Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль

Автор: Галина ЗОТОВА

Источник: «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Добавлен: 2016.05.25 14:27

Предложений: 32; Слово: 436

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: История

Алексей Федотович Иванов 1912 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Урикассинче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Штанашри 6 ҫул, Хӗрлӗ Чутайри 8 ҫул вӗренмелли шкулсенче ӑс пухнӑ. 1928-1931 ҫулсенче вӑл Етӗрнери педагогика техникумӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ, пуҫламӑш шкул учителӗ пулса тӑнӑ.

Алексей Федотович тӑван ялне таврӑнса Урикассинчен пӗр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Упукушкӑньри пуҫламӑш шкул заведующийӗнче тӑватӑ уйӑх ӗҫленӗ. Унтан ӑна Ҫӗнӗ Атикасси шкулне преподаватель-обществоведа куҫарнӑ. 1932 ҫулта пултаруллӑ вӗрентекене Хӗрлӗ Чутайри учительсен профсоюз комитечӗн председательне суйланӑ. 1936 ҫулта Мускавра РОНО заведующийӗсен курсне пӗтернӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнче завуча лартнӑ. Ҫулталӑкран каллех Хӗрлӗ Чутая чӗнсе илнӗ: РОНО заведующийӗ, ҫав вӑхӑтрах Хӗрлӗ Чутай райӗҫтӑвком членӗнче 2 ҫул тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑхӑтра халӑха ҫутта кӑлармашкӑн ялсенчи шкулсенче хутла вӗрентмелли курссем уҫмалла пулнӑ, пур ҫынна та вулама-ҫырма хӑнӑхтармашкӑн хистенӗ. Ҫак ӗҫе йӗркелесе тӑраканни шӑпах РОНО заведующйӗ Алексей Федотович пулнӑ.

1937 ҫулсенче ҫӗршыври шкулсенчи чылай вӗрентекене Совет влаҫне хирӗҫ тӑрать тесе айӑпланӑ. Ӗҫе япӑх йӗркеленӗ тесе Алексей Иванова та выговор парса ӗҫрен кӑларнӑ, районти шкулсен алӑкӗ уншӑн хупӑннӑ. Шӑпах ҫавӑнпа вӑл 1937 ҫулхи раштав вӗҫӗнче Челябинск облаҫне тухса кайнӑ, Кӑнтӑр Урал тӑрӑхӗнчи пӗр шкулӑн директорне вырнаҫнӑ. 1940 ҫулхи авӑн уйӑхӗчченех ҫав шкула ертсе пынӑ, Хисеп хутне илме темиҫе хутчен те тивӗҫлӗ пулнӑ. Тепӗртакран яш тӑван тӑрӑха таврӑнса Штанашри вӑтам шкула истори учительне вырнаҫнӑ. 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗччен, фашистсемпе ҫапӑҫма алла повестка иличченех, унта тӑрӑшнӑ.

Ҫарта 1945 ҫулхи юпан 25-мӗшӗччен службӑра тӑнӑ, Хӗвеланӑҫ, Тӗп, Прибалтика, Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ: малтан — ахаль салтак, унтан — штаб ҫыруҫи. Алексей Иванова Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Паттӑрлӑхшӑн», «Кенигсберг хулине илнӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградӑланӑ. «Иванов аслӑ сержант Вузеи ялӗ патӗнче паттӑрлӑхпа ӑсталӑх кӑтартрӗ. Пирӗн салтаксем атакӑна ҫӗкленсен вӗсене хирӗҫ пӗр ҫуртран пулемет татти-сыпписӗр вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ, совет салтакӗсене малалла кайма чӑрмантарнӑ. Иванов юлташ хӑйӗн отделенийӗнчи салтаксемпе шуса пырса тӑватӑ пулеметчика тӗп тунӑ, пӗр пулеметне алла илсе фашистсене пенӗ, хирӗҫ ларакан ҫуртри тепӗр пулемет точкине тӗп тунӑ. Хӑюллӑ ҫак ӗҫшӗн вӑл Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне илме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп», — ҫапла ҫырнӑ стрелоксен 578-мӗш полкӗн командирӗ. «Паттӑрлӑхшӑн» медале салтак хаяр ҫапӑҫура полкӗн докуменчӗсене сыхласа хӑварнӑшӑн илме тивӗҫ пулнӑ.

Килне таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ паттӑрне каллех Хӗрлӗ Чутая, районти педагогика пӳлӗмӗн заведующине, ӗҫлеме илнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтрах общество ӗҫӗнче те, профсоюзра, хастарлӑх кӑтартнӑ. 1953 ҫулта Алексей Федотович Надежда Эзенкинӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Надежда Ивановна та учитель. Унӑн педагогика стажӗ — 40 ҫул ытла. Надежда Ивановнӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» тата юбилей медалӗсемпе чысланӑ.

Шел, Алексей Федотович 1963 ҫулта, 51-рех, ҫут тӗнчепе сывпуллашнӑ.

— Упукушкӑнь ялӗнчи ҫӗнӗ шкул ҫуртне хута ярассишӗн чупрӗ-чупрӗ, хӑй унта ӗҫлесе кураймарӗ те, — ҫапла аса илетчӗ Надежда Ивановна мӑшӑрӗ пирки.

Хӗрарӑмӑн ачисене — икӗ хӗрпе пӗр ывӑла — пӗчченех ура ҫине тӑратма тивнӗ. Килти хуҫалӑха та тытса пынӑ, ачисене те пӑхнӑ, ҫав хушӑрах шкулта та тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа мухтавлӑ ӑру фашистсене ҫӗнтерме пултарнӑ та.

Сайт:

 

Статистика

...подробней