Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫутӑ сӗмлӗхре ҫутатать, сӗмлӗх ӑна хупласа илеймен.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй тӑвансем, эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ.4. Но вы, братия, не во тьме, чтобы день застал вас, как тать.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑхӑт ҫитмесӗр, Ҫӳлхуҫа килмесӗр нимӗнле сут та ан тӑвӑр; Вӑл сӗмлӗхре пытаннине ҫутта кӑларӗ, ӑшри шухӑшсене курӑнакан тӑвӗ, ун чухне вара Турӑран кирек кам та хӑй мухтавне илӗ.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6. хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7. Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8. ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑванне курайман ҫын сӗмлӗхре тӑрать, сӗмлӗхре ҫӳрет, хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн унӑн куҫне сӗмлӗх хупласа илнӗ.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир Унпа пӗрлешнӗ тетпӗр пулсассӑн, хамӑр вара сӗмлӗхре ҫӳретпӗр пулсассӑн, апла эпир суеҫтеретпӗр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр; 7. Вӑл ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсассӑн, вара пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ пулатпӑр, Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире вара кирек мӗнле ҫылӑхран та тасатса тӑрать.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
76. Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн, 77. Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн: 78-79. Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ; вӑл каланӑ: 15. «тинӗс ҫулӗ ҫинче, Иордан леш енче — Завулон ҫӗрӗпе Неффалим ҫӗрӗ, суя тӗнлӗ Галилея; 16. сӗмлӗхре ларакан халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ, вилӗм ӗмӗлки хупӑрланӑ ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн ҫутӑ ҫутӑлса тухрӗ» тенӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӗнче ӗнтӗ сӗмлӗхре выртать, унта пурӑнакансем — ҫутӑсӑр, 21. мӗншӗн тесессӗн Санӑн саккунна ҫунтарса янӑ, ҫавӑнпа та Эсӗ мӗн тунине, мӗн тӑвассине никам та пӗлмест.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй тӑшман хӗрарӑм! маншӑн ан хӗпӗрте, ӳкрӗм пулин те — эпӗ тӑрӑп; эпӗ сӗмлӗхре пулин те — Ҫӳлхуҫа маншӑн ҫутӑ пулӗ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпах ӗнтӗ сут пирӗн патӑртан аякра, пирӗн патӑмӑра тӳрӗ сут ҫитеймест; ҫутта кӗтетпӗр те, тӗттӗм акӑ, ҫутӑлса каясса кӗтетпӗр те — хамӑр сӗмлӗхре ҫӳретпӗр.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам сӗмлӗхре, ҫутӑсӑр ҫӳрет, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана шанса тӑтӑр, хӑйӗн Турринче тӗрек туптӑр.Кто ходит во мраке, без света, да уповает на имя Господа и да утверждается в Боге своем.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйсен ӗҫӗсене сӗмлӗхре тӑвакансене, «кам курӗ-ха пире? кам пӗлӗ-ха пире?» теекенсене, хӑйсен шухӑшне Ҫӳлхуҫаран пытармашкӑн тарӑн ҫӗре пытанма ӗмӗтленекенсене хуйхӑ ҫитӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сӗмлӗхре ҫӳрекен халӑх аслӑ ҫутӑ курӗ; вилӗм ӗмӗлки ҫӗршывӗнче пурӑнакансене ҫутӑ ҫутатӗ.2. Народ, ходящий во тьме, увидит свет великий; на живущих в стране тени смертной свет воссияет.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫакна куртӑм: ҫутӑ сӗмлӗхрен лайӑхрах пулнӑ евӗр, ӑслӑлӑх ӑссӑрлӑхран лайӑхрах: 14. ӑслӑ ҫыннӑн куҫӗ — хӑйӗн пуҫӗнче, ухмаххи вара сӗмлӗхре ҫӳрет; анчах ҫакна та пӗлтӗм: вӗсене пурне те пӗр шӑпа кӗтет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑшман манӑн чунӑма йӗрлесе ҫӳрет, пурӑнӑҫӑма пылчӑк ӑшнех таптаса кӗртрӗ, ӗмӗрлӗхе вилнӗ ҫын пек сӗмлӗхре пурӑнмалла турӗ, 4. ӗнтӗ чунӑм та хавшаса ҫитрӗ, ӑшӑмра чӗрем те туйми пулчӗ.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗ ҫынсемшӗн сӗмлӗхре ҫутӑ ҫутатать; вӑл ҫын ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗ.4. Во тьме восходит свет правым; благ он и милосерд и праведен.
Пс 111 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӗн-хурлӑхпа, тимӗрпе тӑлланнӑскерсем, вӗсем сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлки айӗнче ларнӑ, 11. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне хирӗҫ пынӑ, ҫӳлти Турӑ ирӗкне уяман.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӗрлехи сехметрен те, кӑнтӑрла вӗҫсе килекен ҫӗмренрен те, 6. сӗмлӗхре ҫӳрекен чиртен те, кӑнтӑр варринче хирекен муртан та хӑрамӑн.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилнисем тӑрӗҫ те Сана мухтавлӗҫ-и? 12. е тупӑкра Санӑн ырӑлӑху ҫинчен, ҫӗрекен ҫӗрте Санӑн чӑнлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ-и? 13. сӗмлӗхре Санӑн кӗтретӳсене мӗнле курайӑн? манӑҫ ҫӗрӗнче Санӑн тӳрӗлӗхне мӗнле пӗлейӗн?
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.