Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн пулни пулман пулсан, эпӗ ватӑличченех ҫапла пурӑнаттӑм ӗнтӗ, вилнӗ чухне вара: лайӑх пурӑнса ирттертӗм кун-ҫулӑма, ытлашши лайӑх мар та, анчах пурпӗр киревсӗр мар, ыттисем пекех пурӑнтӑм, — тенӗ пулӑттӑм.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Авланиччен эпӗ хамӑр хушӑри ытти ҫынсем пекех пурӑнаттӑм.
III // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ ҫӗр улпучӗ патӗнче батракра пурӑнаттӑм, кунтан инҫех мар, Хӑмӑш-Бурун хыҫӗнче.Я у помещика в экономии батрачил, вот тут недалеко, за Камыш-Буруном.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗр айӗнчи пӳртрен пӗр пысӑк кружка ром илсе килтӗм те Эрнене ӗҫме патӑм (эпӗ хамӑн рома питех те тирпейлӗн тыткаласа пурӑнаттӑм, ҫавӑнпа та манӑн ром чылаях пурччӗ).
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Каллех калатӑп, эпӗ чӑн та патша пек пурӑнаттӑм, ман пурте пурччӗ; хам тавра яланах пӗр кӗтӳ тарҫӑ-тӗрҫӗ ҫӳретчӗ, — анчах ҫынсем кӑна ҫукчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав вӑхӑтра эпӗ пит те кирлӗ ӗҫ ҫинчен шухӑшласа пурӑнаттӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ ун чухне ҫакӑн пек ҫисе пурӑнаттӑм: ирхи апат — ҫупкӑм иҫӗм ҫырли, кӑнтӑрлахи апат — качака е тимӗр шапа аш татӑкӗ (ашне эпӗ кӑвар ҫинче ӑшалаттӑм, мӗншӗн тесен манӑн савӑт-сапа таврашӗ ҫукчӗ), каҫхи апат вырӑнне — тимӗр шапа тунӑ ик-виҫ ҫӑмарта ҫиеттӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ ҫав кушак вилнӗ пулӗ тесе пӑшӑрханса пурӑнаттӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫӗнӗ вырӑн мана питех те килӗшрӗ, хӑш чухне эпӗ унта темиҫе талӑк пурӑнаттӑм, ик-виҫ каҫ умлӑ-хыҫлӑн ӳплере ҫывӑраттӑм, кунта мана сывлама та ирӗкрехчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ баракра ҫав ҫынсем хушшинче пурӑнаттӑм: хӑйсен хуйхи-суйхи ҫинчен вӗсем, вырӑссен кӑмӑллӑ йӑлипе, питӗ нумай та хытӑ калаҫатчӗҫ, тен, вӗсен хурлӑхлӑ сӑмахӗсем пилӗк ҫухрӑмран та илтӗнетчӗҫ пуль.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Краковра пурӑнаттӑм ӗнтӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пӗр вунӑ ҫул каярах эпӗ хам та ҫав ремеслопа пурӑнаттӑм.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Саньӑна эп кашни кун ҫыру ҫырма пултӑм, анчах кашни кун ҫырмаллӑх нимӗнех те ҫукчӗ: ӗлӗкхи пекех эпӗ Кира патӗнче пурӑнаттӑм, нумай вулаттӑм та ӗҫлеттӗм, ӗҫлемелли вырӑнӑм майлах та марччӗ, коллекци ещӗкӗсем тӗпелтех тӑратчӗҫ, карттӑна та рояль ҫинчех ҫырмалла пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ эпӗ ҫамрӑк чухне хуторта пурӑнаттӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Окреҫтӑвкомӗн икӗ хутлӑ аслӑ ҫуртӗнче (ун чухне эпӗ ҫавӑнта пурӑнаттӑм) пурте ҫывӑратчӗҫ ӗнтӗ, пӗр эпӗ пурӑнакан пӳлӗм кантӑкӗнчен тухакан ҫутӑ ҫеҫ ҫул хӗрринчи юрпа витӗннӗ ҫинҫешке йывӑҫсем ҫине ӳкнӗччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ пӗр ватӑ уретник патӗнче пурӑнаттӑм, ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, уйрӑмах тата Настя ятлӑ лайӑх хӗрӗшӗн юрататтӑм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ нимӗн шухӑшсӑр (е канӑҫсӑр-и) хам чаплӑхпа киленсе пурӑнаттӑм.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл манӑн ватӑ чӗреме час-часах хуйхӑрткаланӑ пулсан та, эпӗ яланах ӑна пӑхса киленсе пурӑнаттӑм.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
2. Ҫав кунсенче эпӗ, Даниил, ӗнтӗ виҫӗ эрне хушши хуйхӑрса-хурланса пурӑнаттӑм: 3. тутлӑ апат ҫимен эпӗ; ҫӑварӑма аш-какайпа эрех те кӗмен, виҫӗ эрне кунӗсем иртиччен ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа та сӗрӗнмен.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ, Навуходоносор, хамӑн ҫуртӑмра канлӗн пурӑнаттӑм, хамӑн керменӗмре ырӑ кураттӑм.1. Я, Навуходоносор, спокоен был в доме моем и благоденствовал в чертогах моих.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.