Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ыратассинчен нимӗн чухлӗ те хӑраман, ыратнине нихҫан та тӳссе курман, анчах Сен-Жером мана ҫапма пултарни ҫинчен шухӑшласа илниех мана пусӑрӑнтарса ним шутла пӗлми тӑватчӗ, ҫилентерсе яратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал паттӑрла хӑтланни мана мӗн тери тӗлӗнтернине тата кӑмӑла кайнине каласа пама та пултараймастӑп: хытах ыраттарччӗ пулин те, вӑл йӗмерӗ ҫеҫ мар, ыратнине те палӑртмарӗ, вылямаллине пӗр минутлӑха та манмарӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Суранӗ кӑшт ыратнине туйса, Уча стена ҫумне тӗреленчӗ, Боянӑран хӑйне палатка анӗпе витме ыйтрӗ.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча хӑйӗн вӑйӗ пӗтсе ҫитнине, пиҫсе кайнипе пӳрнисем ҫав тери ыратнине тӳсме хал ҫитмен пек туйрӗ.Чувствовал, что силы его оставляют и старался преодолеть боль.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗллемесӗрех, винтовкӑсене авӑрлама ӗлкӗреймесӗрех переҫҫӗ вӗсем, пӑшал кӳпчеккисемпе ҫапӑҫаҫҫӗ, ятлаҫҫӗ, сиксе ӳксе хӗҫпӑшалӗсене турта-турта илеҫҫӗ, вилнисем урлӑ хӑйсен курайманлӑхне, ыратнине, шиклӗхне икӗ чӗлхепе пӗлтерекен аманнисем урлӑ каҫнӑ чух такӑна-такӑна ӳкеҫҫӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мӗн тери ыратнине каласа пама та ҫук.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Кунта вара эпӗ хамӑн суранлӑ ура ыратнине пӑхмасӑрах чупса кайрӑм.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Малтан вӑл ыратнине сисмен те, анчах кайран ура пӳрни хӗрелсе шыҫса кайнӑ.Сгоряча он даже не почувствовал боли, а потом палец у него покраснел, вздулся.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Питӗ хытӑ, каҫармалла мар йӑнӑшнӑ, мӗншӗн тесен эпӗ Колышкин таврари япаласемпе ӗҫсем ҫине ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхнине, нимӗнпе те интересленменнине куртӑм, анчах унӑн чунӗ ыратнине, ҫав тери кӑмӑлсӑр пулса пурӑннине курма пултараймарӑм.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чунӗ-чӗри ыратнине, хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине ҫеҫ туять ӗнтӗ вӑл, тулашри тӗнче ҫукпа пӗрех халь уншӑн.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тунсӑхланипе чӗри хӗссе ыратнине туйса, Чочой куҫҫульне шӑлса илчӗ те тинӗс хӗрринелле утрӗ…
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Хӗнесе тӑкӗҫ е усал сӑмахсемпе вӑрҫса пӗтерӗҫ, — шухӑшлать Чочой, хырӑмӗ выҫӑпа ыратнине туйса.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ыратнине тӳсеймесӗр, вӑл пружинӑна аллинчен вӗҫертрӗ.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫав вӑхӑтра Лодка ҫи-пуҫне тӑхӑнмасӑрах питне ҫурӗ, пӗр курка ҫӑра чей ӗҫрӗ те, кӑкринче таҫта шӑтарасла чиксе ыратнине туйса, каллех выртрӗ; унӑн чӗри ҫумне пысӑк хура сӗлӗх ҫывӑрса ларнӑ пек, юна ӗмет пек, сывлама йывӑрлатса, карӑнса ӳссех пырать, пыр патнелле ҫывхарса килет пек туйӑнать ӑна.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пуля ӑна хулпуҫҫинчен тивнӗ, анчах вӑл ыратнине туйман.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хӗнесе пӗтернӗскер, куҫаракан лагерь карцерӗн шывпа сапса йӗпетнӗ урайӗнче выртса, суранӗсем ыратнине тӳссе, малтан тарса кайсан мӗншӗн ӑнманнин сӑлтавӗсене шыранӑ, тепре тарма плансем тунӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ӳксенех аманнӑ суранӗсем ыратнине тӳссе поезд иртсе кайиччен выртмалла пулнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Киносьян ку вӑхӑтра, тӳрленсе ҫитмен суранӗсем ыратнине тӳссе, шума хӑнӑхасшӑн тӑрӑшрӗ.Тем временем Киносьян, превозмогая боль незаживших ран, тренировался в ползании.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Ку ӗнтӗ нимӗҫ юрас шутпа, ним туйӑм-сисӗмсӗр каланӑ «нимех те мар» пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ыратнине туймасть.Это было «ничего», сказанное немцем в угоду, бесчувственно, потому что он не чувствовал боли.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ыратнине туймасть вӑл.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.