Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах лешсем вӑл ҫапасран пӑрӑна-пӑрӑна тӑнӑ, хӑйсем ӑна ҫаплах тивмен; каярахпа вӑл, халран кайнӑскер, пит хурлӑхлӑ сасӑпа кӑшкӑрса ярса ҫӗре ӳксен, аяккарах кайса ун еннелле пӑхса сӑнама пуҫланӑ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫаплах пулнӑ-и вӑл ӗҫ?
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Гаврила ҫаплах чунне уҫса парса пӑшӑлтатрӗ:
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Халӗ те ҫаплах пулчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тинӗс ҫинче ҫӑмӑлрах кӑна ҫил ирӗклӗн вӑшлатса вӗрнине пӑхмасӑрах, пӗлӗтсем ҫаплах темле салху шухӑша кайнӑ пек хускалмасӑр тӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӗлӗтсем ҫӳхелсе витӗр курӑнакан пулнӑ пек туйӑнчӗҫ, анчах та пӗтӗм тӳпе ҫаплах вӗсемпе хупланса тӑрать.Тучи сделались как бы тоньше и прозрачней, но все небо было обложено ими.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Гаврила чӗнмерӗ, ишрӗ те ишрӗ, йывӑррӑн сывласа, ҫаплах пӗрре улӑхакан, тепре анакан вутлӑ хӗҫ еннелле куҫне чалӑштарса пӑхса пычӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Юлашкинчен, Гаврила ҫурӑмӗнчен атӑ кӗли вирлӗнех лекет, вӑл сиксе тӑрать те, ҫаплах куҫне уҫма хӑраса, ларкӑч ҫине ларать, унтан кӗсменсене хыпашласа тупса, киммине малалла хускатса ярать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Гаврила, лачкам тара ӳкнӗскер, ҫаплах пӗтӗм вӑйӗпе ишет.Гаврила весь облился потом, но продолжал грести во всю силу.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Халӗ ӗнтӗ, Челкаш лӑпкӑн тата кӑмӑллӑн калаҫнӑ пулин те, сехӗрленнипе ҫаплах чӗтрекен Гаврила ӑна тархаслама тытӑнчӗ:
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Эсӗ ху кӑшкӑратӑн! — тесе тавӑрчӗ вӑл кӑшкӑрнӑ сасӑ еннелле, унтан халӗ те ҫаплах кӗлӗ сӑмахӗсем каласа пӑшӑлтатакан Гаврила патнелле ҫаврӑнса: — Ну, тӑван, хӑвӑн телейӳ пулчӗ!
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑрӑм кӗсменсем айӗнче шыв кӑшт кӑна илтӗнмелле шӑмпӑртатса чӳхенет, тата ҫаплах ӑшӑ та кӑвак фосфор ҫутипе йӑлтӑртатать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Кун ҫитет ак сасартӑк, Иккӗн ҫаплах ҫывратпӑр.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Ҫаплах эрех кӳпет-и-ха?
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Ӳсӗр Евсей ҫаплах тетеле йӑваласа ларать, ыйӑх килнипе пуҫне тӗке-тӗке илет.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Арман хуҫи лӑпланмасть, вӑл ҫаплах ятлаҫать, пӗрхӗнтерет кӑна усал сӑмахсене.Мельник не унимался и продолжал сыпать во все стороны ругань.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Клеопа хӑй ытлашширех калаҫнине чухласа илчӗ, текех чӗнмерӗ вӑл, михӗсем йӑтма пуҫларӗ, арман хуҫи ҫаплах ятлаҫать.Клиопа спохватился, умолк и стал таскать мешки, мельник же продолжал браниться.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫаплах илемӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, пуянлӑхӗпе тата хӗрӳ туйӑмӑн нумай енлӗ ӑсталӑхӗпе тӗнчери мӗнпур хӗрарӑмран иртсе кайнӑ Балкис-Македӑпа та, Сав майра-патшипе, вырӑн пайланӑ вӑл; Давид патша ватлӑхне ӑшӑтакан Ависага-сунамитянкӑпа та, — ҫак питӗ ҫепӗҫ, лӑпкӑ хитрешкепе, — уншӑнах-ҫке Соломон Иодай ывӑлӗ Ванея алли урлӑ хӑйӗн пиччӗшне, Адоние, вилӗм партарнӑ.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.