентӗм те — ҫимелли, маннӑ, патӑм: эсир ангел ҫӑкӑрне ҫирӗр.19. Я сжалился на стенания ваши, и дал вам манну в пищу: вы ели хлеб ангельский.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара мухтавӗпе аслӑ Пурне те Тытса Тӑракан тата чӑн Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑ сӑнне кӑтартса, тӳпе хапхине уҫса янӑ та, ҫавӑнтан мухтавлӑ та хӑрушӑ икӗ Ангел аннӑ; иудейсемсӗр пуҫне вӗсем ыттисене пурне те курӑнса тӑнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Маккавейпа унӑн ҫыннисем, хӑйсен керемӗсене ҫавӑрса илнине пӗлсессӗн, халӑхпа пӗрле куҫҫулӗпе йӗрсе Ҫӳлхуҫана Израиле ҫӑлмашкӑн ырӑ Ангел ярса пама тархасланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ангел мана хуравласа каларӗ: кусем — тӳпенӗн тӑватӑ сывлӑшӗ, вӗсем пӗтӗм ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑраҫҫӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ангел ҫапла каларӗ: ку хӗрарӑм — чӑн усаллӑх, терӗ; унтан ӑна ефа варрине ывӑтрӗ, ефа шӑтӑкне хупламашкӑн тӑхлан катӑкӗ ывӑтрӗ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.