Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫавсем хушшинчех малашнехи юн кӳллисен шӑршине аякран сиссе илнӗ ҫӑхансем те сахал мар пулнӑ; вӗсем ҫӗршывӑн юн тымаррисене камӑн хытанка алли касса уҫасса туйса илнӗ те, хӑйсем валли мӗн те пулин хӑйпӑтса илес шанчӑкпа, Могилев хулине лӑпӑстатса вӗҫсе килнӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗрсе каять, юн тымарӗсенче юн чупма пуҫлать.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Хусканса кайнӑ Россия ҫӗршывӗн юн тымарӗсем тӑрӑх чугун ҫулсем ҫийӗпе кӑвак шинеллӗ юна хӗвеланӑҫӗнчи чикӗ еннелле хӑвалать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мана командовани ак ҫапла приказ пачӗ: ҫынсем тутӑ пулмалла, ҫак ылханлӑ нӳрлӗхре юн тымарӗнче юн ан шӑнса лартӑр, алли-урисем вӑйлӑ пулччӑр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл, персе амантнӑ хурчка пек, йӑлтах юнпа пӗвеннӗскер (унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчен юн юхрӗ), шурса тата тӗксӗмленсе ларнӑскер, шӑлӗсене ҫыртса тата ҫиленнӗ пысӑк куҫӗсене чарса пур еннелле те пӑхкаласа, татах та хӳтӗленме хатӗрленсе кинжалне тытса кукленсе ларчӗ.
XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Таврари тарӑн юра юн витрӗ, тӗллӗн-паллӑн юн кӳлленчӗкӗ те пулса тӑчӗ.Глубокий снег вокруг пропитался кровью, и кое-где она стояла лужицами.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку таврара вӑл банкӑсем лартма, чугунсем ӳпӗнтерме, сикнӗ шӑмӑсене вырнаҫтарса лартма пӗлнипе, вӗрсе-сурса юн кӑларма та юн чарма пултарнипе тата чӑлха ҫыхмалли тимӗр йӗппе ача пӑрахтарма ӑста пулнипе питех те паллӑ карчӑк.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ку таврара вӑл банкӑсем лартма, чугунсем ӳпӗнтерме, сикнӗ шӑмӑсене вырнаҫтарса лартма пӗлнипе, вӗрсе-сурса юн кӑларма та юн чарма пултарнипе тата чӑлха ҫыхмалли тимӗр йӗппе ача пӑрахтарма ӑста пулнипе питех те паллӑ карчӑк.
17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсенчен, юн тымарне касса татнӑ пекех, хуп-хура юн пӗрхӗнсе тухрӗ.Черная кровь ударила из его ноздрей, словно из вскрытой вены.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗвелӗн хӗрхӗлтӗм пайӑркисем хула стенисемпе башнисене юн сапнӑ пек хӗретнӗ, чӳречесем чуна ҫӳҫентермелле хӑрушшӑн ҫуталнӑ, пӗтӗм хула аманнӑн-суранланнӑн туйӑннӑ, ун суранӗсенчен юн мар — пурнӑҫ сӗткенӗ сӑрхӑнса юхнӑ; вӑхӑт иртсе пынӑ май хула вилӳт пек хуралнӑ та, ун ҫинчи ҫӑлтӑрсем вилнӗ ҫын пуҫ вӗҫне лартнӑ ҫуртасем пек курӑннӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Юншӑн — юн тӑкӑнтӑр, — перӗр лайӑхрах!
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӗсенчен хӑш-пӗрисем, ура ҫине тӑрса, халӑх патнелле хӑвӑрт чупа-чупа кайнӑ, теприсем аран-аран ҫеҫ тӑркаланӑ та хӑйсем хыҫҫӑн юн паллисем хӑварнӑ, кусем те сулӑнкаласа таҫталла сӗнклетнӗ, хыҫалтан юн юхса пынӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Кӑкӑрӗнчен вӑл юн юхтарнӑ, тӗкӗсене юнпа пӗветнӗ…
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Вӑл ҫаврака, пысӑк, юн пек хӗрлӗ; вӑл хӑй ӗмӗрӗнче нумай ҫын ӳчӗпе юнне ҫӑтнӑ ҫеҫенхир тӗпӗнчен тухнӑ пек, ҫавӑнпах-и тен, ҫавнашкал мӑнтӑр та хӗп-хӗрлӗ курӑнать.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл халӗ хӑйне пӗр-пӗчченӗн туйрӗ, хӑйӗн юн тымарӗсенче юхакан юнне панӑ пурнӑҫ йӗркинчен ӗмӗрлӗхех тӑпӑлса тухса ӳкнӗ пек шутларӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ӑна пула юн тымарӗсем тӑрӑх юн хытӑрах чупма тапратрӗ, ҫак музыка пире таҫталла кайма йыхӑрать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Унтан икӗ тиркӗ юн тухрӗ, ҫав юнпа тата чӑмкӑҫсем ярса ҫав тери ырӑ апат хатӗрлерӗмӗр.От него собрали две миски крови, и из этой крови и нырков сделали очень хорошую похлёбку.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн юн тымарӗсенче юн мар, шӗвӗ шӳрпе пек шӗвек юхать.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Никама та тивмерӗҫ хурахсем, ҫаратмарӗҫ, хӑйсен атаманӗ юнӗшӗн пӗр тумлам юн та юхтармарӗҫ.Но не разграбили ничего и не пролили ни единой капли крови в отмщение за кровь своего атамана.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Сӑмахран, кӗҫӗр каҫхине эсӗ пӗрмаях: «Юн, юн, авӑ мӗн вӑл!» — тесе выртрӑн.— Вчера ночью ты кричал: «Это кровь, это кровь, вот что это такое»!
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.