Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айӗн (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӑштах куҫ айӗн пӑхнӑ чух темле хурлӑх, мӗскӗн ачалӑх тӗлӗрсе тӑнӑ ун куҫӗсенче, ку самантра вӑл хӑй те пурнӑҫра, юрату савӑнӑҫӗнче нумай пӗлекен хӗрарӑм пек мар, ҫитӗнмен хӗрача евӗр туйӑннӑ.

Когда она смотрела немного исподлобья, что-то трогательное, почти детски беспомощное сквозило в ее взгляде, и сама она в этот момент была похожа скорее на девчонку-подростка, нежели на многоопытную в жизни и любовных утехах женщину.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫумӑр айӗн сухалама юрамасть, Давыдов юлташ.

— При дожде нельзя пахать, товарищ Давыдов.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.

А Дымок, зверино-мягко ступая обутыми в рваные чирики ногами, тихонько посвистывая сквозь зубы, идет себе мимо плетней и заборов, из-под загнутых, лучистых ресниц посматривает на окна, на базы, и лишь только мелькнет где-нибудь девичий платок, — мгновенно преображается ленивый с виду, неповоротливый Дымок: он коротким, точным движением, по-ястребиному быстро поворачивает голову, выпрямляется.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пиртен пӗри, хум ан сарӑлтӑр тесе, хуллен кӑна шыва кӗрсе каять, мучин чи хӗрринчи вӑлтине ярса илес тесе, шыв айне чӑмать — ҫав вӑлтана шӑлӗсемпе шӑтӑрт ҫыртса илет те, тӗмесем айӗн каялла чӑмса тухать.

И один из нас потихонечку в воду слезет, чтобы волны не пустить, поднырнет под дедовы удочки, крайнюю леску схватит — жик ее зубами, перекусит и обратно под кустом вынырнет.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа халӗ те колхозсӑрах пурӑнма шутлатпӑр, тунсӑхлас теместпӗр! — пуриншӗн те хуравларӗ, пӗтерсе хунӑ хӗрлӗрех-хӑмӑр тӗслӗ мӑйӑхӗ айӗн кулса, ӗнерхи колхозник Батальщиков Иван.

Так что думаем и зараз без колхоза жить, не скучать! — улыбаясь в закрученные каштановые усы, за всех отвечал вчерашний колхозник Батальщиков Иван.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем айӗн кулкаласа итлерӗ, хӑйӗннех ҫирӗплетсе ҫапла каларӗ:

Яков Лукич посмеивался в седеющие усы, твердил:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Яков Лукич ура ҫине тӑчӗ, аллине тӗкӗр хыҫне чиксе хыпашларӗ, касса тикӗслетнӗ мӑйӑхӗ айӗн йӑл кулса, унтан хут тӗрки туртса кӑларчӗ.

— Яков Лукич встал, полез рукой за зеркало и вытянул, улыбаясь в подстриженные усы, связку бумаг.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашкӑрӑнни евӗр чӑнкӑ та кукшаланма пуҫланӑ ҫамки айӗн вӑл хӑвӑрттӑн пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, путса кӗнӗ куҫ лупашкисенчен йӑлтӑртатса пӑхакан сенкер пӗчӗк куҫӗсене йӑл кулнӑн хӗссе илчӗ те тенкел ҫинче ларакан хӗрарӑмсене — кил хуҫи арӑмӗпе кинне — пуҫ тайрӗ.

Из-под крутого, волчьего склада, лысеющего лба он бегло оглядел комнату и, улыбчиво сощурив светло-голубые глазки, тяжко блестевшие из глубоких провалов глазниц, поклонился сидевшим на лавке бабам — хозяйке и снохе.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кам пулчӗ-ха унта? — кӑвакарма пуҫланӑ мӑйӑх айӗн кулса ыйтрӗ вӑл.

— Кого нелегкая принесла? — улыбаясь в седеющие усы, спросил он.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ак сценка сире: Коваленко, яштак, ҫирӗп, мӑнттай этем, тӗрленӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, урампа утса пырать, картуз айӗн тухса анакан ҫӳҫ муклашки ҫамки ҫине ӳкнӗ; хӑрах аллинче пӗр тӗрке кӗнеке, тепринче туратлӑ хулӑн туя.

Вот вам сцена: идет Коваленко по улице, высокий, здоровый верзила, в вышитой сорочке, чуб из-под фуражки падает на лоб; в одной руке пачка книг, в другой толстая суковатая палка.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Вӗсене хӑйсене те кӑмӑла каять ҫак ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ, анчах хӑйсен туйӑмне палӑртма вӗсем пӗчӗк ачасем мар ӗнтӗ — пысӑк ҫынсем, ҫавӑнпа та вӗсем ҫӳхе тутисене пурте пӗр евӗрлӗ чӑп тытнӑ та, куҫӗсене хӗссе, нимӗнпе тӗлӗнтерме ҫук ҫынсем пек, куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ.

Им самим тоже нравится этот блеск, но они слишком серьезны для того, чтобы выражать свои ощущения, поэтому они однообразно сжали тонкие губы и, прищурив глаза, смотрят исподлобья, как люди, которых ничем не удивишь.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Вӑл ман ҫине куҫ айӗн пӑхса каларӗ:

Он, глядя на меня исподлобья, ответил:

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Ҫулланнӑ ҫынсем те, ҫамрӑккисем хыҫҫӑн куҫ айӗн пӑхса, таҫта икшерӗн, виҫшерӗн васкамасӑр, салхуллӑн утнӑ.

Пожилые люди угрюмо, не спеша, тоже шли куда-то по двое и по трое, исподлобья глядя вслед молодым.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Лар ҫинче мана хирӗҫ ларса, аллисемпе хӑйӗн чӗркуҫҫине ыталаса тытса, вӑл, урисене сухалӗ витмеллех янахӗ ҫине таяннӑ та, пӗрӗнтернӗ куҫхарши айӗн тӗлӗнмелле ҫунса тӑракан куҫӗпе ман ҫине шӑтарас пек пӑхать.

Сидя на ларе против меня и обняв свои колени руками, он положил на них подбородок так, что его борода закрыла ему ноги, и смотрел на меня жадными, странно горевшими глазами из-под сурово нахмуренных бровей.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Калаҫма чарӑнса, пӗрне-пӗри куҫ айӗн пӑхатпӑр хамӑр.

Помолчали, исподлобья осматривая друг друга.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Унӑн ҫӑмланса ларнӑ шатра пичӗ тата аялалла усӑнса выртакан ҫӑра куҫхаршисем айӗн аран-аран палӑракан куҫӗсем ӑна салхуллӑ та сивлек сӑн параҫҫӗ.

Его обросшее волосами и изъеденное рябинами лицо и глаза, едва видные из-за густых, нависших бровей, имеют выражение угрюмой суровости.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Анчах Гаврила чӑтрӗ, пӑспа ӗҫлекен машина пек хашкарӗ, нимӗн те шарламарӗ, Челкаш ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑха-пӑха илчӗ.

Но он сдерживался, пыхтел, как паровик, и молчал, исподлобья кидая взгляды на Челкаша.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Челкаш ун ҫине хӑйӗн ҫӑра куҫхаршисем айӗн лӑпкӑн пӑхнӑ та унӑн аллине вӗҫертмесӗрех малалла калать:

Челкаш спокойно посматривал на него из-под своих густых бровей и, не отпуская его руки, продолжал разговаривать:

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Хӗрача, Федя ҫине куҫ айӗн пӑхса, Захар мучи ӑна пӗррехинче чӗнсе кӗртсе, хӑйӗн пысӑк савӑнӑҫӗ ҫинчен, Федя Черкашин, лӑп та шӑп ӗлӗкрех асӑннӑ арҫын ача, мучин партизан отрядӗнчи чи ҫывӑх тусӗ тупӑнни ҫинчен каласа панине асне илчӗ.

Искоса поглядывая на Федю, девочка вспомнила, как однажды дед Захар позвал ее к себе и рассказал, что у него большая радость — нашелся Федя Черкашин, тот самый мальчик-сирота, с которым он подружился, когда был в партизанском отряде.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл шурӑ платье тӑхӑнчӗ, Обломов парнеленӗ алҫыххине чӗнтӗр айӗн пытарса ҫыхрӗ, ҫӳҫне Обломов юратнӑ пек турарӗ; малтанхи кунах фортепиано ӗнерсе хатӗрлеме хушрӗ, ирхине вара юрласа пӑхрӗ.

Она надела белое платье, скрыла под кружевами подаренный им браслет, причесалась, как он любит; накануне велела настроить фортепьяно и утром попробовала спеть Casta diva.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней