Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Итле, Марко бай, ҫав сирӗн хӳмӗр ҫинелле хӑпаракан ҫын пӗр-пӗр хурах пулман-ши, — ыйтрӗ Иванчо, — шавӗ-ҫуйӑхӗ ахальтен ҫӗкленмен иккен-ха.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
И стрелок куҫне уҫрӗ, тин кӑна хӑпаракан хӗвел пайӑркисем ярӑмланса кайнипе стена ҫуталса тӑнине курчӗ.Стрелок внезапно открыл глаза и по косым лучам на западной стене понял, что время уже не раннее.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Копёр ҫатӑртатать, чӗтрет, ҫынсен пуҫӗ ҫинче, вӗренпе пӗрле туртӑнса, хӗвелпе ҫунса хуралса кайнӑ, сарӑ та ҫӑмлӑ алӑсем ҫӗкленеҫҫӗ; мускулсем хӑмпӑланса, кӑвакарса каяҫҫӗ, анчах хӗрӗх пӑтлӑ тӑваткал чугун чукмар сахалтан сахалтарах хӑпаракан пулать, йывӑҫ свай пуҫне йӑвашран йӑвашрах ҫапӑнать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кашни хӗрарӑм сасси хӑйне уйрӑммӑн янӑрать, кашниех вӗсем, пӗрле темиҫе сасӑллӑ шӑнкӑр шыв пек пулса, сиксе туха-туха, янӑра-янӑра, таҫтан ҫӳлтен пусмасем тӑрӑх анаҫҫӗ пек, ҫӳлелле янӑраса хӑпаракан арҫын сассисен ҫӑра хумӗпе хутшӑнса, вӗсен ӑшне путаҫҫӗ, унтан каллех ҫиеле тухса, арҫын сассисене хуплаҫҫӗ те, таса та вӑйлӑскерсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри инҫете ҫӳле янӑраса каяҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Мӗн шухӑшлать-ши вӑл, сарӑ нӑрӑ хӑпаракан курӑка татса илнӗ май?О чём думает он, срывая травинку, по которой ползёт и вдруг взлетает майский жучок?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫӗртен пӗрремӗш хут уйрӑлса ҫӳлелле хӑпаракан ҫамрӑксем пӑлханса йӗри-тавралла пӑхса пынине те курнӑ.Он наблюдал задорное любопытство новичков, отрывавшихся от земли в первый раз.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чылай хушӑ вӗҫмесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут сывлӑша хӑпаракан ҫакӑн пек пилотсен сӑнӗсене вӑл темӗн чухлех курнӑ пулӗ!Сколько он наблюдал таких лиц при первом взлете после длительного перерыва!
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ пек кӑштӑртатрӗҫ, каҫалапа вара урамран вӗҫсе хӑпаракан тусанпа витӗнсе тӗксӗмленчӗҫ.Они порывисто шелестели, точно перешептывались, и к вечеру тускнели от налетавшей с улицы пыли.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара самолёт вӗҫсе кайнӑ еннелле, — тӗтрене сирсе, ҫӗр ҫинчи яка пӑра ҫутатса вӑрман ҫинелле хӑпаракан хӗвеле хирӗҫ шуса кайрӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чалӑшшӑн ӳкекен уйӑх ҫуттинче йывӑҫ тӗмӗсем капланнӑ, шурлӑхсенчен хӑпаракан пӑс йывӑҫ тӑррисем ҫийӗпе тӗлӗнмелле явӑна-явӑна ишнӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тепӗр тесен курӑнать пулсан та енчен те эсӗ Николаев урамӗнче тӑратӑн-тӑк, санӑн, сӑмахран, Гагарин кӗперӗпе хӑпаракан автобус Ярмӑркӑналла каймассине шанма ҫеҫ юлать.
Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0
Шӑтса хӑпаракан хунавсене виҫӗ-тӑватӑ ял выльӑхӗ ҫисе таптать.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
27. Акӑ Ҫӳлхуҫа аякран килет, Унӑн ҫилли хыпса ҫунать, ҫулӑмӗ хӑватлӑ, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче — тарӑху, Унӑн чӗлхи — тӗппипе пӗтерекен вут-ҫулӑм, 28. Вӑл сывлани вара — халӑхсене вилӗм алипе алламашкӑн сарӑлса пынӑҫемӗн мӑй таран хӑпаракан шыв пек; вӑл — халӑхсене йӑнӑш ҫул ҫине илсе каякан ҫӑварлӑх пек.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.