Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Патшалӑхсен (тĕпĕ: патшалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Василевски, большевиксене, патшалӑхсен хушшинчи тивӗҫлӗхсене пӑсатӑр тесе, айӑпласа, кӑшкӑру тапратрӗ те ӗнтӗ, Жарновскин тивӗҫлӗхӗсене халех калла тавӑрма тата посольствӑн архивӗсене калла пама икӗ ультиматум ячӗ.

Василевский уже поднял крик, обвиняя большевиков в нарушении международного права, и послал два ультиматума, требуя немедленного восстановления в правах Жарновского и возвращения архивов посольства.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Союзлӑ патшалӑхсен десанчӗсем хӗрлисене ҫурҫӗртен, флот — Балти тинӗсӗнчен хӗстерсе килӗҫ.

Союзные десанты будут теснить красных с севера, флот — с Балтийского моря.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ара союзлӑ патшалӑхсен ҫарӗсене революци ҫавӑрса илнӗ ҫӗршыва илсе килни вӑл — нимӗҫсем Украинӑра мӗн курнине тепӗр хут туниех пулать-ҫке.

Ведь вводить союзные войска в охваченную революцией страну — значит повторить судьбу немцев на Украине.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Кунта ватти те, ҫамрӑкки те килсех тӑрать, ял халӑхӗн ӗҫӗ пирки сӑмахлаҫҫӗ, хӗвелтухӑҫ енчи ыйтусем, пӗтӗм Европӑри патшалӑхсен шалти те тулти политикисем ҫинчен калаҫаҫҫӗ…

Сюда сходились и стар и млад, здесь обсуждались общинные дела, восточный вопрос, внутренняя и внешняя политика всей Европы.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пӗр-пӗринпе хирӗҫекен патшалӑхсен икӗ дипломачӗ калаҫнине итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн: ҫав дипломатсем, пӗр-пӗринпе ытарма ҫук туслӑ пурӑнасшӑн пулса, хӑйсен правительствисене улталаҫҫӗ, тесе шутламалла.

Он, подслушав разговор двух дипломатов, принадлежащих к враждебным дворам, остался бы уверен, что каждый из них обманывает свое правительство в пользу взаимной нежнейшей дружбы.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав таранччен вӗсем мӗнле сочиненисем ҫыркаланӑ, ҫак хӗрсен сочиненийӗсен темисем те ҫавнашкалах: «Туслӑх», «Ӗлӗкхине аса илнисем», «Историре турӑ хушса пыни», «Юмахри патшалӑх», «Вӗреннин уссисем», «Тӗрлӗ патшалӑхсен тытӑмӗ, вӗсен ӑрасналӑхӗпе пӗрпеклӗхӗ», «Меланхоли»1, «Атте-аннесене юратасси», «Чун ӑҫталла туртнисем» т. ыт. те.

Тут были: «Дружба», «Воспоминания о былом), «Роль религии в истории», «Царство мечты», «Что нам дает просвещение», «Сравнительный очерк политического устройства различных государств», «Задумчивость», «Дочерняя любовь», «Задушевные мечты» и т.д.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Раҫҫейӗн кашни кӗтесӗнчен тата Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхӗн ҫывӑхри ҫӗршывӗсенчен килнӗ 7,5 пин ҫын пӗрле пухӑнать.

С каждого уголка России и ближних стран Союза независимых государств вместе собираются 7,5 тысяч людей.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Раҫҫейри тата Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнчи халӑх пултарулӑх коллективӗсем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчен те килме пуҫларӗҫ шурӑ Шупашкарӑмӑра.

Не только народные самодеятельные коллективы России и Стран независимых государств стали приезжать в славные Чебоксары, но и из-за зарубежья.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Республикӑна Раҫҫей регионӗсемпе ют патшалӑхсен делегацийӗсем килсе курнӑ.

Республику посетили делегации регионов России и зарубежных стран.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Совет Союзӗ саланнӑ хыҫҫӑнах унччен ун йышӗнчи республика шутланнӑ ҫӗршывсенчен (Литвапа Латви тата Эстонисӗр пуҫне) Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.

Сразу же после распада Советского Союза из числа стран, числившихся в нем (кроме Литвы, Латвии и Эстонии) организовали Союз независимых государств.

Фестивале юбилее халалларӗҫ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

«Химпромӑн» Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнче пӗрремӗш шутланакан, ҫулталӑкне 30 пин тонна хӑватпа глифосат туса кӑларма палӑртакан производствине тумалли проекта Фондӑн Сӑнав канашӗ ырланӑ.

Проект «Химпрома» по строительству первого в СНГ производства глифосата мощностью 30 тыс. тонн в год одобрен Наблюдательным советом Фонда.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

20. Уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче Аггее иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 21. Зоровавеле, Иудейӑна тытса тӑракана, кала: Эпӗ тӳпепе ҫӗре кисрентерӗп; 22. патшалӑхсенӗн аслӑ пуканне сирпӗтсе антарӑп, суя тӗнлӗ патшалӑхсен хӑватне пӗтерсе тӑкӑп, ҫар ураписене, вӗсем ҫинче ларакансене тӳнтерӗп, вӗсен учӗсемпе юланутҫисем пӗр-пӗрин хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗҫ.

20. И было слово Господне к Аггею вторично в двадцать четвертый день месяца, и сказано: 21. скажи Зоровавелю, правителю Иудеи: потрясу Я небо и землю; 22. и ниспровергну престолы царств, и истреблю силу царств языческих, опрокину колесницы и сидящих на них, и низринуты будут кони и всадники их, один мечом другого.

Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ, 45. ҫавӑнпа алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннине, вӑл тимӗре, пӑхӑра, тӑма, кӗмӗле те ылтӑна ватнине курнӑ та эсӗ.

44. И во дни тех царств Бог небесный воздвигнет царство, которое вовеки не разрушится, и царство это не будет передано другому народу; оно сокрушит и разрушит все царства, а само будет стоять вечно, 45. так как ты видел, что камень отторгнут был от горы не руками и раздробил железо, медь, глину, серебро и золото.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Асту, тӗп туса та тустарса, пӗтерсе те аркатса, пултарса та ӗрчетсе пымашкӑн ҫакӑ кун Эпӗ сана халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне лартрӑм.

10. Смотри, Я поставил тебя в сей день над народами и царствами, чтобы искоренять и разорять, губить и разрушать, созидать и насаждать.

Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Вавилона — патшалӑхсен илемне, халдейсен мӑнаҫлӑхне — Содомпа Гоморрӑна пӗтернӗ пек пӗтерӗ, 20. унта нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ, йӑхран йӑхах пурӑнакан пулмӗ унта; Арави ҫынни унта хӑйӗн чатӑрне караймӗ, кӗтӳҫӗсем те унта хӑйсен кӗтӗвӗпе канаймӗҫ.

19. И Вавилон, краса царств, гордость Халдеев, будет ниспровержен Богом, как Содом и Гоморра, 20. не заселится никогда, и в роды родов не будет жителей в нем; не раскинет Аравитянин шатра своего, и пастухи со стадами не будут отдыхать там.

Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Тусем ҫинче — шӑв-шав: йышлӑ халӑх шавланӑ пекех, пӗрле пухӑннӑ патшалӑхсен, пӗрле пухӑннӑ халӑхсен пӑлхавлӑ шавӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа вӑрҫа хатӗр ҫарсене тӗрӗслет.

4. Большой шум на горах, как бы от многолюдного народа, мятежный шум царств и народов, собравшихся вместе: Господь Саваоф обозревает боевое войско.

Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхсен пӗртен-пӗр Туррийӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.

Ты один Бог всех царств земли, Ты сотворил небо и землю.

4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Самуил халӑха Массифӑна Ҫӳлхуҫа патне пуҫтарнӑ та 18. Израиль ывӑлӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ Израиле Египетран илсе тухрӑм, сире Египет ҫыннисен аллинчен тата хӑвӑра пусмӑрласа тӑнӑ мӗнпур патшалӑхсен аллинчен хӑтартӑм.

17. И созвал Самуил народ к Господу в Массифу 18. и сказал сынам Израилевым: так говорит Господь Бог Израилев: Я вывел Израиля из Египта и избавил вас от руки Египтян и от руки всех царств, угнетавших вас.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫав вӑхӑтрах Иисус, каялла таврӑнса, Асор хулине туртса илнӗ, унӑн патшине хӗҫпе касса вӗлернӗ, [Асорӗ вӑл ӗлӗк таврари патшалӑхсен чӑн аслӑ хули пулнӑ]; 11. унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [пурне те] тупаланӑ: пӗр чӗрӗ чун та юлман; Асора вӑл вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.

10. В то же время возвратившись Иисус взял Асор и царя его убил мечом [Асор же прежде был главою всех царств сих]; 11. и побили все дышащее, что было в нем, мечом, [все] предав заклятию: не осталось ни одной души; а Асор сожег он огнем.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней