Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Тӗлӗнме те кирлӗ мар: шуйттан хӑй те хӑш чухне ҫутӑ ангел евӗрлӗ курӑнать, 15. ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлекенсем те чӑнлӑхшӑн ӗҫлекенсем пек курӑнса ҫӳрени темех мар; вӗсене юлашкинчен ӗҫӗсене кура пулӗ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ питӗ вӑйлӑ кӑшкӑрашнӑ; фарисейсем майлӑ кӗнекеҫӗсем тӑнӑ та тавлашма пуҫланӑ: эпир ку ҫынра нимӗн япӑххи те курмастпӑр; ӑна чӑнах та сывлӑш е ангел каламан-и?
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл ҫапла каласассӑн, фарисейсемпе саддукейсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ; вара пуху пайланса кайнӑ, 8. мӗншӗн тесессӗн саддукейсем: «чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук, ангел та, чун та ҫук» теҫҫӗ; фарисейсем вара: «вӑл та, ку та пур» теҫҫӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ангел мӗн туни чӑн иккенне пӗлмесӗрех Петр тухнӑ та ун хыҫӗнчен утнӑ, вӑл ӗнтӗ куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ангел ӑна: пилӗкне ҫых, уруна сыр, тенӗ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ангел Петра аякӗнчен тӗртсе вӑратнӑ та: тӑр часрах, тенӗ.Ангел, толкнув Петра в бок, пробудил его и сказал: встань скорее.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем каланӑ: ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хисеплесе тӑракан Корнилий ҫӗрпӗве сӑваплӑ Ангел, сана хӑй килне чӗнсе пырса, эсӗ каланине итлеме хушнӑ, тенӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйпе калаҫакан Ангел кайсассӑн, Корнилий хӑйӗн икӗ тарҫине тата хӑйне пӑхӑнса тӑракан салтаксенчен пӗрне, Турра хисеплекенскере, чӗнсе илнӗ те, 8. мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа парса, вӗсене Иоппие янӑ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ангел ӑна хуравласа каланӑ: санӑн кӗллӳ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ.Ангел отвечал ему: молитвы твои и милостыни твои пришли на память пред Богом.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫав «сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ?» тесе хӑйсем йышӑнман Моисее, йӗплӗ тӗм ӑшӗнче курӑннӑ Ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх та, хӑтаракан та туса янӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Стефан ҫине пӑхнӑ чухне синедрионра ларакансене пурне те унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пек курӑнса тӑнӑ.15. И все, сидящие в синедрионе, смотря на него, видели лице его, как лице Ангела.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ун патне ҫӳлтен ангел анса тӗреклӗлетнӗ Ӑна.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсессӗн, Амӑшне йывӑр ҫын пуличченех Ангел каланӑ пек, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ангел вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр; эпӗ сире пысӑк савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтеретӗп — вӑл пур халӑха та пулӗ: 11. паян Давид хулинче сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ; Вӑл — Христос Ҫӳлхуҫамӑр; 12. акӑ сире паллӑ: эсир пиелесе сырӑша вырттарнӑ Ачана курӑр, тенӗ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ангел вара Ун патӗнчен кайнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ангел Ӑна каланӑ: ан хӑра, Мария: Эсӗ Турӑран тивлет илтӗн; 31. акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ангел Ун патне кӗрсен ҫапла каланӑ: эй тивлетлӗ Хӗр, савӑн!
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ — Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил, мана санпа калаҫма, сана ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ; 20. ман сӑмахсене — вӑхӑчӗ ҫитсен вырӑна килес сӑмахсене — ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.