Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Агг 2

Раздел: Библи –> Аггей пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 15:17

Предложений: 20; Слово: 470

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 2. халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала: 3. ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир? Сирӗн куҫӑр умӗнче вӑл нимӗн те мар пек туйӑнмасть-и? 4. Анчах хӑюллӑ пул паян, Зоровавель, тет Ҫӳлхуҫа, хӑюллӑ пул, Иисус — Иоседек ывӑлӗ, аслӑ иерей! хӑюллӑ пул, ҫӗршыври пӗтӗм халӑх, ӗҫӗрсене тӑвӑр: Эпӗ сирӗнпе, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 5. Эсир Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухне Эпӗ сирӗнпе хывнӑ халал тата Манӑн Сывлӑшӑм сирӗн хушшӑрта тӑрать: ан хӑрӑр! 6. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр хут, — ӗнтӗ ҫакӑ часах пулӗ, — Эпӗ тӳпепе ҫӗре, тинӗспе типҫӗре кисрентерӗп, 7. пур халӑха та кисрентерӗп, вара пур халӑх та Кӗтекенни килӗ, ҫак Ҫурта вара мухтавлӑхпа тултарӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 8. Манӑн кӗмӗлӗм, Манӑн ылтӑнӑм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 9. Ҫак юлашки Ҫуртӑн чапӗ унчченхин чапӗнчен пысӑкрах пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫак вырӑнта Эпӗ канӑҫлӑх парӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.

10. Тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 11. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: священниксенчен саккун ҫинчен ыйт та кала: 12. кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл? Священниксем хуравласа каланӑ: ҫук, тенӗ. 13. Ҫавӑн хыҫҫӑн Аггей каланӑ: эхер те ҫакӑн ҫумне вилене сӗртӗнсе хӑйне ирсӗрлетнӗ пӗр-пӗр ҫын пырса тӗкӗнсен, вӗсем вара таса мар пулса тӑраҫҫӗ-и? тенӗ. Священниксем хуравласа каланӑ: таса мар пулса тӑраҫҫӗ, тенӗ. 14. Вара Аггей хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа калать: ҫак халӑх, ҫак йӑх Ман умӑмра ҫавӑн пек, вӗсен алли тунӑ мӗнпур ӗҫ те ҫавӑн пекех! Вӗсем унта мӗн кӑна илсе ан килччӗр, пурте таса мар. 15. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр чӗрӗре паянхи кунран каялла, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче чул ҫине чул та хуман чухнехи вӑхӑт еннелле, ҫавӑрӑр. 16. Ҫирӗм виҫе пама пултаракан ҫӗмел патне пыратчӗҫ те, вуннӑ кӑна пулатчӗ; иҫӗм сӗткенӗ юхтаракан вырӑна аллӑ виҫе ӑсса илме пыратчӗҫ те, ҫирӗм виҫе кӑна пулатчӗ. 17. Эпӗ сирӗн тыррӑр-пуллӑра ӑрша ярса тата шурӑхтарса пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн аллӑрсем тунӑ пӗтӗм ӗҫе пӑр ҫаптарса пӗтерсе пытӑм; анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа. 18. Чӗрӗре паянхи кунран каялла, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнчен, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунран, каяраххи енне ҫавӑрӑр-ха; чӗрӗре ҫавӑрӑр-ха: 19. кӗлетре тата вӑрлӑх пур-и? Халиччен иҫӗм йывӑҫӗ те, смоква йывӑҫӗ те, нар йывӑҫӗ те, ҫу йывӑҫӗ те ҫимӗҫ паманччӗ; паянтан пуҫласа вара Эпӗ вӗсене пиллӗп.

20. Уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче Аггее иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 21. Зоровавеле, Иудейӑна тытса тӑракана, кала: Эпӗ тӳпепе ҫӗре кисрентерӗп; 22. патшалӑхсенӗн аслӑ пуканне сирпӗтсе антарӑп, суя тӗнлӗ патшалӑхсен хӑватне пӗтерсе тӑкӑп, ҫар ураписене, вӗсем ҫинче ларакансене тӳнтерӗп, вӗсен учӗсемпе юланутҫисем пӗр-пӗрин хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗҫ. 23. Ҫавӑ кун, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана, Зоровавель, Салафиил ывӑлӗ, Манӑн чурам, тет Ҫӳлхуҫа, Хам патӑма илӗп, сана пичет пек усрӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.

Сайт:

 

Статистика

...подробней