Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Шанчӑклӑ ӗҫчен

Автор: Сувар

Источник: «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Добавлен: 2016.07.23 22:45

Предложений: 15; Слово: 117

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

Ананий Ипполитова Сиреньел ялӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм Элмет районӗ пӗлет тесен те юрать. Ҫитмӗлпе пыракан Ананий Никитович хӑй ӗмӗрӗнче машинӑпа миҫе километр иртмен-ши? Ҫитмен ҫӗрӗ пулман.

Тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Россия» ял хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ. Тӗрӗссипе каласан, кустӑрмаллӑ хурҫӑ учӗ ҫинчен пӗрре те анман.

Паян вӑл пенсире пулсан та алран руль ямасть-ха. Вырӑнти арендатор патне куллен ӗҫе ҫӳрет. Вӑрлӑх турттарать.

– Пирӗн ҫӗр пайӗсене пӗр тутар арендӑна илчӗ те, хӑйне кирлӗ пек усӑ курать, – тет Ананий Никитович.

Пуян опытлӑ шофер малтанхи ҫулсенче хуҫалӑх машинипе ҫӳренӗ пулсан, халӗ унӑн «учӗ» хӑйӗнех.

– Ӗҫленӗшӗн кунне пӗр центнер ҫурӑ тырӑлла килӗшрӗмӗр. Вӗсен укҫине кӗтсе илме ҫук. Капла вара шанӑҫлӑ, – тет ӗҫ ветеранӗ, хире каймашкӑн васкаса. – Тырӑ вӑл – ҫӑкӑр. Ҫӑкӑр пулсан пурнӑҫ малалла пырать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней