Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑшал сăмах пирĕн базăра пур.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай кучченеҫ парса ячӗ ун чухне йыснӑшӗ Сантӑрккасене: упа тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑп, атӑ-пушмаклӑх тем чухлӗ сӑран, Ивана сунара ҫӳреме пӑшал парнелерӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ваттисем хыҫҫӑн кайсан, пӑшал вырӑнне ухӑпа ҫапӑҫӗччӗҫ салтаксем.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ҫиччӗллӗ явнӑ пушӑпа пӑшал пенӗ евӗр шартлаттарса ҫапма та вӗренсеттӗм.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Михаҫ мӑйӗнчи вӑрӑм ҫӑм шарфне пӑшал ҫаккинчен ҫыхса тепӗр вӗҫне ӑна персе пачӗ.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Унӑн санӑнни пек пӑшал ҫук вӗт, ырӑ та тӳрӗ чунӗ ҫеҫ пӗрле, — хирӗҫлеме пуҫларӗҫ хӗрарӑмсем сунарҫӑна.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑшал, аллинче тапӑ тата михӗ:

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кӑнтӑрла алӑра ручкӑччӗ, каҫхине — пӑшал.

Помоги переводом

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унта та алӑран пӑшал яман-ҫке.

Помоги переводом

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав вӑхӑтра пӑшал сасси янӑраса кайрӗ.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аллинче — икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫывӑхрах пӑшал тепре кӗрӗслетрӗ.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Инҫех те каяймарӗ вӑл, пӑшал кӗрӗслетнӗ сасӑпа тӑпах чарӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантрах пӑшал сасси янраса каять.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чупай ялӗ ҫывӑхӗнче пӑшал пенӗ сасӑ илтӗннӗ.

24 ноября около деревни Чубаево раздался выстрел.

Пӑшие персе вӗлернӗ икӗ арҫынна тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36681.html

Мира ывӑлӗ Кельга пӑшал тытрӗ те йыттине шӑхӑрса илсе тайга ӑшнелле уттарчӗ.

Кельга, сын Миры, взял ружье, свистнул собаку и пошел в тайгу.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шывсем тӑрӑх ҫын алла пуртӑпа пӑшал тытса тайга ӑшнелле кӗнӗ.

По рекам пробирался человек в тайгу с топором и ружьем в руках.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта ненецсем хӑйсем тытнӑ мамӑк тирсене сутаҫҫӗ те тар, пӑшал тата тӗрлӗ продуктӑсемпе таварсем илеҫҫӗ.

Здесь ненцы продают пойманную ими пушнину и получают порох, ружье и различные продукты и товары.

Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта пароходсем килсе каяҫҫӗ, Новая Земля ҫинче пурӑнакансем валли кирлӗ продуктӑсем, тар, пӑшал тавраш илсе пыраҫҫӗ, каялла тирсем, ӑш ҫӑвӗ тиесе каяҫҫӗ.

Приходят сюда пароходы, привозят жителям Новой Земли все необходимые продукты, порох, оружие и увозят пушнину, рыбу, сало.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл хӑй тытнӑ кайӑк тирӗсене йӑлтах вӗсене сутнӑ та, уншӑн вӗсем ӑна тарпа пӑшал тата продуктӑсем панӑ.

Он продал им всю свою добычу и получил от них в обмен порох, ружье и продукты.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Икӗ хуран, виҫӗ хӑма, пӑшал тата чей ӗҫмелли икӗ чашка.

Два котла, три доски да ружье. Еще две чашки чай пить.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней