Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ ялав, «Хисеп Палли», Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» орден-медальсемпе, «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль, нумай Хисеп хучӗсене, Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.
Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
– Ӗҫленӗшӗн кунне пӗр центнер ҫурӑ тырӑлла килӗшрӗмӗр.
Шанчӑклӑ ӗҫчен // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
«Муниципалитет служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлеме Чӑваш Республикинчи муниципалитет службин стажне ҫак должноҫсене йышӑннӑ тапхӑрсене кӗртеҫҫӗ (шута илеҫҫӗ):».
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикинчи муниципалитет служби ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
«Муниципалитет служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлеме Чӑваш Республикинчи муниципалитет службин стажне кӗрекен (шута илекен) должноҫсене йышӑннӑ тапхӑрсен переченӗ»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикинчи муниципалитет служби ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
3. Муниципалитет службин стажне, ҫак статьян 1-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ должноҫсене йышӑннӑ тапхӑрсемсӗр пуҫне, муниципалитет служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлеме ҫак Саккунпа 6-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн ҫирӗплетекен Муниципалитет служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлеме муниципалитет службин стажне кӗрекен (шута илекен) должноҫсене йышӑннӑ тапхӑрсен переченӗпе пӑхса хӑварнӑ должноҫсене йышӑннӑ тапхӑрсене тата муниципалитетӑн право акчӗсемпе килӗшӳллӗн ытти тапхӑрсене кӗртеҫҫӗ (шута илеҫҫӗ).
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикинчи муниципалитет служби ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
2. Муниципалитет службин стажне, ҫак статьян 1-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ должноҫсене йышӑннӑ тапхӑрсемсӗр пуҫне, муниципалитет служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн кашни ҫул паракан тӳлевлӗ хушма отпуск тӑршшӗне палӑртма тата вӗсем валли федераци саккунӗсемпе, Чӑваш Республикин саккунӗсемпе тата муниципалитет пӗрлӗхӗсен уставӗсемпе пӑхса хӑварнӑ ытти гарантисене ҫирӗплетме ҫавӑн пекех Федерацин »Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх граждан служби ҫинчен« 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 79-ФЗ №-лӗ саккунӗн 54 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн патшалӑх граждан службин стажне кӗрекен (шута илекен) должноҫсене йышӑннӑ тапхӑрсене кӗртеҫҫӗ (шута илеҫҫӗ).
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикинчи муниципалитет служби ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Темиҫе ӗнерен унӑн кӑна хырӑмӗ юлнӑ-мӗн, ҫакӑн пек тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн питӗ савӑннӑ вӑл.
Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
«Чуна парса ӗҫленӗшӗн тав туни ҫакӑ пулчӗ-и?» — терӗ вӑл."Это было благодарность за самозабвенный труд", - сказала она.
«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №
Виҫӗ ҫул ҫирӗп режимлӑ колонире ларнӑ хыҫҫӑн, лайӑх ӗҫленӗшӗн колони-поселение куҫарчӗҫ.После трех лет сидки в колонии строгого режима, за хороший труд перевели в колоние-поселение.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, вӑй-халне, чун-хӑватне, укҫи-тенкине шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн Регионсен хушшинчи чӑваш наци кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ, ӑна пуҫарса яраканӗ те вӑлах, Николай Игнатьевич Петров историк-спортсмен Виталий Петрович Мердеева «Чӑваш кӗрешӗвӗн хисеплӗ ӑсти» ята парса чысларӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Стройкӑра ӗҫленӗшӗн намӑсланмалли те, вӑтанмалли те ҫук.То, что работал на стройке ничего позорного, постыдного нет.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Пӗр уйӑх ӗҫленӗшӗн укҫа аван тӳлерӗҫ те кунтах тӑрӑшрӑм.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Граждансен, юридици вӑйӗнчи тытӑмсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлес енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Михаил Игнатьев Святослав Осокинпа Владимир Петров адвокатсене Тав хучӗпе чысларӗ.
Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Надежда Ивановнӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» тата юбилей медалӗсемпе чысланӑ.
Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫавӑнпа пӗрлех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен специалисчӗсене чунне парса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, ӗҫре палӑрнисене Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Пичет ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн хавхаланса ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра – ӑнӑҫу, телейпе ырӑлӑх сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457
Пичетре нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ӑна СССР журналисчӗсен Союзӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ, ытти наградӑсем те нумай.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
Ун чухне ӗҫленӗшӗн тӳлемен.
Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Шантарнӑ пекех, Шупашкарти бассейнлӑ ку чухнехи 300 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ача садне Чӑваш Ен Правительствине тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн панӑ преми шучӗпе туяннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн медале тивӗҫнӗ.
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772