Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Юн сăмах пирĕн базăра пур.
Юн (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын ӳтне кастарсан юн тухать, йывӑҫӑн — сӗткен.

Помоги переводом

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

Ку вӑл ҫулталӑкра ҫичӗ пин те улт ҫӗр утмӑл пилӗк тонна юн юхнине пӗлтермеет-и-ха?..

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Раҫҫейри арӑмсен варӗнче халь тата та хӑрушӑрах вӑрҫӑ пырать: унта бомбӑсемпе снарядсем, минӑсем ҫурӑлмаҫҫӗ — пурпӗрех ҫулсеренех пилӗк миллион пурнӑҫ татӑлать, кунсерен ҫирӗм пӗр тонна юн юхать.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӗрарӑмӑн, аборт тутарнӑскерӗн, ҫылӑхӗ вара урамри ҫын тепӗр этеме вӗлернинчен те пысӑкрах: хӗрарӑм хӑйӗнчен ӳтпе юн илекене, хӑйӗн тӑван ачине, вӗлерет.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫавнашкал апата ҫиекенсенчен хӑшӗсем ҫав романра ӳпке шыҫҫипе вилеҫҫӗ, тепри-сем — пуҫ мимине юн кайнипе, виҫҫӗмӗшӗсем — чӗре йӗркеллӗ ӗҫлейми пулнипе тата ытти те, тата ытти те.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӑш-пӗр витаминсем ытлашши пулнӑран ҫын пуҫ мимине юн каять, чӗре йӗркеллӗ ӗҫлейми пулать.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫавӑ витаминлӑ апата питӗ юратса ҫисе пурӑннӑ йӗке хӳресем юлашкинчен пит начарланса ҫитнӗ, ӳсме чарӑннӑ, вӗсен юн чирӗ — анеми — тапранса кайнӑ.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Юн, вут-ҫулӑм, аркату, бомбӑсемпе снарядсем ҫурӑлни ҫара пакартан паттӑрланса ҫӳрекен пӑхаттирсемпе пикесем — вӗҫӗ те, хӗрри те ҫук, татты-сыпписӗр хӑрушӑ япала.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ахальтен ӑҫтан тупӑнтӑр-ха ку юн?

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Те пылчӑк, те юн, те ҫумӑрпа йӗпеннӗ йытӑ — ӑна-кӑна чухлаймарӗ ача.

Помоги переводом

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пуртӑ лачлатнӑ сасӑ хӑлхаран кӗрсе пӗтӗм юн тымарӗсене вӗрилентерсе, пӗҫертсе ярать.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апла та капла авкаланса выртакан юн тымарӗсем пысӑкланнӑ.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑт ҫавӑнтан хӑраса ӳкнӗ нимӗҫсем, юн ӗҫенсем, вара аллисене кашӑлах ҫӗкленӗ тет.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Юн вылянӑ чух ҫынна сивӗ пӳрт те тем мар.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Апат ҫисен юн выляма тытӑнать.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Юн тымарӗсем, ҫӑпата кантри евӗр, апла та капла явӑннӑ алӑсем тавра.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӑна ҫавӑрса кӑларнӑ тӗле Силпи вырӑн ҫинче юн кайнипе аптӑрарӗ.

Помоги переводом

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл пӑхнӑ самантсенче юн вӗреме тытӑнать, чун хӑпартланать.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑнтах ҫӑварӗнчен юн кайрӗ.

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Килкартишне курсан юн курнӑ хыҫҫӑн калинккерен тухса кайрӗ.

Помоги переводом

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней