Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Тепӗр кунне Сидон патне ҫитсе чарӑнтӑмӑр.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ; 18. вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Чӑн калатӑп сире: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра тӳпе виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх хупӑнса тӑнӑран пӗтӗм ҫӗр ҫинче питӗ йывӑр выҫлӑх тӑнипе Израильре тӑлӑх арӑм нумай пулнӑ; 26. ҫапах Илияна вӗсем патне пӗрин патне те мар, Сидон ҫывӑхӗнчи Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑм патне анчах янӑ; 27. Елисей пророк пурӑннӑ вӑхӑтра тата Израильре тилҫеллӗ ҫын нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман, тенӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ урлӑ кайса каллех Галилея тинӗсӗ патне тухнӑ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унтан кайсассӑн Тирпа Сидон ҫӗрне ҫитнӗ; унта пӗр ҫурта кӗнӗ, ӗнтӗ Хӑй ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман; анчах та пытарӑнса юлайман.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тирпа Сидон таврашӗнчисем те, Вӑл мӗн туни ҫинчен илтсессӗн, Ун патне питех те йышлӑн пынӑ.И живущие в окрестностях Тира и Сидона, услышав, что Он делал, шли к Нему в великом множестве.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав вырӑнтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ.21. И, выйдя оттуда, Иисус удалился в страны Тирские и Сидонские.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсемшӗн Эпӗ темӗн чухлӗ патшана сирпӗтрӗм; фараона чурисемпе, пӗтӗм ҫарӗпе пӗрле пӗтертӗм; 11. суя тӗнлисене пурне те вӗсен умӗнчен сирсе тӗп турӑм, хӗвелтухӑҫӗнче те икӗ ҫӗрӗн, Тир ҫӗрӗпе Сидон ҫӗрӗн, халӑхне сапаласа ятӑм, вӗсен мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑкрӑм.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав ҫырӑва вуласа та пӗтереймен-ха, акӑ ӗнтӗ Галилейӑран урӑх хыпарҫӑсем, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтир тӑхӑннӑскерсем, ҫакӑн пек хыпар илсе ҫитернӗ: 15. пире хирӗҫ Птолемаида, Тир, Сидон ҫыннисем тата пӗтӗм Галилейӑри суя тӗнлӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ — вӗсем пире пӗтересшӗн, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тир, Сидон тата Филисти тӑрӑхӗ, мӗнех эсир Маншӑн?
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унта — ҫурҫӗр хуҫисем, вӗсем тата пӗтӗм Сидон халӑхӗ, сехӗрлентерсе тӑнӑ вӑй-хӑватне ҫӗмӗрсе тӑкнипе намӑса юлнӑскерсем, аркатса тӑкнӑ ҫынсемпе пӗрле ҫӗр тӗпне аннӑ, халь ӳт кастарманнисемпе пӗрле, хӗҫпе вӗлернисемпе пӗрле выртаҫҫӗ, виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сидон енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 22. кала: Сидон, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ!обрати лице твое к Сидону и изреки на него пророчество, 22. и скажи: вот, Я - на тебя, Сидон,
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл аллине тинӗс ҫине тӑсрӗ, патшалӑхсене силлерӗ; Ҫӳлхуҫа Ханаанӑн ҫирӗплетнӗ хулисене аркатса тӑма хушрӗ, 12. ҫапла каларӗ: эй Сидон хӗрӗ, намӑса юлнӑ хӗр, ӳлӗм хӗпӗртеймӗн!
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Сидон, эсӗ намӑса юлтӑн; тинӗс, тинӗс тӗрекӗ акӑ мӗн калать: «эпӗ ача ҫуратнӑ чухнехи асапа пӗлместӗп, ҫуратман, ывӑл ӳстермен, хӗрсем ҫитӗнтермен».
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Утрав ҫинче пурӑнакансем, шӑпланӑр! унччен кунта тинӗспе ҫӳрекен Сидон сутуҫисем хӗвӗшетчӗҫ.2. Умолкните, обитатели острова, который наполняли купцы Сидонские, плавающие по морю.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ханаанран Сидон, унӑн малтанхи ывӑлӗ, ҫуралнӑ, унӑн тата Хет, 14. Иевусей, Аморрей, Гергесей, 15. Евей, Аркей, Синей, 16. Арвадей, Цемарей тата Хамафей ҫуралнӑ.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль патши Соломон Иерусалим ҫумне, ҫу йывӑҫҫисен тӑвӗ ҫине сылтӑм енне Сидон йӗрӗнчӗкне Астартӑна, Моав йӗрӗнчӗкне Хамоса, Аммон йӗрӗнчӗкне Милхома пуҫҫапмалли тӳпем вырӑнсем ларттарнӑ пулнӑ, Иосия ҫавна ирсӗрлентернӗ; 14. кӗлеткесене ҫӗмӗрнӗ, Астарта юпине касса пӑрахнӑ, ҫав вырӑнсене вара вилнӗ ҫын шӑммисем пӑрахса тултарнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2