Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑшал сăмах пирĕн базăра пур.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пума тытма сунара кайсан пирӗн юханшыв урлӑ ҫуран каҫмалла пулчӗ, эпӗ пӑшала персе ярасшӑн пултӑм, вӑл пемерӗ: манӑн пӑшал тарӗ йӗпеннӗ иккен.

На охоте за пумой нам пришлось переходить реку вброд, и, когда потом я наткнулся на зверя и выстрелил, ружье дало осечку: порох намок от воды.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Тӳпере бомбӑсен вутлӑ йӗрӗсем пӗр-пӗринпе хӗресленеҫҫӗ, тӗксӗм-кӑвак пӗлӗте самантлӑха ҫиҫӗмлӗ йӑлтлатса илекен ҫутӑсем ҫутатса илеҫҫӗ, пӑшал кӗпҫинчен пӗрхӗнсе тухакан ҫутӑсем ӗнтӗ вӗсем, тар тӗтӗмӗ, шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем курӑнаҫҫӗ, пӑшал пенӗ сасӑсем вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑлансах пыраҫҫӗ.

скрещивающиеся в воздухе, на молнии выстрелов, на мгновение освещавшие темно-синее небо, и белый дым пороха и прислушиваясь к звукам все усиливающейся и усиливающейся стрельбы.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Тупӑкӗ ун шупкарах хӗрлӗ, музыка янӑрать, хоругвисем вӗлкӗшеҫҫӗ; бастионра пӑшал пенӗ сасӑсем те илтӗнме пултараҫҫӗ, анчах ку сире унчченхи шухӑшсене аса илтермӗ; ҫын пытарма каякансен ушкӑнӗ сирӗншӗн пит илемлӗн утса пыракан ҫар ҫыннисен ушкӑнӗ пек туйӑнӗ, пӑшал сассисем — ҫав тери илемлӗ те паттӑр сасӑсем пек туйӑнӗҫ, эсир вара ҫак картинӑна курсан, ҫак сасӑсене илтсен, сурансене ҫыхнӑ ҫӗрте шухӑшланӑ пек асаппа вилӗм ҫинчен шухӑшламӑр.

С розовым гробом и музыкой и развевающимися хоругвями; до слуха вашего долетят, может быть, звуки стрельбы с бастионов, но это не наведет вас на прежние мысли; похороны покажутся вам весьма красивым воинственным зрелищем, звуки — весьма красивыми воинственными звуками, и вы не соедините ни с этим зрелищем, ни с этими звуками мысли ясной, перенесенной на себя, о страданиях и смерти, как вы это сделали на перевязочном пункте.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӑрманӗ те, пӑшал тӗтӗмӗ те тата пӑшал сасси те питех палӑрман, сунарҫӑн опытлӑ куҫӗпе ҫивӗч хӑлхи ҫеҫ вӗсене курма-итлеме пултарнӑ.

И пятно леса, и дымок выстрела, и самый звук его были настолько неясны, что только опытный глаз и острый слух охотника могли воспринять эти впечатления.

LХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ун патне ытти инҫетри ялсенчен те пыра пуҫланӑ: хӑшӗ пӑшал ҫӑри, хӑшӗ пӗчӗкҫӗ пӑшал, хӑшӗ тата сехет тӳрлетме илсе пынӑ.

Стали к нему из дальних деревень приезжать: кто замок на ружье или пистолет починить принесет, кто часы.

3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ермак каланӑ: «Эпир вырӑссем, Кучумпа вӑрҫма килтӗмӗр. Эпир унӑн хулине туртса илсе, халӑхне вырӑс патшине пӑхӑнтарасшӑн. Пирӗн ҫар темӗн чухлӗ. Манпа пӗрле пыракан ҫарсем малтанхисем анчах-ха. Хыҫалта тата кимӗсемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр килеҫҫӗ, пурин те алӑра пӑшал. Пирӗн пӑшалсем ухӑпа ҫӗмӗрен йышши мар, йывӑҫа витӗр шӑтарса тухаҫҫӗ. Акӑ пӑх-ха», — тенӗ.

А Ермак говорит: «Мы, русские, пришли сюда твоего даря завоевать и его город взять; русскому царю под руку подвести. Силы у нас много. Что со мной пришли — это только передние, а сзади плывут в стругах — счету, им нет, и у всех ружья. А ружья наши насквозь дерево пробивают, не то что ваши луки, стрелы. Вот, смотри».

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Миҫе кимӗ кирлине, ҫӑкӑр, выльӑх-чӗрлӗх, пӑшал, тар мӗн чухлӗ илмеллине, тыткӑна илнӗ тутарсенчен тӑлмачӑ миҫе ҫын илмеллине, пӑшал ӑсти пулса тӑракан нимӗҫсене миҫе ҫын илмеллине вӗсем йӑлтах шухӑшласа хунӑ.

Обсудили, сколько стругов надо, сколько хлеба, скотины, ружей, пороху, свинцу, сколько переводчиков — татар пленных, сколько немцев — мастеров ружейных.

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан пӗр пӑшал сасси хыҫҫӑн тепӗр пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ.

Затем послышались один выстрел за другим.

XXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Каравана илсе килнӗ салтаксем кивӗ пӑшалӗсемпе сывлӑшалла печӗҫ, анчах пӑшал сасси халӑхӑн акӑш-макӑш кӗрлевӗнче ҫӗтрӗ.

Солдаты караванов выстрелили в воздух из своих старых ружей, но звук выстрелов потонул в неистовом реве толпы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл ун аллинчен пӑшалне туртса илме пикенчӗ те пӑшал кӗпҫине кӳпчекӗнчен туртса татрӗ.

Он попытался выхватить у него из рук ружье и оторвал ствол от ложа.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах шӑп пӑшал пенӗ вӑхӑтра Гаррис ӑна пӑшал кӗпҫинчен тӗртрӗ, вара, Дик, тӗл перет пулсан та, тӗллеве лектереймерӗ.

Однако в тот самый момент, когда прозвучал выстрел, Гаррис толкнул ствол, и хотя Дик был метким стрелком, пуля в цель не попала.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑрманти пӑшал сассине илтсен, лагерьте мӗнле пӑлханса ӳкни ҫинчен, вара партизансем Митьӑпа иккӗшӗн пӑшалӗсене туртса илсе, вӗсене лагере мӗнле илсе пынине аса илсен, Саша йывӑррӑн сывласа ячӗ.

Услышав выстрелы в лесу, взволновался весь лагерь, партизаны забрали ружья его и Мити, после обоих привели их в лагерь — вспомнив это Саша горестно вздохнул.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Пӑшал пеме пӗлекен ялти пӗртен-пӗр ҫын, ҫӑраҫҫисене сыхлакан старик, етрепе пемелли пӑшалне авӑрланӑ, унӑн аллисем ҫав териех хытӑ чӗтренӗ.

Ключарь, единственный умевший стрелять, дрожащими руками заряжал дробовик.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Глегола васкавлӑн пӑшалӗпе тӗллерӗ, курокӗнчен туртрӗ, анчах пӑшал пемерӗ.

Глегола быстро прицелился и спустил курок, но выстрела не последовало.

Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.

Пӑшал пенисене хирӗҫ пӑшал персе ответлерӗҫ.

На эхо отвечало эхо.

IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Чӑн малтан Таманго туртса ҫапрӗ, анчах вӑл ҫапни шуррине лекеймерӗ, лешӗ вӑрт-варт кӑна ҫаврӑнкаласа илсе, аяккалла пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ, пӑшал кучӗ, капитана тивес вырӑнне, ҫӗре ҫав тери хыттӑн пырса ҫапӑнчӗ те, арканса кайрӗ, пӑшалӗ, пӗтӗм вӑйран сулса ярса ҫапнӑ пирки, Таманго аллинчен тухса ӳкрӗ.

Таманго ударил первый, белый увернулся ловким движением, обрушившись на доски палубы, приклад сломался; сотрясение было столь сильным, что ружье выскользнуло из рук Таманго.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Самантран тин ку пӑшал сасси, таҫта ҫывӑхрах кӗрӗслетнӗ пӑшал сасси пулнине ӑнланчӗ.

Только мгновение спустя она поняла, что это был выстрел, выстрел где-то совсем рядом.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Вӑл пӗр вӑтӑр утӑм кайсан, ун хыҫҫӑн пӑшал пени янӑраса кайрӗ, анчах пӑшал сассине юханшыв ҫинче снарядсем ҫурӑлни хупласа лартрӗ.

Когда он отошел шагов на тридцать, вслед ему раздался выстрел, заглушённый взрывами, гремевшими на реке.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эдвард — именире кам кӑна пӑшал тытма пултарнӑ, ҫавсене пурне те пӑшал тыттарса, хула еннелле хускалнӑ…

В усадьбе Эдвард поставил под ружье всех, кто только мог носить оружие, и двинулся в город.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Авӑ хӑшӗ-пӗрисем пӑшалӗсене тӳртӗн — магазин коробкине хӑйсен еннелле туса тытнӑ, пӑшал чӗнне хыттӑн карӑнтарса лартнӑ, — аллаппи те кӗрес ҫук.

Ружья держат магазинной коробкой к себе, ремень так натянут, что руку не проденешь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней