Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрпе каччӑ варрине тухса тӑрать, вӗсен хӑйсен асне мӗн килет, ҫавна пӗрне-пӗри такмакласа параҫҫӗ, ыттисем вара пӗр харӑс юрлама тытӑнаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Самолётсем патне килнӗ чухнех, Алексее хуса ҫитсе-иртнӗ лётчиксенчен пӗри ӑна: «танкачсем» наступлени тума тытӑнаҫҫӗ, тесе кӑшкӑрса хӑварма ӗлкӗрчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсенчен пӗрне тытса ҫынсем хушшинчен туртса кӑлар — ыттисем пӗр-пӗр кӗтессе пухӑнса кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, анчах тепӗр минутран каллех хӗвӗшме тытӑнаҫҫӗ, каллех хыпкаланаҫҫӗ, пурнӑҫпа савӑнаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мана та сывлӑх сунаҫҫӗ, унтан сӗтелсем хушшине лараҫҫӗ, хутсем саркаласа хураҫҫӗ, чӗлӗм туртма тытӑнаҫҫӗ, — хӑйсене ирӗклӗн тыткалаҫҫӗ, хӑйсем кунта службӑра тӑнӑ пекех.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ухтарма тытӑнаҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем ахӑлтатсах кулма тытӑнаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Чарӑна-чарӑна, йӑлтӑр-р ҫутатса ярасса кӗтрӗмӗр: шар кӑвак-шурӑ ҫутӑра паҫӑрхи халлӗнех мӗн пурри пурте сывлӑшра пӗр саманта ялт ҫӗкленсе илет те каллех мӗн пурри пурте хура сӗмлӗхе вирхӗнет, каллех йӗп чиксен те куҫ курман ҫӑра тӗттӗмлӗхре меслетсӗр пысӑк чул катрамӗсем аялалла пуҫхӗрлӗн кӗмсӗртете-кӗмсӗртете анма тытӑнаҫҫӗ.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Лешсем вара, паллах, пӗр-пӗрне куҫ хӗскелеме тытӑнаҫҫӗ…
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Пӗр-пӗрне кураймасӑр, шӑтарас пек пӑхса, вӗсем мӗнпур вӑйпа пӗрне-пӗри тӗртме тытӑнаҫҫӗ.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сана вара ӗҫ патӗнче вӑйӑн-шайӑн ҫеҫ тӗккелешсе ҫӳрекенсем йӗрӗнчӗклӗн, кичеммӗн курӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Уйӑх пуҫламӑшӗнчех кӗр тыррисене акса пӗтереҫҫӗ, ҫӗр улми кӑларма тытӑнаҫҫӗ, ҫӗртме сухине пӗтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/
Вӑрҫӑ пӗтес умӗн вара, Берлина ҫитеспе, вӗсен ротине тӑшмансем тупӑсемпе пеме тытӑнаҫҫӗ.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Чылай чухне унта айӑплав вӑхӑчӗ вӑраха тӑсӑлнисем хӑйсен «законӗсене» кӗртме тытӑнаҫҫӗ.
Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16
Вара вӗсенчен чылайӑшӗ, Митюкпа Валя пек, йӗтес ӗҫсе, юмӑҫ ярса, хӗр-каччӑпа савӑшса пурӑнма тытӑнаҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Сайра-хутра пухӑнсан та, вырӑнтисем пуҫлаҫҫӗ пӗр-пӗрне мухтама, регионсенчен килнисем тытӑнаҫҫӗ хӑйсем мухтанма…
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Интернетра, «Одноклассникире» е «ВКонтактере», е «Фейсбукра» чӑваш саспаллисемпе ҫырнине курсан, тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашла ҫырас текенсем тытӑнаҫҫӗ ыйту пама: «ӑҫтан илтӗр?», «тупма пулӑшӑр-ха?» тата ытти те.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ҫамрӑксем ют чӗлхе хутлӑхне кӗрсе ӳксен, вӗсем ӑна 2 уйӑхран ӑнланма, 3 уйӑхран калаҫма тытӑнаҫҫӗ.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Пепки 2-мӗш класа ҫитсен вӗсем чӑркӑшма тытӑнаҫҫӗ: «ачасене капла та йывӑр», «иккӗмӗш класра акӑлчан чӗлхи тата», «чӑваш чӗлхипе ӑҫта каян?», «пурпӗр экзамен тытмаҫҫӗ…» тата ытти те.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Чӑваш чӗлхин никӗсне садикра илеймен чӑваш ачисем, паллах, 1-мӗш класа кайсан вырӑсла та, тутарла та аван вӗренме тытӑнаҫҫӗ.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
3-ри ачасене вӑйӑ мелӗпе вырӑсла тата, паллах, тутарла вӗрентме тытӑнаҫҫӗ.3-летних детей начинают посредством игры обучать русскому и, понятно, татарскому.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12