Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 3 Езд 14

Раздел: Библи –> Ездрӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 18:05

Предложений: 31; Слово: 670

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Виҫӗ кун иртсессӗн ҫапла пулчӗ: эпӗ юман айӗнче лараттӑм — акӑ ӗнтӗ мана хирӗҫри тӗмӗ хушшинчен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра, Ездра! терӗ. 2. Эпӗ: эй Турӑҫӑм, эпӗ кунтах, терӗм те ура ҫине тӑтӑм. 3. Вара Вӑл мана каларӗ: Ман халӑхӑм Египетра чура пулса пурӑннӑ чухне Эпӗ Моисее тӗмӗ варринчен курӑнтӑм, унпа калаҫрӑм; 4. вара ӑна хушса ятӑм та Хамӑн халӑхӑма Египетран илсе тухрӑм, ӑна Синай тӑвӗ патне илсе ҫитертӗм, нумай кун хушши ӑна Хам патӑмра тытрӑм, 5. ӑна нумай хӑват кӑтартрӑм, вӑхӑтсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе вӗҫне пӗлтертӗм, Моисее ҫапла хушрӑм: 6. «ку сӑмахсене пӗлтер, ыттисене пытар» терӗм. 7. Халӗ вара сана калатӑп: 8. Эпӗ хӑвна кӑтартнӑ паллӑсене, ху курнӑ тӗлӗксене, вӗсене ӑнлантарса панине чӗрӳне хыв, 9. мӗншӗн тесессӗн тӗнче вӗҫлениччен сана ҫынсем патӗнчен илсе кайӗҫ, эсӗ Ман Ывӑлӑмпа тата хӑвӑн евӗрлисемпе хутшӑнма пуҫлӑн. 10. Тӗнче ӗнтӗ хӑйӗн ҫамрӑклӑхне ҫухатрӗ, вӑхӑт ватӑлӑхалла ҫывӑхарса пырать: 11. тӗнче ӗмӗрӗ вуникӗ пая пайланнӑ — унӑн тӑхӑр пайӗпе вуннӑмӗш пайӗн ҫурри иртсе кайнӑ ӗнтӗ, 12. апла икӗ пай ҫурӑ ҫеҫ юлать. 13. Ҫапла вара, халӗ хӑвӑн ҫуртна йӗркене кӳрт те хӑвӑн халӑхна ӑнлантар, хур курнисене лӑплантар, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫран хӑп, 14. хӗвӗшӳллӗ шухӑшусене пӑрах, этем ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑл, этем йӑли-йӗркинчен сирӗл, йывӑр шухӑшусене аяккалла сирсе яр — ку тӗнчерен куҫса кайма хатӗрлен: 15. кайран инкексем эсӗ халӗ курнинчен те ытларах пулӗҫ. 16. Тӗнче вӑйсӑрланнӑҫемӗн пурӑнакансемшӗн усаллӑх нумайлансах пырӗ; 17. чӑнлӑх тата инҫерех кайӗ, суялӑх ҫывӑхарӗ. Ӗнтӗ сана курӑннӑ ӑмӑрткайӑк килсе ҫитме васкать, терӗ Вӑл. 18. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа, акӑ эпӗ — Сан умӑнта, терӗм; 19. Эсӗ хушнӑ пек, эпӗ кайӑп та хальхи халӑха ӑнлантарӑп. Анчах кайран ҫуралакансене кам вӗрентӗ? 20. Тӗнче ӗнтӗ сӗмлӗхре выртать, унта пурӑнакансем — ҫутӑсӑр, 21. мӗншӗн тесессӗн Санӑн саккунна ҫунтарса янӑ, ҫавӑнпа та Эсӗ мӗн тунине, мӗн тӑвассине никам та пӗлмест. 22. Эхер те эпӗ Санран ырӑлӑх илтӗм пулсассӑн, ман ҫине Таса Сывлӑша ярсамччӗ, чӑн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа тӗнчере мӗн тунине, Санӑн саккунунта мӗн каланине ҫырса хурам эпӗ, ҫапла ҫынсем хӑйсене валли ҫул тупма пултарччӑр, юлашки вӑхӑтра пурӑнас теекенсем пурӑнма пултарччӑр, терӗм. 23. Вӑл мана хуравласа каларӗ: кай та халӑха пух, кала — вӗсем сана хӗрӗх кун хушши ан шыраччӑр. 24. Ху вара хӑма татки нумайрах хатӗрле, хӑвӑнпа пӗрле хӑвӑрт ҫырма пултаракан пилӗк ҫынна — Сарие, Даврие, Салемие, Ехана тата Асиеле — ил те 25. кунта кил. Эпӗ санӑн чӗрӳнте ӑстӑн ҫутине ҫутӑп, вӑл эсӗ мӗн ҫырма пуҫласа вӗҫне ҫитиччен те сӳнмӗ. 26. Ҫакна туса пӗтерсен, эсӗ хӑшне халӑха пӗлтер, хӑшне ӑсчахсене вӑрттӑн пар. Ыран ҫак сехетре ҫырма пуҫлӑн, терӗ. 27. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ, Вӑл хушнӑ пек, кайрӑм та пӗтӗм халӑха пуҫтартӑм, вара ҫапла каларӑм: 28. Израиль, итле ҫак сӑмаха: 29. пирӗн аттемӗрсем Египетра ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсене унтан ҫӑлса кӑларнӑ, 30. вӗсем ӗнтӗ пурӑнӑҫ саккунне йышӑннӑ, анчах ӑна астуса тӑрайман, вӗсем хыҫҫӑн ӑна эсир те пӑсса пурӑннӑ. 31. Сире еткерлӗхе ҫӗр, Сион ҫӗрне, панӑ пулнӑ; анчах сирӗн аҫӑрсем те, эсир хӑвӑр та йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлти Турӑ кӑтартнӑ ҫулсенчен пӑрӑннӑ, 32. Вӑл вара, тӗрӗс тӳре, мӗн панине кайран сирӗнтен туртса илчӗ. 33. Эсир — кунта халӗ, тӑванӑрсем вара — сирӗнтен аякра, этем иртсе ҫӳрейми вырӑнта. 34. Эхер те эсир ӑстӑнӑра ҫирӗп тытаятӑр, чӗрӗре асӑрхаса-тӗрӗслесех тӑраятӑр пулсассӑн, пурӑнӑҫӑра сыхласа хӑварайӑр, вилнӗ хыҫҫӑн ырӑлӑх илейӗр: 35. вилнӗ хыҫҫӑн эпир чӗрӗлсе тӑрӑпӑр та, сут пулӗ — ун чухне тӳрӗ ҫынсенӗн ячӗсене пӗлтерӗҫ, усаллисенӗн ӗҫӗсене кӑтартӗҫ. 36. Халӗ ман патӑма никам та ан пытӑр, хӗрӗх кунсӑр мана ан шырӑр, терӗм. 37. Вара эпӗ, Вӑл хама хушнӑ пек, пилӗк ҫынна илтӗм те, эпир хире кайрӑмӑр, унтах юлтӑмӑр. 38. Акӑ тепӗр кунне мана чӗнекен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра! ҫӑварна уҫ та Эпӗ мӗн панине ӗҫсе яр, терӗ. 39. Эпӗ ҫӑварӑма уҫрӑм та, акӑ мана тулли курка пачӗҫ, унта шыв тултарнӑ пек туйӑнчӗ, анчах тӗсӗ унӑн вут-ҫулӑм тӗсӗ евӗрлӗччӗ. 40. Эпӗ тытрӑм та ӗҫсе ятӑм, ӗҫсе ярсассӑн чӗремрен ӑстӑн тапса тӑчӗ, кӑкӑрӑмра ӑслӑлӑх ӳссе пычӗ, ӑс-хакӑлӑм вара пурне те асра тытрӗ; 41. ҫӑварӑм манӑн уҫах тӑчӗ, урӑх хупӑнмарӗ. 42. Ҫӳлти Турӑ ҫав пилӗк ҫынна та ӑс-хакӑл пачӗ, кӑнтӑрла вӗсем хӑйсене мӗн каланине, хӑйсем пӗлменнине черетпе ҫырса пычӗҫ. 43. Апатне вӗсем ҫӗрле ҫирӗҫ; эпӗ вара кӑнтӑрла та калаҫрӑм, ҫӗрле те шӑпланса лармарӑм. 44. Хӗрӗх кун хушшинче тӑхӑрвун тӑватӑ кӗнеке ҫыртӑмӑр. 45. Хӗрӗх кун иртсессӗн, 46. Ҫӳлти Турӑ каларӗ: ху малтан ҫырнӑ ҫирӗм тӑватӑ кӗнекене ан пытар — тивӗҫлисем те, тивӗҫсӗррисем те вулаччӑр, 47. юлашки ҫитмӗлӗшне вара халӑх хушшинчи ӑсчахсене парса хӑварма упра, 48. мӗншӗн тесессӗн ҫав кӗнекесенче — ӑс-хакӑл ҫулӗ, ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ, пӗлӳ юханшывӗ, терӗ Вӑл. Эпӗ ҫапла турӑм та.

Сайт:

 

Статистика

...подробней