Поиск
Шырав ĕçĕ:
Канӑҫсӑр та вичкӗн ӑсӗпе Соломон туррӑн хай ҫулӗ ҫинче чи малтан, чи пуҫламӑшӗнче, мӗнпур япалана тӑвиччен те ҫӗр чӑмӑрӗнче пурнӑҫ пуҫласа яриччен пулнӑ аслӑ ӑслӑлӑхӗшӗн, вӑл тӗпсӗрлӗх пичӗ тӑрӑх ҫаврака йӗр чӗрсе тухнӑ чух ун ҫумӗнче калама ҫук ӑста ӳкерекенҫӗ пулнӑ аслӑ ӑслӑлӑхшӑн ҫуннӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пепен хӑйӗнчен нумай ҫул аслӑрах, анчах ӑсӗпе унран иртеймен аппӑшӗ пӗр пуян американец патне ҫуртри пӳлӗмсене тасатса тӑма тарҫа вырнаҫать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӗсем, ывӑлӗн ӑсӗпе хӑюлӑхне мухта-мухта, унпа юнашар утса кайнӑ; вӑл, пуҫне мӑнкӑмӑллӑн тытса итлесе пынӑ та, пӗрттех те тӗлӗнмен — ун ывӑлӗ ҫапла пулмалла та!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Соломон патша вӑтам ҫулсене те — хӗрӗх пиллӗке — ҫитмен-ха, ун ӑсӗпе илемӗ, ун пурнӑҫӑн ӗлккенлӗхӗпе килӗ-ҫурчӗн капӑрлӑхӗ ҫинчен вара чап Палестина ҫӗрӗнчен чылай-чылай аякка саланнӑ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах ун чухне вӑл хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ марччӗ; вӑл пурнӑҫа тинкерме, ӑнланса илме пикенетчӗ кӑна, хӑйӗн ӑсӗпе кӑмӑлне тӗрӗслеме тытӑнатчӗ кӑна; пурнӑҫ тума тытӑнманччӗ, пурнӑҫ ҫулӗсене пӗлменччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк ӑна ку енӗпе кӳрентермен; инкӗшӗ унӑн ӑсӗпе ирӗклӗхне хӗсӗрлемест, ҫавӑнпа Ольга нумай япалана хӑех тавҫӑрса илет, ӑнланать, пурнӑҫа асӑрхануллӑн сӑнать, итлет… сӑмах майӗн тусӗ каланисене, канашӗсене те итлет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ӑна ун чухне тинкеререх сӑнанӑ пулсан, ҫакна тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ; Ольга хӑй ҫулӗпе пӗчченпе пӗрех пырать, инкек-синкекрен ӑна инкӗшӗ ячӗшӗн ҫеҫ сыхлать; авалхи йӑх, хушамат, сослови, кивелнӗ йӑла-пӑла ҫинчен вӗрентсе каласа, ӑна ырӑ ятлӑ няньӑсем, асламӑшӗсем, инкӗшӗсем чӑрмантармаҫҫӗ; ӑна кивӗ ҫулпа вӑйпа ертсе каймаҫҫӗ; вӑл ҫӗнӗ сукмакпа утать, ҫав сукмак ҫинче вӑл хӑй ӑсӗпе, куҫӗпе, туйӑмӗпе йӗр хывать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӑсӗпе ырӑ-сывӑ пулнӑран ӳчӗпе те сывӑ пулнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц хӑйӗн вилнӗ ашшӗн пӳлӗмне, Герц вариацийӗсене, князь галерейине, кӑвак куҫсене, пудрӑланӑ сарӑ ҫӳҫсене аса илчӗ — ҫаксене пурне те Ольгӑн питӗ ҫепӗҫ сасси хупласа хучӗ: Ольга юррине Штольц ӑсӗпе туйрӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ӑсӗпе чӗрине кӑна мар, ӑна хӑйне те ӗмӗрлӗхех хама пӑхӑнтарсан, никамран именмесӗр, инкек-синкек, хурлӑх-асап курмасӑр унпа пӗрле киленсе пурӑнсан — мӗн тери телей пулӗччӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц унӑн ӑсӗпе чӗрине парӑнтарнине сиснӗ хушӑрах Ольга хӑй те Штольца пӑхӑнтарнине ӑнланчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, пурнӑҫа лайӑх пӗлекенскер, Ольгӑн уҫӑмлӑ мар ӑсӗпе кӑмӑлне пӗлме тӑрӑшать, кунсерен унӑн ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ енӗсене тупса тӗпчет, ҫапах вӗҫне-хӗрне тухаймасть; Ольга канӑҫа пӗлмесӗр кунсерен ӑс ыйтнине, унӑн чунӗ пӗр лӑпланмасӑр пурнӑҫ тутине пӗлме туртӑннине Штольц тӗлӗнсе те пӑшӑрханса сӑнать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
..» Ольгӑна ӑнланса илеймесӗр, вӑл тепӗр кунне каллех ун патне чупать, асӑрханса та шикленсе, ун пит-куҫне сӑнать; Ольгӑн пит-куҫӗнче палӑракан ыйтусене, иккӗленӳсене, хушусене вӑл йӑлтах тертлӗн туйса илет, вӗсене хӑйӗн ӑсӗпе кӑна, пурнӑҫа пӗлнипе кӑна пӗтерсе пырать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн тери савӑк иккен Ольга ҫывӑхӗнче пурӑнма, унӑн таса илемӗпе, чӗрӗ вӑйӗпе, ҫамрӑк пулин те, пысӑк ӑсӗпе киленме!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун вырӑнне ҫуртра, князьпа княгиньӑсӑр пуҫне, ҫав тери тулли, хавас та чӗрӗ тӗнче пулнипе, Андрюша ачалла симӗс куҫӗсемпе пӗр вӑхӑтрах виҫӗ е тӑватӑ еннелле пӑхать, хӑйӗн ҫивӗч ӑсӗпе ҫӑткӑннӑн тата шухӑшламасӑр, маскарадра улшӑнса тӑракан курӑнӑва пӑхнӑ пек, ҫак ушкӑнти тӗрлӗ ҫынсен сӑнарӗсене сӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗпе науки, кунта вӗсен пӗтӗм хуйхи-суйхипе савӑнӑҫӗ; ҫавӑнпа та вӗсем ытти кирек мӗнле ӗҫпе чӑрмавран парӑнаҫҫӗ, урӑхла савӑнӑҫа пӗлмеҫҫӗ; вӗсен пурнӑҫӗ ҫак тӗпре тӑракан, пурпӗрех пулса иртекен япаласемпе ҫеҫ ҫыхӑнса тӑрать, вӗсен ӑсӗпе чӗринче те ҫав япаласем кӑна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ачан ӑсӗпе чӗри пӗрремӗш кӗнекене куриччен малтан пӗтӗмпех ҫав пурнӑҫӑн картинисемпе, ӗҫӗсемпе, йӑлисемпе тулса тӑнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача вара хӑйӗн ниме те сиктерсе хӑварман ҫамрӑк ӑсӗпе пӗрмаях пӑхать, пурне те сӑнать.А ребенок все смотрел и все наблюдал своим детским, ничего не пропускающим умом.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ӑсӗпе чӗри ҫуталнӑ: вӑл ыйхине сирсе янӑ, чунӗ ӗҫ ыйтнӑ.Ум и сердце просветлели: он стряхнул дремоту, душа запросила деятельности.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956