Поиск
Шырав ĕçĕ:
Коля кулса илчӗ, ҫапах та хӑй тӗмсем хушшинчен тухмарӗ, пиччӗшне палласа илнине манма тӑрӑшса, куҫ сиктермесӗр кимӗ ҫинелле пӑхма пуҫларӗ.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫавӑнпа та вӑл тӗттӗм сарайра ларакан Эмиль мӗн каланине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа калать.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫакнашкал калаҫусене вӗсем пирӗн пӗчӗк ачасем усалсемпе тем те пӗр курнисем ҫинчен калакан хӑрушӑ калавсене пӗр сӑмахне сиктермесӗр ҫӑвар карса итленӗ пекех киленсе итлеҫҫӗ, кайран вара сехӗрленсе ӳкнипе ҫывӑрма та пултараймаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ хам куҫсене император ҫине пӗр сиктермесӗр пӑхса тӑнипе ҫакна асӑрхаман та.Впрочем, я и не заметил этого, так как глаза мои были устремлены на его величество.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Нина, ҫунӑ аллине ҫийӗнчи стерильнӑй халачӗ ҫумне сӑтӑркаласа, хирургӑн калавне пӗр сӑмах сиктермесӗр итлерӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Сталин юлташӑн докладне эпир пӗр сӑмах сиктермесӗр ҫырса илтӗмӗр.
Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унтан вӑл койки ҫине ларнӑ; чышкисемпе тӗреннӗ те, куҫне сиктермесӗр, ерипен те синкерлӗн пӑшӑлтатнӑ:
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ухмаха ернӗ ҫын, куҫне пӗр сиктермесӗр Бауман ҫине, шӑтарас пек, куҫран пӑхса ларчӗ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ленька, куҫне сиктермесӗр, тӑшмансем хыҫҫӑн сӑнать.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Кала-ха тархасшӑн, Касьян, — тесе сӑмах пуҫларӑм эпӗ, унӑн кӑшт хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса, — эсӗ мӗнпе услам туса пурӑнатӑн-ха?
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Эпӗ ӑна хамӑра мӗн кирлине ӑнлантарса патӑм; вӑл эпӗ каланине хӑйӗн вӑрахӑн мӑч-мӑч хупӑнакан куҫӗсене сиктермесӗр итлерӗ.Я объяснил ему, в чем было дело, он слушал меня, не спуская с меня своих медленно моргавших глаз.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Калиныч, ларчӑк ҫинче сиккелесе ларса пынӑ май мӑкӑртатса юрлама тытӑнчӗ те, ҫаплах куҫ сиктермесӗр шурӑмпуҫ ҫине пӑхса пырать…Калиныч запел вполголоса, подпрыгивая на облучке, и все глядел да глядел на зарю…
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Унӑн ӑшӑ та тӳрӗ сӑмахӗсене хӗр тӗлӗннӗҫемӗн тӗлӗнсе, ҫав тери тимлӗн, пӗр сӑмах сиктермесӗр итлерӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫӗвӗҫ арӑмӗн ӑна парӑнас килмерӗ, хӑйӗн тӑмсайлӑхне пула, хӑй упӑшки мӗн каласа кӑтартнине пӗр сӑмах сиктермесӗр каласа пачӗ.
Икӗ кавӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вара вӑл хӑй попугайӗн сӑмахӗсене пӗр сиктермесӗр каларӗ.
Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Чӑнах та, Анна Николаевна кӑмпа евӗрлӗ пӗчӗк беседка айӗнчи сак ҫине пырса ларать те, аллисене сӗтел ҫине хурса, Алексей Михайлович ҫине вӑраххӑн, куҫне сиктермесӗр пӑхать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Эсӗ лампӑсем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса ларатӑн, кайран вара ҫывӑрса та кайрӑн.
Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Бай Юй-шань ҫинчен куҫне сиктермесӗр пӑхса ларнӑ хӗрача сасартӑках кушак пек кан ҫинчен сиксе анчӗ, шӑлӗсемпе Бай аллине кӑшлама тытӑнчӗ.
XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хресченсем, ун ҫинчен куҫӗсене сиктермесӗр, айккинелле сирӗлчӗҫ, помещика ҫул пачӗҫ.Не сводя глаз с помещика, люди расступились, освобождая ему дорогу.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.