Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑшал сăмах пирĕн базăра пур.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑшал персен, ӑна мӗн ытла та хытӑ тӗлӗнтернине тинех чухласа илтӗм: эпӗ пӑшала мӗнле авӑрланине вӑл пӗрре те курман, ҫавӑнпа та вӑл ҫав тимӗр патак ӑшӗнче темӗнле асамлӑ вӑй пур тесе шухӑшлать пулмалла, ун шучӗпе ҫав вӑй ҫынна, тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка тата ытти чӗрчунсене те, вӗсем инҫетре-и, ҫывӑхра-и — пурпӗрех, — вӗлерме пултарать.

Тут только я догадался, что особенно поражало его, когда я стрелял из ружья: он до сих пор еще ни разу не видел, как я заряжаю ружье, и, вероятно, думал, что в этой железной палке сидит какая-то злая волшебная сила, приносящая смерть на любом расстоянии человеку, зверю, птице, вообще всякому живому существу, где бы оно ни находилось, вблизи или вдали.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кунсӑр пуҫне, эпӗ ӑна хӗҫ тата пӗр пӑшал патӑм, хам икӗ пӑшал илтӗм.

Кроме того, я вооружил его саблей, дал ему одно из моих ружей, а сам взял два других.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ытти тискер этемсене пӑшал сассипе хӑратса хускатас мар тесе, пӑшалпа пемерӗм.

Стрелять я боялся, чтобы не всполошить остальных дикарей.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кирлӗ япаласене нумайӑшне ҫав вырӑна хӑвӑртрах куҫарма шут тытрӑм, — чи малтан пӑшал тарне, сунара ҫӳремелли икӗ пӑшала тата виҫӗ мушкета куҫартӑм.

Решил тотчас же перенести в мой грот большую часть тех вещей, которыми я особенно дорожил, — прежде всего порох и все запасное оружие, то есть два охотничьих ружья и три мушкета.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑвӑрт утма йывӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен манӑн япаласем нумайччӗ (пӑшал, пуртӑ, пӑшал зарячӗсем), ҫитменнине тата, ҫанталӑкӗ те шӑрӑхланса кайрӗ.

Быстро идти было тяжело, так как погода была очень жаркая, а мне приходилось нести много тяжелых вещей — ружье, заряды, топор.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Каютӑра эпӗ сунара ҫӳремелли икӗ пӑшал тата икӗ пистолет тупрӑм, вӗсене сулӑ ҫине антартӑм та тар тата пӑшал етри тултарнӑ хутаҫсемпе тутӑхса кайнӑ икӗ хӗҫ ҫумне хутӑм.

В каюте я нашел два хороших охотничьих ружья и два пистолета, которые я уложил на плоту вместе с пороховницей, мешочком дроби и двумя старыми, заржавленными шпагами.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Лайӑх пӑшал, деспот-эфенди, — терӗ вӑл, кашни сунарҫӑ пек пӑшалне тӗплӗн пӑхса.

— Хорошее ружье, деспот-эфенди, — проговорил он.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр мӑйӑхлӑ ҫын, кулкалама юратсах кайманскер, ун сӗтелӗ ҫинче ик кӗпҫеллӗ пӑшала салатнӑ хыҫҫӑн пуҫтаратчӗ, кӗпҫисем пӑшал кӳпчекне вырнаҫмаҫҫӗ тесе ятлаҫкаласа илетчӗ.

Усатый, серьёзный человек в кожаном пальто собирал у него на столе двустволку и ругался, что стволы не подходят к ложам.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ отрядра яшка пӗҫерекен, анчах ман алӑра, вӑл-ку пуласран, пӑшал та пур — сунар пӑшалӗ, вӑл калама ҫук хытӑ кӗрӗслетет, партизансем ӑна царь-пушка тесе ят хунӑ.

Я кашеварю в нашем отряде, но у меня на всякий случай есть охотничья фузея, которая стреляет так громко, что партизаны назвали ее «царь-пушка».

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Алӑпа тунӑ пӑшал тата ҫар припасӗсем хутаҫра пулнӑ.

Оружие ручной работы и боеприпасы находились в мешке.

Ҫӗр чавнӑ чухне тупнӑ пӑшала упранӑшӑн суд тӑвӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38124.html

Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна пӑшал тата ҫар припасӗсем упранӑшӑн суд тӑвӗҫ.

33-летнего мужчину, проживающего в Московской области, будут судить за хранение оружия и боеприпасов.

Ҫӗр чавнӑ чухне тупнӑ пӑшала упранӑшӑн суд тӑвӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38124.html

— Алла пӑшал тытса, эпӗ Раҫҫее ултӑ-ҫичӗ ҫул хушши хӳтӗлерӗм.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вӑрҫтаракан пӑшал кирлӗ мар пире!..

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кашнинех пӗрер шӑхличӗпе пӑшал туянса памаллаччӗ пуль те, нухрачӗ ҫичӗ чул айӗнче выртни, вӑл хӗсӗкки пӗтерет.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Канаша пасара кайсан, ашшӗ ачисем валли тӑм шӑхличӗпе пӗчӗкҫеҫҫӗ йывӑҫ пӑшал илсе килет.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫӗршыв чӗнсессӗн эсӗ ҫирӗп тӑтӑн — Васкарӑн аллуна пӑшал тытма!

Помоги переводом

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Кӗҫ-вӗҫ шаплатса ҫурӑлса каяс евӗр кӳтсе ҫитнӗ Шӑнкӑрч, ним шарламасӑр шӑппӑн тӑрать те, пӑшал кӗпҫине хӑма хушшинчен чиксе, ун автанне пусать.

Помоги переводом

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хайхи, ҫӑварне пӑшал кӗпҫи евӗр карса, пит хӑвӑрттӑн сӑх-сӑхса, куянла вӗлт кӑна тухса вӗҫрӗ пирӗн килтен…

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Татах пӑшал кирлӗ пулчӗ-и? — ыйтать Услантӑр мучи.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑрах ури тахҫанах сусӑрланнӑран тӑлт-талт пусса чупакан Вихтӗр бригадир, юр ҫине тӑсӑлса выртса, кашкӑрсене тӗллет те, кӗрӗст! тӑвать пӑшал хӑрушшӑн.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней